Министерство образования и молодёжной политики Чувашской Республики
Республиканский конкурс творческих работ учащихся
«Сердце матери»
СОЧИНЕНИ ТЕМИ:
«КАШНИ СĂМАХĔ САН ПИРКИ»
Автор: ученица 7В класса
МОУ «Красночетайская СОШ»
Красночетайского района ЧР
Патьяновой Анжелики
Руководительница: учительница чу-
вашского языка Васильева М.Н.
Красные Четаи – 2009
Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.
Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.
А. Воробьёв.
Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленннине, мĕншĕн куляннине, савăннине, санăн мĕн ыратнине – пĕтĕмпех пĕлет анне. Вăл сана хăй кăкăрĕн сипетлĕ сĕчĕпе тĕрек панă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă, малтанхи сăмахсем калама вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Сана пĕрремĕш кĕнеке вуласа панă, пĕрремĕш юмах каласа кăсăклантарнă, пĕрремĕш сăпка юрри юрласа çывăратнă.
Анне яланах санпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать. Ўссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.
Манăн та Çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Нина ятлă. Юратнă аннене манăн çут çанталăкăн çурхи вăхăчĕпе танлаштарас килет. Пётр Афанасьев поэт калашле,
Çуркуннепе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Телей сунса, аннемĕр мар-и
Çурхи кун пек пире лăпкать.
Çут хĕвелпе анне сăнарĕ
Мана пĕр евĕр туйăнать.
Ытарайми аннемĕр мар-и
Пире вăй – хал парса тăрать.
Чăнах та, аннеçĕм çуркунне пекех ытармалла çук илемлĕ, черчен, ырă, çепĕç, тарават, маттур, вашават … Унăн алли кушăрханă пулин те — çемçе, питĕнче пĕркеленчĕксем пур пулсан та — илемлĕ, сасси чуна пырса тивмелле çепĕç, аслă чунĕ çурхи хĕвел евĕр пур ачине те пĕр пек ытама илсе ăшăтать.
Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм — анне,
Çук санран çывăххи тĕнчере.
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ÿстеретĕн пире, —
тет В. Давыдов-Анатри. Çак сăмахсене поэт ман анне пирки каланă пекех туйăнать. Мĕн тери чуна пырса тивекен сăмахсем! Манăн анне те çут тĕнчене виçĕ хĕр ача парнеленĕ.Вăл тĕпренчĕкĕсене пурне те пĕр пекех юрататать, пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме ăс парать, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать, анне пулма вĕрентет. Вăл пиртен кашниех чăн-чăн Çын пуласса шанать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр, пустуйшăнах кулянтармастпăр, лайăх паллăсемпе вĕренетпĕр, çитĕнўсемпе савăнтаратпăр. Аннен ăслă сăмахĕсене ăша хыватпăр.
Мана уйрăмах анне çўç тураса яни килĕшет. Ун чухне эпĕ ăна питĕ лайăх туятăп: чунра ăшă-ăшă пулса каять. Пуçа ун кăкăрĕ çине хурса нумай вăхăт хушши ун çумĕнче тăрас килет. Шел, ялта пурăнакан çыннăн ал усса ларма вăхăчĕ сахал – кил — хуçалăхра тăрмашмалла. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ўстерет Эпир анне ĕçрен киличчен хуçалăхра тупăшса ĕçлетпĕр. Анне килнине курсанах ун патне ыткăнатпăр: пирĕн аннен куллине курас килет, унăн ăшă аллине сĕртĕнес килет.
Манăн та анне пекех çепĕç, вашават, сăпайлă, ăслă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хўхĕм, ĕçчен, тўрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл – пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен пахи никам та çук, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.
-
напишите текст на чувашском языке про маму
-
Предмет:
Другие предметы
-
Автор:
kaelynspence708
-
Создано:
3 года назад
Ответы
Знаешь ответ? Добавь его сюда!
-
-
Другие предметы8 минут назад
Помогите пожалуйста решить задания по Эконометрике
-
Геометрия9 минут назад
В треугольнике ABC
AM = MB = 8 см, AC = 21 см, BK = 9 см.
Найдите периметр ABC, если MKAC. Ответ дайте в сантиметрах.
-
Алгебра14 минут назад
Помогите с алгеброй пж
-
Другие предметы14 минут назад
Яким способом утворенно слово «запивали»
-
География14 минут назад
ПОЖАЙЛУЙСТА, помогите 4 минуты осталось
Информация
Посетители, находящиеся в группе Гости, не могут оставлять комментарии к данной публикации.
Вы не можете общаться в чате, вы забанены.
Чтобы общаться в чате подтвердите вашу почту
Отправить письмо повторно
Вопросы без ответа
-
Другие предметы8 минут назад
Помогите пожалуйста решить задания по Эконометрике
-
Информатика34 минут назад
C клавиатуры задается число меньше 50 если оно однозначное нарисовать и заскрасить кольцо в противном случае выдать сообщение об ошибке.
решить на python
Топ пользователей
-
Fedoseewa27
20519
-
Sofka
7417
-
vov4ik329
5115
-
DobriyChelovek
4631
-
olpopovich
3446
-
zlatikaziatik
2620
-
dobriykaban
2374
-
Udachnick
1867
-
Zowe
1683
-
NikitaAVGN
1210
Войти через Google
или
Запомнить меня
Забыли пароль?
У меня нет аккаунта, я хочу Зарегистрироваться
Выберите язык и регион
Русский
Россия
English
United States
How much to ban the user?
1 hour
1 day
Çемье
телейĕ мĕнре-ши?
Ҫемье телейĕ – атте-анне пурри тата вĕсен ăшши.
Атте! Анне! Чăвашсен ытарайми
ҫепĕҫ сăмахĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас килет, ҫуммăн
ларса ăшшăн калаҫас килет, ыталаса илсе чĕререн тав тӑвас килет. Ытла та ăслă
вĕсем, ытла та кăмăллă ҫынсем. Хăйсен мĕн пур лайăх енне пире халаллаҫҫĕ,
ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Эпир вĕсенчен вĕренсе пыратпăр,
вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр.
Кашнинчех эпир
радиопа аттепе аннене халалласа юрăсем юрланине, сăвăсем каланине илтетпĕр. Ах!
Ҫак ылтăн сăмахсене илтсен чун-чĕре савăнать, кăмăл ҫĕкленет. Еплерех чуна
ҫĕклентереҫҫĕ ҫак сăмахсем.
Ку вăл – аттепе аннене
хисеплени, вĕсене хыттăн юратнине пĕлтерет. Чăваш литературинче те атте – анне
сăнарĕ тĕп вырăнта тăрать. Акă Василий Давыдов-Анатри те хăйĕн сăввинче аннене
тав туса, ăна мухтаса сăвă йеркелесе ҫырнă:
Анне
мана телей пиллет,
Ҫурхи
чипер хĕвелĕм тет,
Хĕвелĕм, тет юратнипе,
Юратнипе, савăннипе.
Анне мана кун-ҫул пиллет,
Тăван кил-ҫурт тĕрекĕ тет,
Тĕрекĕ тет, куҫран пăхса,
Куҫран пăхса, чунтан шанса.
Чăваш поэчĕ Петĕр
Хусанкай та амӑшне халалласа поэма ҫырнă.
Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,
Ҫат
тытнă тутуна яланхи пек.
Ик куҫ харши раснах йĕрленчĕ,-
Унта пайтах пытарăннă инкек…
Ҫапла сăнарланă хăйĕн
юратнă амăшне чӑваш хал
Ман хамăн та атте –
анне пур,вĕсем –кил ăшши, чун ăшши. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн пысăк
ҫемье Кӳлхĕрри Карай ялĕнче пурăнать. Эпир йышлăн: атте, анне, пĕчĕк шăллăм,
асанне, асатте тата эпĕ. Манăн аннене Марина тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл бухгалтер пулса
ĕҫлет. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир анне ĕҫрен киличчен
хуҫалăхра тупăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, пысăк чунлă ҫын
пулас килет.
Аттене ялта Радислав тесе
чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕкрен атте пирĕнпе пĕрле конструкторсенчен
тĕрлĕ япаласем пуҫтаратчĕ, халĕ вара пысăк ĕҫсем тума тăрăшать: трактор пуҫтарчĕ,
тимĕр авса хитре картасем турĕ тата ытти те. Пĕчĕк шăллăм та аттене кура тĕрлĕ
япаласем конструктăрпа пуҫтарма тăрăшать, атте ун ĕҫне хакласа хĕпĕртенине
курсан вара савӑнать, хăйне пысăк ҫын пек туять.
Асаннене Калисса тесе
чĕнеҫҫĕ. Унăн та алли ылтăн.
Вăл пире тĕрлĕ тăхăнмалли тум ҫыхса парать, хитре шăрҫасемпе тирпейлĕн тĕрлет.
Ăна кура эпĕ те тĕрлеме тытăнтăм, йывăрлăх сиксе тухсан
тӳрех асанне патне чупатӑп.
Манăн асатте Петĕр ятлă. Вăл
пирĕн килте чи ăсли шутланать. Асаттепе асанне иккĕшĕ те пенсие тухнă, ҫавăнпа
килте вĕсем пире хуҫалӑхри ĕҫ-хĕле пуҫтарса пулăшаҫҫĕ.
Пирĕн ҫемье пысăк. Ку
мана питĕ савӑнтарать, мĕншĕн тесен нихӑҫан та кичем мар, йĕри-тавра сана
юратакан, пулӑшма хатĕр аслисем. Пĕрре-иккĕ кӑна та мар- тӑваттӑн.
Телевизорпа час-часах
ашшĕпе амăшĕсĕр ӳсекен ачасем ҫинчен кӑтартаҫҫĕ. Вĕсен кăмăлĕ те сивлек. Мĕн
чухлĕ ача нуша курать, ҫак ӳкерчĕк чуна хурлантарать. Шел пулин те,
ашшĕ-амăшне ĕмĕр кӳренсе пурăнмалла суран тăвакан хĕрсемпе ывăлсем те пур-ха
пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ- амăшне
хăйсем пăхас вырăнне ваттисен ҫуртне кайса яракансем сахал-и тата?
Ман шутпа, ватăсене
хисеплемелле, ырă сăмахсем каласа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтсенче пулăшса
пымалла, аякра пулсан – тăван киле манмалла мар. Ҫемье телейĕ пĕр-пĕрне
юратнинче, хисепленинче, упранинче.
Хĕвел хăй
ăшшине ҫĕр ҫине еплерех сапалать, аттепе анне те ҫавăн пекех чун-чĕре хĕрӳлĕхне
пире парнелеҫҫĕ. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, упраса пурăнасчĕ, ватлӑх
кунĕсенче вĕсемпе те пирĕн ӑшӑ пуласчĕ.
Анна
Кузьмина,
Пĕтĕмĕшле
пĕлӳ паракан Трак вăтам шкулĕнчи 10-б класс.
Ытарайми
атте-анне
Кăҫал Чăваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталăкĕ
тесе палăртрĕҫ. Шухăшласа пăхсан тĕлĕнсе каймалла вĕт: тăванлăх, атте-анне
ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, юрă-сăвă пирĕн халăхăнни пек урăх никамăн та
ҫук пулĕ. «Аҫупа аннӳне хисепле, хăвнах лайăх пулĕ», «Ача-пăчана мул париччен
ăс пама хушнă», «Ашшĕсĕр ача-ҫур тăлăх, амăшĕсĕр ача- хăр тăлăх»,- янăраҫҫĕ
хăлхара ăса вĕрентекен сăмахсем.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университетĕнче пĕрле вĕреннĕ тантăшăм Галя Дмитриева (халĕ унтанпа хушамачĕ
улшăнчĕ те пулĕ) манăн хĕр чухнехи дневник ҫине тахҫан ҫапла сăвă ҫырса хунă:
Ачалăх!
Манăҫми ҫĕр-шыв!
Хуп сăпкана ват асанне
Сăвăласа сиктернине,
Аннен хитре юррисене
Ĕмĕрлĕхех ăша эп хыврăм…
«Аттепе
анне пулсассăн Пуринчен те эп пуян…» — янраттарать тепĕр чух Чăваш наци
радăвĕпе Виталий Адюков маҫтăр, вăйăҫă. Çаплах, аттепе анне пулсассӑн эпир чи
маттуррисем, чи пултаруллисем.
Атте-аннеҫĕм…Çак сăмахсем чунри мĕн пур ачашлăха пĕр ҫĕре пухса чĕрере киленӳ
ҫуратаҫҫĕ. Мĕн тери пысăк та вăйлă асамлăхпа тулса ларнă вĕсем! Сасăпа калатăн
та вĕсене, тӳрех пурăнас килсе каять, пĕр харăс пин ĕҫ туса пăрахассăн туйăнать,
ҫак тĕнчери хăвăн пĕлтерĕшне витĕр ăнкарса илетĕн…
Аттепе анне иккĕшĕ те ҫут тĕнчере чи ҫывăх та хаклă ҫынсем! Вĕсем пулман
пулсан ҫак ҫĕр ҫинче эпир те, икĕ ывăлпа икĕ хĕр, пулмастăмăрччĕ. Эпир вĕсен
вăрринчен ҫуралса кун ҫути курнă. Вĕсем пире ҫак пурнăҫа юратма, йывăрлăхсене
ҫĕнтерме вĕрентмен пулсан, тен, эпир ҫак ҫĕр ҫинче утса ҫӳреймĕттĕмĕр те-и?
Шел те, ҫут тĕнче хăналăх тесе ахальтен каламан пулĕ ҫав. Атте, Егор
Порфирьевич Порфирьев, Аслă аттелĕх вăрҫинче пулнăскер, пирĕнтен уйрăлса кайни
35 ҫул иртрĕ. Ĕҫчен ҫынччĕ вăл, ик алла пĕр ĕҫ тетчĕ, ним тума та ӳркесе тăмастчĕ,
чăн-чăн кăптăрмăш чăвашчĕ, хăть ҫулла, хăть хĕлле аллинчен ĕҫ
каймастчĕ;
ҫăва тухсан- платник, хĕлле- ҫăмат ăсти; выльăхĕ-чĕрлĕхĕ кил хушши тулли.
Ял ҫумĕнчи Туканаш вăрманĕнче унпа юнашар тăрса пĕрремĕш хут алла ҫава тытса
утă ҫулма вĕренни, ҫиме юрăхлă е наркăмăшлă кăмпасене уйăрма вĕрентсе тулли
витресемпе ура айĕнчи хăрăк туратсене шартлаттарса вăрман тăрăх утни,
атте-аннепе пĕрле ял варринчи Мăн пĕвере «хам ҫиеле, шапи аяла» тесе пĕрремĕш
хут шывра ишме вĕренни аса килсе чуна хумхантараҫҫĕ. Хĕллехи каҫсенче тата:
пуҫа ҫĕмĕрен-ҫĕмĕрен – кăткăс задача нимĕнле те парăнасшăн мар, тепĕр пӳлĕмре
вăл е ку ĕҫпе аппаланса ларакан атте патне чупатăн. Мĕнле пулăшмĕ-ха юратнă ачине,
пурнăҫри пулăмсем урлă ăнлантарма тăрăшатчĕ. Йывăрах та пулман иккен пуҫватмăш,
тавҫăрулăх кăна ҫитмен.
Аттен амăшĕ (пирĕн енче мамак теҫҫĕ) икĕ ывăл тата пĕр хĕрпе 28 ҫултах
мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Самани йывăр пулнă, арҫын ĕҫне те, хĕрарăмăнне те хăйĕнех
тумалла. Аттен тăватă класс кăна вĕренме май килнĕ. «Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă
тенĕ пек, хĕл варринче кăмака хутма вутă пĕтрĕ, ялти вăй питти арҫынсемпе тăхăр
ҫулхи ача мăн вăрмана вутта тухса кайрăм»,- ачалăхне аса илсе куҫҫулленетчĕ
тепĕр чухне атте. Çапла мĕн пĕчĕкрен куршанак ҫыпҫăннă, вăл е ку ĕҫе уяса
тăман. «Тăлăх йывăҫа тăвăл хуҫать те хавшатса хăварать»,- тенĕ авал. Кăмăлĕпе
йăвашчĕ атте. Çемьере киревсĕр, хăр-хар калаҫу илтмен нихҫан та. «Атте, мĕнле лайăх
эсĕ пирĕн, Кĕркури Кольки (пирĕнпе юнашар пурăнатчĕҫ) ачисене те тем тĕрлĕ
киревсĕр сăмахсемпе вăрҫать»,-теттĕмĕр пускилсене хĕрхенсе (вĕсем пирĕн пата ашшĕнчен
хăраса час-часах тарса пыратчĕҫ). Атте вара: «Эпĕ тăватă класс кăна вĕреннĕ вĕт,
вăл вырăс сăмахĕсене ăҫтан пĕлем»,-текелетчĕ ҫурма
шӳтлесе.
Мĕншĕн асра ҫеҫ-ши ҫав манăҫми самантсем? Мĕншĕн вĕсене куҫ хупса илмелĕх те
пулин каялла тавăрма ҫук-ши? Çавăн пек салхуллă самантсенче анне сăнарĕ куҫ
умне тухать. Елен тетчĕҫ ялта, хут ҫинче — Елена Игнатьевна. Анне питĕ
пултаруллă,ĕҫчен, тарават хĕрарăмччĕ. Пурнăҫĕнчи вăй питти ҫулĕсене колхоз
ферминче дояркăра ырми-канми ĕҫлерĕ, тивĕҫлĕ канăва «Хисеп палли» орденпа
тухрĕ. Ун чухнехи фермăсенче ĕҫ ирхине виҫĕ сехетренех пуҫланатчĕ, пĕтĕм ĕҫе
алă вăйĕпе тунă.
Аннен ҫамрăклăхĕ, вăл вăхăтри ытти хĕрсенни пекех, вăрҫă вăхăтне лекнĕ: шартлама
сивĕре Ҫĕмĕрле вӑрманĕнче вутӑ хатĕрлени, Ивановăри торф предприятийĕсем,
Челябинскри ҫар завочĕ… Куҫҫулĕпе аса илетчĕ анне ҫак йывăр вăхăта.
Вӑрҫӑран пĕр пӳрт урлӑ пурӑнакан маттур каччӑ тĕрĕс-тĕкел таврӑннӑ,
пускил хĕрĕпе пĕрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Тату, йĕркеллĕ пурӑнакан ҫемьере тӑватӑ
ача ӑмӑртмалла ҫитĕнтĕмĕр. Анне иртен пуҫласа каҫчен колхоз ферминче
тимлет.Эпир шкултан таврӑнсан хуҫалӑхри ĕҫсене вӑй ҫитнĕ таран пурнӑҫлаттӑмӑр, канмалли
кунсенче аннене пулӑшма та каяттӑмӑр.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вунӑ ҫуллӑхра хальхи пек лавккара пыр та ил тавар пулман,
ытларах килте ҫĕлетсе тӑхӑннӑ. Анне те пире кашни уяв валли ҫĕнĕ кĕпесем ҫĕлесе
паратчĕ: виҫет, касать, Ир тӑнӑ ҫĕре пиччепе шӑллӑмӑн кĕписем, аппапа иксĕмĕрĕн
ҫĕнĕ платьесем юмахри пек ҫакӑнса тӑратчĕҫ, хӑй ҫук, тĕттĕмлех фермӑна васканӑ.
Хӑш вӑхӑтра ҫывӑрнӑ-ши анне? Аса илетĕп те тĕлĕнетĕп:анне кӑмӑлсӑрланнине е
ывӑннине нихҫан та палӑртмастчĕ, фермара та , килте те юрла-юрла ĕҫлетчĕ, тем
тума та ĕлкĕретчĕ.Тӑватӑ ҫул хĕне кайса ура ҫине тӑмасӑр выртакан хунямине те
пĕр сивĕ сӑмах каламан. Пур ҫĕре те ал ҫитернĕ, пуҫа усман, ахлатман. Ҫапла
ĕнтĕ вӑл чӑваш хĕрарӑмĕ, мĕн кӑна курман пулĕ эс хӑв пурнӑҫунта, мĕн кӑна
тӳсмен.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрĕ..Аттепе анне тахҫанах ҫук пирĕнпе юнашар. Пурӑннӑ вӑхӑтра
вĕсене чун-чĕререн юратнине, вĕсем ҫĕр ҫинче чи хаклӑ ҫынсем пулнине калама
,тен, яланах аса та илмен пулĕ. Аттепе аннене ҫухатсан, чĕрере вĕсен выранĕ
пушанса юлсан тин эсир пирĕн пурнӑҫра мĕн тери пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулнине ӑнланса
илетĕн. Ҫулталӑкра пĕрре сирĕн вил тӑприсем ҫине ҫитсен темшĕн-ҫке уяр ҫанталӑкра
та ҫумӑр ҫӑвать. Ҫула май тӑван яла ҫуралнӑ киле кĕретĕн. Ирĕксĕрех пĕр поэтӑн
сӑввинчи йĕркесем аса килеҫҫĕ:
Аттепеле анне ҫĕр-шывĕнче
Хӑй ҫулĕнчен те ҫамрӑкрах
тĕнче.
Кунта эс хӑв та чунупа
пуян,
Кашни
килмессерен ҫамрӑкланан…
Ҫапла
вӑл-ачалӑх сӑпки: йĕри-тавра аса илӳ, ҫамрӑклӑх, атте-аннепе ҫыхӑннӑ вырӑнсем.
Пĕр самантлӑха та пулин, темиҫе ҫул каяллахи пек, пурне те сывӑ,чĕрĕ, телейлĕ курӑттӑм.
Шел, пулни-иртнине каялла тавӑрма ҫук.
Иртнĕ кунсен сăваплă, ырă ҫутине аса
илсе пуриншĕн те ҫĕре ҫити пуҫăмăрсене таятпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр
парăмлă.
Ю. Кузьмина,
чӑваш
чĕлхипе литературине вĕрентекен.