АВТАН. Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла Сирĕн автан çапла-и? ЧАКАК. Чакак ЧĂЛХА ÇЫХНИ. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлха çыхма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхăнтарса пĕтертĕм. Анне — МИХАЛА. Манăн «Ан Çапа |
ЛАША ШЫРАНИ. Пĕр — — Çук, курмарăмăр, Тата -Лаша — Çапла — — — — — — Хайхи — ХУРАÇКА. Пирĕн — ВĂРĂМТУНАСЕМПЕ СТАРИК. Пĕр |
ПУЛĂ СĔРНИ. Пĕр Чăвашсем — Мăкшăсем — — Вырăс, ÇУХАЛНĂ УКÇА ТУПĂННИ. Пĕр Пĕр |
КУЛАЧĂ. Пĕр Пĕре — Хай Каçалла Тепĕртакран — — — |
ĔНЕПЕ КАЧАКА ТАКИ. Пĕр карчăкăн ĕнепе качака таки пулнă. Ĕнепе качака — Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! |
ХĔСĔР Пĕр — Туман
УКÇА Икĕ Ахаль тăриччен |
ТИЛĔ Тилĕ — УТĂРА. Виçĕ — — САРМАНТЕЙ. Сармантейĕн — Анать — — — — — ВЫРТМАРА. Эпир Пирĕн Пĕрре — Çапла — — Лашисене |
ШĂРЧĂКПА Кĕркунне — — Кăткисем ИКĔ Икĕ Шыв — — — Çĕнĕ — — — Хунямашĕ — Ывалĕ — — Ывалĕ — Пĕтрĕ. КАШКĂРПА Кашкăр — — Кашкăрĕ Эппин Путекки — Кашкăр — |
ЙĂЛĂНТАРНИ. Пирĕн Атте — Эпĕ — Йăмăксем Çын Яковлев И. Я. Ача-пăча калавĕсем / И. |
ТĂМАНАПА Тĕттĕм — Ватти — Çамрăк — Унччен Тепĕр И. Я. ЯКОВЛЕВ АЧА – ПĂЧА КАЛАВĔСЕМ |
Афанасьев А.
Кукаҫи
– Этем-и, ҫын-и эпӗ?! – тетчӗ кукаҫи
Уявсенче пуҫне кайсан сӑра.
– Этем эп! – тетчӗ. – Эп – этем ачи! –
Янратчӗ хӑй никам ыйтмасӑрах.
Ир еннелле ура ҫине тӑрсан,
Кукамайран ыйтмастчӗ йӳҫҫине.
Алтӑрпала ӗҫетчӗ те уйран
Хуҫма ларатчӗ ҫӗн ҫӑпатине.
Этем-и, ҫын-и эп? – тесе вара
Чӗнместчӗ вӑл шӑп тепӗр уявччен.
Виҫ тунката вӗллеччӗ пахчара
Караслӑ пыл касатчӗ вӗсенчен.
Нумай-и илнӗ пыл? Ачисене
Тӑраниччен ҫимелӗх те ҫитмен.
Ҫу кунӗнче тухса урам хӗрне
Явма ӑстаччӗ тилхепе, вӗрен…
Кунҫулӗ явӑнчӗ тилхепелле.
Хӑйне кура телейлӗччӗ шӑпи.
Мӗшӗлтетсе ҫитсессӗн ҫитмӗле,
Вӗҫленчӗ юлашки ун тилхепи.
Ӗҫре вӑл курнӑ пурнӑҫ илемне,
Вӑл хапсӑнман ҫын тытнӑ кукӑле.
Тен, ҫавӑнпа этем тесе хӑйне,
Турра та мар, пуҫҫапнӑ хӗвеле!
Ишентей, Н.
Кукамай «лаши»
Ырӑ кӑмӑллӑ кукамая кӗтеттӗм
Эпӗ пуринчен ытла ача чухне.
Туяпа хуллен кӑштартатса килетчӗ,
Кучченеҫ парса тухатчӗ кашнине.
Ачапча валли пылак «шакки» – астармӑш –
Ывҫипех кӑларчӗ пӗринче хӗврен.
Пысӑк сахӑр катӑкне мана тыттарчӗ:
Пӗчӗкки час ҫитӗнтӗр ҫакна ҫисен.
Сак тулли ача шавлать, сӑйлать пурне те –
Хӑнапа уяв пӗрле ҫуреҫҫӗ ҫав.
Пӗр хӗве хумалӑх пӗчекҫӗ парне те
Хуйхӑ астивмен чух – чи хавас уяв.
Аслисем кӑна ҫурма саспа пуплетчӗҫ:
«Колхозра кӑҫал тырри валеҫӗнмен…»
«Куспромри «чӑпта хуҫи» пыма чӗнет, тет…»
«Заемне саплар ача укҫи илсен…»
Кукамай кайма пуҫтарӑнчӗ: «Вӗт-шакӑр,
Ҫавӑтса килсемӗр манӑн лашана».
Тӗлӗнсе кӑн-кан пӑхатпӑр. Маннӑ, ахӑр.
Астӑватпӑр-ҫке – килсеччӗ ҫуранах.
Вӑл татах: «Ав, кӗтесре тӑрать хӑраххӑн
Ҫул ҫинчи ҫынна ҫур вӑй хушаканни.
Хуҫине кура, «лаши» те ырханрах ман.
Ерипен кӑштӑртатса ҫиткелӗп-и?»
Пуринчен те пысӑкрах аппа ӑнкарнӑ
Кукамай пире кӑштах шахвӑртнине.
Туйине пырса тыттарчӗ васкаваррӑн,
Ӑсатмашкӑн кайрӗ ялӑн леш вӗҫне.
Ҫавӑн чух пичче мана каларӗ: «Кайӑп
Ҫирӗп ҫӗн туя касмашкӑн вӑрмана».
«Ҫул лаши» хавассӑн юрттӑр кукамайӑн,
Ҫӑмӑллӑн ҫӳретӗр ҫӑмалпа кӑна.
Кукамипе кукаҫи
(Шӳтлӗ юрӑ)
Сӑвви халӑхӑн
Кӗвви А. Бурундуковӑн
Кукамипе кукаҫи
Кукӑль пӗҫереҫҫӗ,
Кукӑль пӗҫереҫҫӗ –
Чуптуса илеҫҫӗ.
Кукамипе кукаҫи
Хӑнана каяҫҫӗ,
Хӑнана каяҫҫӗ –
Юррине хываҫҫӗ.
Пуйӑс килет, пуйӑс каять
Куками ларса каять,
Кукаҫин те лармаллаччӗ –
Чӗлӗмӗ манса юлать.
Пуйӑс каять, пуйӑс килет,
Куками ларса килет,
Кукамине кукаҫи
Кӑмӑлсӑр кӗтсе илет.
Кукаҫипе куками
Хӑма савалаҫҫӗ,
Хӑма савалаҫҫӗ –
Хирӗҫсе каяҫҫӗ.
Ах, мӗн-ма-ши сарӑ кайӑк
Турат ҫине лараймасть?
Ах, мӗн-ма-ши кукамийӗ
Кукаҫине юраймасть?..
Геннадий Юмарт
Асанне-кукамай
Йышлӑ пулнӑ сумлӑ пикесем,
Пӗринчен тепри вӗсем сӑваплӑ.
Мӗн тери илемлӗ ячӗсем!
Мӗн тери хайсем мухтавлӑ, чаплӑ!
Манӑҫа тухни гата мӗн чул!
Пурпӗр ҫухалман вӗсен ӗҫ-хӗлӗ.
Выртнӑ вӑрӑм-вӑрӑм йывӑр ҫул,
Шӑрӑхӗ ҫунтарнӑ, шӑнтнӑ хӗлӗ.
Ют ҫӗртен хӗр илнӗ хунама,
Шухӑш-кӑмӑл пӗрлешсе шӑраннӑ.
Вӑл вут чулӗ пулнӑ сыхланма,
Вӑй илмешкӗн хай мелне шыранӑ.
Юрласа сиктернӗ сӑпкине,
Хӑнара, ӗҫре юрланӑ юрӑ.
Вӗсемех упранӑ чӗлхене, —
Хӑйсене татах упратӑр Турӑ.
Ҫак пуянлӑх — пирӗншӗн элем,
Ӗмӗр пухнӑ ытарми пахалӑх.
Ҫак пуянлӑх — тӗнчери илем,
Хӑй сӑнне унпа кӑтартӗ халӑх.
Тухтӑр чӗрӗлсе паян ума
Сумлӑ пикесен маттур сӑнарӗ.
Тивӗҫ мар-ҫке хамӑр та манма,
Хӑш-пӗрне татах та асӑнар-и?
Валентина Пугачева
Юрӑсем эпир юрлатпӑр
Кукамайӑмпа пӗрле
Кӑнтӑрла,каҫпа, ҫӗрле
Янрататпӑр ян та ян
Тӗрлӗ юрӑсем ялан.
Улӑхпа ҫаран ҫинчен,
Йӑлтӑркка шур юр ҫинчен,
Атӑлпа вӑрман ҫинчен,
Савнӑҫпа кӗтрет ҫинчен.
Авалхи юрӑсене
Час-часах ҫине-ҫине
Макӑрсах эпир юрлатпӑр,
Хурлӑ туйӑмпа тулатпӑр.
Кашни юрӑ хӑйне майлӑ,
Хӑшӗ хурлӑ, хӑшӗ стайлӑ,
Хурлӑхли чуна хуҫать,
Кулӑшли чуна уҫать,
Хӑш-пӗри ташша чӗнет,
Кӑмӑл ырлӑхӗ сӗнет:
Тӑпӑрт-тӑпӑрт ташлама
Чараймастӑп эп хама…
Кукамайӑмпа ялан
Юрӑ янратар ян-ян!
Ҫӑлкуҫ, П
Кукамайӑм, кукамай
Мӗн тери, туссем, аван
Манӑн кукамай.
Эп ӑна мухтам чунтан
Сӑвӑ ҫырнӑ май.
Вӑл манпа пӗрле чухне
Пӑхнӑ сар хӗвел, –
Питӗ ырӑ чӗрене,
Куҫ тулли телей.
Вӗрентет куллен мана
Тӗрӗс пурӑнма,
Вулама, апатланма,
Сывлӑхлӑ пулма…
Ытарми кукамая
Пӗтӗм кӑмӑлтан
Пуҫӑма тая-тая
Тав тӑвап паян.
Лариса Петрова
Кукамай
Пӗлетӗн-и эс, кукамайӑм,
Ӑш пиллӗ сӑнна курсанах
Чунри хӗлӗхсем те пӗр майӑн
Кӗвве халаллаҫҫӗ санах.
Мӗн чухлӗ сӑлтав савӑнмалӑх!
Телей – эс пурри, кукамай…
Ҫулу вӑрӑм пултӑр утмалӑх.
Эс пурӑн татах та нумай!
Валентина Пугачева
Вӑрманти уҫланкӑра
Кукамайпа иксӗмӗр
Кӑмпа татма килтӗмӗр.
Вӑрманти уҫланкӑра
Наркӑмӑшлисем кӑрах!
Шӑна кӑмписем лараҫҫӗ,
Хӗрлӗ питлӗн йӑмӑхаҫҫӗ,
Хӗвел евӗр хӗм тӑкаҫҫӗ.
Ҫул ҫинче те айккинче
Лапамра, тӑвайккинче
Куҫ хӗсеҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ,
«Тат мана!» — тесе сӗнеҫҫӗ.
Карҫинккана вырнаҫасшӑн,
Манпала пӗрле пырасшӑн.
Ҫук, сире эпӗ татмастӑп.
Эп кӑмпасене паллатӑп.
Тунката кӑмпи эп пухӑп,
Хурӑн кӑмпи татса тухӑп.
Лайӑх кӑмпасем шырарӑм,
Анчах ним те тупаймарӑм.
Ӗмӗтлентӗм, ӗмӗтлентӗм…
Килелле кайма сӗмлентӗм.
Чим, лутра хурӑн ҫумне
Кам-ха пӗкнӗ шлепкине?
Хурӑн кӑмпи мар-и ҫак?
Ах, епле мӑнаҫ маҫак!
Пӗччен мар-тӑр ку юлташ!
Мӗн сӗнет хурӑн тавраш?
Пӗр тӑрса, пӗр пӗшкӗнсе,
Питӗ хытӑ тинкерсе
Пӑхкалатпӑр тавралла.
Пӗччен мар кӑмпа, паллах!
Ак, кӑмпа асламӑшӗ,
Ашшӗпеле амӑшӗ,
Ачисем пур йышӗпех —
Сарӑ-хӑмӑр шлепкепе
Меллӗн мӑк ҫинче лараҫҫӗ,
Куҫ хӗссе чеен кулаҫҫӗ.
Улталас тетӗр, эппин?
Пытанаймӑр ӗнтӗ тин…
Кунӗпех сире шыратпӑр.
Тупрӑмӑр. Татма пуҫлатпӑр.
Васкӑр-ха карҫинккана!
Унта выртӑр пӗр кана…
Абрамова, П. Кукамай такмакӗсем / П. Абрамова // Канаш ен. – 2008. – 25 кӑрлач (№ 10-11). – С. 5.
Афанасьев, А. Кукаҫи : [сӑвӑ] / А. Афанасьев // Ялав. – 1976. – № 10. – С. 23.
Васильева, Н. Григорьева-Егорова, А. И. Аннеҫӗм ; Юратнӑ кукамай / А. И. Григорьева-Егорова // Педвузовец. – 2007. – 23 февраля (№ 2-3). – С.7.
Егорова, И. Кукаҫи : [сӑвӑ] / И. Егорова // Канаш ен. – 2008. – 22 нарӑс (№ 23-24). – С. 2.
Ишентей, Н. Кукамайпа пӗрле чей ӗҫни : [сӑвӑ] / Николай Ишентей ; Мария Арлан ӳкерчӗкӗсем. – (Поэтсем – ачасем валли) // Тетте = Игрушка. – 2008. – № 3. – С. 3.
Ишентей, Н. Кукамай «лаши» : [сӑвӑ] / Н. Ишентей // Ишентей, Н. Турӑ кӑмӑлӗ : сӑвӑсемпе поэмӑсем / Николай Ишентей. – Ҫӗрпӳ, 1997. – С. 70.
Казанцева, Е. Кӗркунне ; Хӗл ларчӗ ; Кукамай : [сӑвӑсем] / Е. Казанцева // Урал сасси. – 2007. – 18 кӑрлач (№ 2).
Карай, Н. Кукамайсен парни : [сӑвӑ] / Николай Карай // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2001. – 20 ака (№ 16). – С. 11.
Кукамӑш хӳхлевӗ : [сӑвӑ] / Нина Васильева // Канаш : Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен хаҫачӗ Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Н. Я. Бичурин тата чӑваш халӑхӗн ҫамрӑксен Альпӑрт Канаш ячӗллӗ премисене тивӗҫнӗ. – 2019. – 6 авӑн/сентябрь (№ 36). – С. 6. – (Литература тĕпелĕ).
Кульметьева, В. Хыпарсӑр ҫухалнӑ кукаҫей : [сӑвӑ] / В. Кульметьева. – (Кун хыҫҫӑн кун) // Туслӑх. – 2011. – 6 май (№ 43). – С. 4.
Ларионов-Йӗлмел, Н. Кукаҫей : [сӑвӑ] / Николай Ларионов-Йӗлмел // Сувар : Тутарстан Республикинчи чӑвашсен обществӑпа политика хаҫачӗ. – 2020. – 8 май/ҫу (№ 18). – С. 8.
Моисеева, Д. Кукамай ; Анне : [сӑвӑсем] / Д. Моисеева. – (Сӑвӑ сӗвемӗ) // Ҫӗрпӳ хыпарҫи. – 2008. – 11 ака (№ 44-45). –С. 4.
Нестеров, Н. Кукаҫипе куками : [сӑвӑ] / Н. Нестеров // Сувар (Тутарстан Республики). – 2008. – 11 кӑрлач (№ 1-2). – С. 4.
Петрова, Л. Кукамай : [сӑвӑ] / Лариса Петрова // Саламлӑр аннӗре : калавсем, юмахсем, сӑвӑсем : [кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли]. – Шупашкар, 2019. – С. 74.
Пугачева, В. Вӑрманти уҫланкӑра: [сӑвӑ] / В. Пугачева ; Р. Сарпи [куҫарнӑ] // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 3 (пуш). – С. 121–123.
Пугачева, В. Юрӑсем эпир юрлатпӑр: [сӑвӑ] / В. Пугачева ; Р. Сарпи [куҫарнӑ] // Тӑван Атӑл. – 2008. – № 3 (пуш). – С. 121.
Ҫӑлкуҫ, П. Кукамайӑм, кукамай : [сӑвӑ] / Петӗр Ҫӑлкуҫ // Ялав. – 2004. – № 5. – С. 124-126.
Ҫӑлкуҫ, П. Кукамайӑм, кукамай : сӑвӑ / Петӗр Ҫӑлкуҫ ; худож. Н. А. Васильева. – Шупашкар, 2009. – С. 14.
Шӗнерпи, О. Мӑнукӗпе кукамӑшӗ : [сӑвӑсем] / О. Шӗнерпи // Наше слово=Пирӗн сӑмах (Мариинско-Посадский район). – 2007. – 14 ака.
Ыръят, А. Ах, анне, асанне, кукамай… : [сӑвӑ] / А. Ыръят // Канаш. – 1998. – 26 авӑн (№ 39). – С. 1.
Кукамипе кукаҫи : [юрӑ] / сӑвви халӑхӑн, кӗвви А. Бурундуковӑн // Юратнӑ юрӑсем. – Шупашкар, 1991. – С. 38.
На чтение 37 мин. Просмотров 8
Рассказ про бабушку на чувашском языке с переводом
Театр – это особый вид искусства. И хотя он пользуется сейчас очень большой популярностью, он заслуживает на внимание и любовь зрителей.
Мне кажется, что театр – одно из самых трудных искусств. Ведь он сочетает в себе и литературу, и актерскую игру, и музыку. Чтобы сделать качественный спектакль надо много усилий большого количества людей и от каждого из них зависит успех спектакля. Прежде всего, берется какой-то образец литературы за основу, но текст – это одно, а игра на сцене – это другое. Дальше вступает в игру воображение продюсера – он видит все действо под неким определенным углом и свое видение он должен донести до актеров.
Актеры в свою очередь должны не просто прочитать и понять текст, а прожить жизнь своего героя, почувствовать его, побывать в чужой жизни. Играть на сцене, я думаю, гораздо труднее, чем в кино. А в кино снимают много дублей, а когда актер выходит на сцену в театре, он имеет только один шанс, чтобы убедить зрителей в правдивости действа. У него должно быть идеально все: речь, жесты, мимика, тембр голоса, интонация. Он должен сказать зрителям свои слова так, чтобы они видели не актера, а персонажа, чтобы они поверили. Это очень сложно!
Для того, чтобы поставить спектакль, надо также иметь надлежащие костюмы. Сюда привлекаются дизайнеры и костюмеры, которые в одежде для актеров должны отразить описываемую эпоху, передать положение персонажей – бедные они или богатые? В какое время они жили? Аккуратные они или не очень? Когда зритель видит нового персонажа на сцене – он должен понять, кто это и хотя бы с первого взгляда попытаться предвидеть его назначение. Декорации, музыка, свет – все это тоже имеет большое значение. Время, удачное звуковое сопровождение усиливает общее впечатление от спектакля.
Итак, театр – очень сложный вид искусства, но почему-то сегодня не является очень популярным. Сегодня театр вытесняется фильмами, люди массово посещают кинотеатры, а не театры, кроме того, любимые фильмы можно смотреть и дома, в Интернете. А поход в театр для большинства кажется чем-то скучным и неинтересным.
Можно предположить, что это из-за того, что никто не заинтересован в том, чтобы рекламировать театр, делать его более популярным. Кого приучают любить это искусство с детства, то есть частично это зависит от того, какие вкусы привили в семье.
Таким образом, театр – это прекрасно, интересно и полезно! Каждый человек должен хотя бы раз в жизни побывать в театре, увидеть настоящий спектакль. Лично для меня театр – это интересно. Я посещаю занятия в театральном кружке при школе, и мы время от времени устраиваем спектакли и принимаем участие в районных конкурсах, но своего театра в городе не имеем. Нам иногда устраивают экскурсии в столичных театрах. Это бывает очень редко, но оставляет невероятное впечатление. Моя театральная группа очень любит смотреть спектакли на большой сцене и представлять себя там! Наш кружковый руководитель пытается нас приобщить к этому искусству, всячески заинтересовывает нас в этом, она организует с нами спектакли, своими руками делает костюмы и декорации и мы ей очень благодарны за то, что она делает нас ближе к театру. Переведите текст
Источник
И.Я.Яковлев Ача-пăча калавĕсем. Рассказы для детей (на чувашском языке).
материал на тему
Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
kalavsem.docx | 42.85 КБ |
Предварительный просмотр:
Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» — тесе авăтать. Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.
Сирĕн автан çапла-и?(1;77)
Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:
— Лаша курмарăр-и? – тесе.
— Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ тет.
Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:
-Лаша курмарăр-и? — тесе.
— Çук, курмарăмăр, — тесе калаççĕ тет.
Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:
— Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.
— Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.
— Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, — тесе каларĕ тет.
— Лашу мĕн тĕслĕччĕ? — тесе каларĕ тет леш çынĕ.
— Шура улаччĕ, — тесе каларĕ тет.
— Çак ху айăнтиех мар-и? — тесе каларĕ тет лешĕ.
Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:
— Çакă, çакă, çакă! — тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.(2)
Эпĕ пĕчĕкçĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çых ма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхантарса пĕтертĕм.
Анне çакна курчĕ те:
-Ачам, малтан çыхма вĕрен-халĕ, унтан тин çыхтарăп, -терĕ. (1;78)
Чакак çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать. Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», — тесе чакаклатать.(1;78)
Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:
— Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? — тесе калать тет.
Каринкки калать тет:
— Çапла тăвас, Çаманкка! — тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.(2)
Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕртке-лесе çÿрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать.
Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланн, пирĕн тавра кустарса çурет.
— Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.(3)
Арман туни
Кăçал кĕркунне пăр яп-яка шăнчĕ. Пĕр эрне кун эпир ачасемпе пухăнтăмăр та та пуртăсем илсе пăр çине выляма аптăмăр. Ачасем каларĕç: «Атьăр арман тăвар»,- терĕç. Ну вара пăр касма тытăнтăмăр. Пĕр пысăк пăр касса кăлартăмăр та çап-çаврашка туса хĕррине тикĕслерĕмĕр; варне шăтăк турăмăр. Унтан вара пăр çине пĕр юпа çапрăмăр та çав юпа çине пăра тăхăнтарса хутăмăр.
Ну ачасем çавăрма тытăнчĕç: çавăртăмăр- çавăртăмăр та, пăр ла-а-ап! Çурăлса кайрĕ. Ачасем вара пĕр-пĕрне: «Эсĕ çуртăн та эсĕ çуртăн», — тесе калама пуçларĕç.
Çапла вара шавла-шавла каç туса киле таврăнтăмăр.(1;78)
ВĂРĂМ ТУНАСЕМПЕ СТАРИК
Пĕр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççĕ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-е-ч-ч-ĕ-н», — тесе калаççĕ тет. Пĕри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», — тесе ка-лать тет. Старик выртрĕ-выртрĕ тет те: «Халĕ пĕри ĕçсе кайрĕ; эсир мĕн пĕчченĕ, темиçенĕн!» — тесе калать тет. Старик
сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.(1;78)
Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
— Çук та çук! — тесе калаççĕ тет.
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
— Араç та араç! — тесе калаççĕ тет.
— Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! — тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.
Вырăс, тутар, чăваш — пурте çын.(1;84)
Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкдĕ çунана кÿлтĕм. Хам çуна çине лартам та:
— Ну атя, Хураçка, урамалла! — тесе пушăпа дат! тутартăм. Хураçки çаттар-çаттар! çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хаварчĕ.(3)
Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.
Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:
— Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? — терĕ.
Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:
— Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.
Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ — кулачă çук.
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем.(1;79)
Пĕр ачан кулачă пит çиесси килнĕ тет, ашшĕне пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет. Пĕрре пасар кунĕ ашшĕ çакна хутаççа çăкăр чиктерет тет те кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:
-Акă, ачам, çак кăксене кăкла, çăкăрна пĕртте ан пăх, вăл хăех кулачă пулса выртать, — тесе каларĕ тет, хăй пасара кайрĕ тет. Хай ача кăклать-кăклать тет те çăкăрне пырса пăхать тет – çăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет. Каçалла та вулăнса пырать тет, ĕнтĕ хырăмĕ темĕн пекех выçса кайрĕ тет çакăн – çăкăр çапах кулачă пулман тет. Касать тет те çăкăра тăвар сапса çиет тет: ай-ай тутлăланса кайнă тет çăкăр, кулачăран та тутлă тет.
Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.
-Çăкăр кулачă пулчĕ-и, ывăлăм?- тесе ыйтать тет.
-Тĕсĕ кулачă тĕслĕ пулмарĕ те тути кулачăран та аван, — тесе калать тет лешĕ.
-Çапла çав, ачам: ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ, — терĕ тет ашшĕ.(1;79)
Манăн атте куçĕ курнă чухне тулти ĕçрен пушансассăн ялан савăт-сапа тĕплетчĕ, кăшăл çапатчĕ. Вăл ĕçленĕ чухне пирĕн валли выляма хăма татăкĕсем темĕн чухлĕ пулатчĕç.
Пĕрре эпир кÿршĕ ачи Кĕркурипе хăма татăкĕсемпе урай варринче вылякаласа ларатпăр. Кĕркури тепле ăнсăртран манăн пÿрт пеккине ишрĕ пăрахрĕ. Уншăн манăн Кĕркурие çилĕ килчĕ. Эпĕ ăна хăма татăкĕпе пуçĕнчен пат тутартăм. Кĕркури йĕре пуçларĕ. Анне илтрĕ те:
-Мĕншĕн тиврĕн? Хăна тивсессĕн аван пулĕ-и? Авă ĕнтĕ вăл киле каять; кампа выльăн вăл кайсассăн? –терĕ.
Кĕркури чăнах та çĕлĕкне, алсисене тăхăнчĕ те алăк патнелле утса кайрĕ. Эпĕ нимĕн чĕнместĕп. Тÿсеймесĕр йĕтĕм ятăм. «Мĕншĕн кăна çапрăм-ши?»- тесе ÿкĕнетĕп хам ăшăмра.
Кĕркури эпĕ йĕнине илтрĕ те:
-Ан йĕр, Алюш, ан йĕр; атя татах паçăрхин пек выляр, -терĕ. Мана тата питĕрех намăс пулчĕ. Чарăнаймасăр тата хытăрах йĕре пуçларăм. Кĕркури ачашлакаласассăн, йăпаткаласассăн тин чарăнтăм.
«Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?»-тесе юрлаççĕ ваттисем.
Алăкран тухса кайсассăн аллă тĕслĕ ăс кĕрет.(1;79)
Çуркунне
Çуркунне хĕвел хĕртсе пăхать. Тулта ăшă. Çил вĕрмест.
Çÿлте тăрисем юрлаççĕ. Юр ирĕле-ирĕле кăшт анчах юлчĕ. Урамра шыв чăл- чăл- чăл! Юхса выртать.
Эпир ачасемпе хăма татăкĕсенчен пĕчек кимĕнсем турăмăр. Хытăрах юхакан пĕр шырлана ятăмăр. Хамăр: «Камăн иртет! Камăн иртет!»-тесе кимĕсем хыççăн чупатпăр.
Çапла чупнса пынăçемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине те курман. Шыв лупашкине лап! Кĕтĕм ÿкрĕм. Кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе! Сивĕ, шăнтăм хам.
Кĕпе-йĕм улăштарас тесе эпĕ киле чупса кайрăм.
-Ăçта йĕпетрĕн? Епле йĕпетрĕн? – тĕпчеме пуçларĕ анне.
Эпĕ тÿррипе каласа патăм.
-Çук сана кĕпе! Кай, кăмака çине улăхса лар! Улĕм умна-хыçна чипер пăхса çÿре!- терĕ аннем.
Шывăн турачĕ çук теççĕ.(1;79)
ВИЛНĔ ЧĔПĔ ЧĔРĔЛНИ
Пĕрре мана тырă вырнă вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ, çавăнпа вĕсене пÿртех хупса хăварчĕç.
Аттесем кайсан эпĕ чĕпĕсене çитере пуçларăм. Пирĕн пÿртре таракан пит нумайччĕ. Эпĕ чĕпĕсене таракан çитерес тесе сакка илтĕм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пĕр чĕппе сăмсинчен тиврĕ те чĕпĕ çаврăна пуçларĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрĕ ÿкрĕ те вилчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те чĕрĕлмĕ-и-ха тесе хĕвел ăшшине чÿрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кĕме çук чĕре çунать, нимĕн тăва пĕлмесĕр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çÿpeççĕ. Манан выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мĕн калăп-ши ĕнтĕ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йĕрсе те илетĕп тата хам. Ача ăсĕ çав, темĕн йĕмелли пур çав чĕпĕшен! Унтан пÿрте кĕтĕм те пăхăтап: хайхи чĕпĕ чÿрече çинче лара парать. Чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармăш! Эпĕ ана чÿрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшĕ патне чупса кайрĕ. Вара тин манăн чĕре лăпланчĕ.
Каçхине аттесем вырмаран таврăнчĕç. Эпĕ мĕн пулнине вĕсене вал каçах каласа кăтартаймарăм, пĕр-икĕ эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларĕç:
— Ку айван мĕнпур чĕппе вĕлерсе пĕтерĕ, — терĕç. Çавăнтан кайран эпĕ чĕпĕсене алла тытма та хăраттăм.(3)
Эпĕ сехет çĕмĕрни
Манăн атте сехет тÿрлетме ăста. Сехет Хĕветки тесен ăна таçти çын та пĕлет. Ăна кура пĕчĕк чухне манăн та сехет тÿрлетес килетчĕ. Анчах аттесем эпĕ айваннине кура мана сехетсем тÿрлетме мар, вĕсен çумне сĕртĕнме те хушмастчĕç. Эпĕ çапах вĕсем килте çук чух тыткаласа пăхаттăм.
Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те тÿрлете пуçларĕ. Тÿрлетсен- тÿрлетсен хăй таçта тухса кайрĕ. Анне кÿрше ларма кайнăччĕ. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирĕк пулчĕ: мăлатук илтĕм те сехет ураписене шакка пуçларăм, анчах манăн çапмассерен шăлĕсем хуçăлаççĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен каялла çаврăнса пăхрăм та чÿрече витĕр атте килнине курах кайрăм. Часрах сехет ураписене хуратăп та кăмака çине улăхса выртатăп. Атте килчĕ те сехетне тÿрлетме пуçларĕ. Курать ку: хăш-хăш урапин шăлĕсем хуçăк. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те хайхискер эпĕ кăмака çинче выртнине курах кайрĕ. Ман патăма пычĕ те ыйтать:
-Элекçей, сехет урапи шăлĕсене эсĕ хуçрăн-им?-тет.
-Çу-ук, эпĕ мар, -терĕм эпĕ.
-Епле эсĕ мар, санран пуçне урăх никам та çукчĕ кунта,- терĕ. Унтан мана çÿçрен сĕтĕрсе антарса шăпăр хулли хуçса илчĕ те тытăнчĕ çунтарма: — Ак сана сехет шăлĕ хуçма вĕрентем, ÿлĕмрен пырса ан çыпçăн,- тесе темĕнччен çаптарчĕ. Çавăнтан кайран эпĕ аттерен пит нумайччен хăраса çÿрерĕм.(1;88)
Икĕ йкĕхÿре пĕр çăмарта тупнă тет, ăна уйăрса çиесшĕн тет. Вăл çăмартанах курак та курнă тет, пырать тет кусем патнелле. Мĕн тăвас йĕкехÿресен? Ăçта чикес çăмартана? Часрах йăтса кĕрес — алăсем кĕске, тытма çитеймеççĕ; кустарса кĕрес — çĕмĕрĕлесрен хăрушă. Хайхисем пĕри часрах çăмартана тăватă урипе ыталаса месерле выртрĕ тет, тепри ăна хÿринчен ярса илсе тĕпсакайне сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ тет.(2)
Тилĕ иçĕм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçĕм çырли çупкăмĕсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççĕ тет. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пĕтрĕ тет те хайхи кайрĕ тет вара мăйне-куçне пăркаласа:
— Эй, пăхма анчах илемлĕ-çке! Çи-халĕ ăна, çăварта пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать тет хăй нимĕн тăвайман енне.(3)
Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.
— Епле эсĕ çулла ху валли çиме хатĕрлеймерĕн? — тесе
каларĕç тет кăткăсем кăна.
— Юрăсем юрланипе пушанаймарăм-çке, — тесе каларĕ тет шăрчăкĕ.
Кăткисем ахăлтатса кулса ячĕç тет те:
— Çулла выляса-кулса ирттертĕн пулсан хĕлле ташласа пăхха эппин, — тесе каларĕç тет.(3)
Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:
— Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, — тет. Путекки калать:
— Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратçм? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, — тет.
Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? — тет.
— Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, — тет.
Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:
— Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, — тенĕ.(2)
Уçăлма тухнă шăши çури
Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çÿреме тухнă тет. Çÿресен-çуресен вăл амăшĕ патне таврăнчĕ те çапла каларĕ тет:
-Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ!
-Мĕнле кайăксем вĕсем апла?- тесе ыйтрĕ тет амăшĕ.
-Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке. Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлеклĕ, сăмси кукăр! Эпĕ ун умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çÿлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕçке! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав.
-Ара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ?
-Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хÿрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр ăшшăн пăхать.
-Эй, айван, айван. Ачам, вăл кушак аçи вĕт, -тесе каларĕ тет амăшĕ çурине.
— Вăт унтан хăрамалла, тармалла.
Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне.
— Аккам! Ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса ярччĕ мана, — тесе ыйтать тет.
— А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? тесе каларĕ тет лешĕ.
— Ăна-кăна пĕлмерĕм эппин эпĕ, — тесе каллех тухса кайрĕ тет хай арăм.
Туман тихан пилĕкне ан худ теççĕ çав.(3)
Пер карчăкăн ĕнепе качака гаки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çÿренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:
— Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, — тенĕ.
Тепĕр каçхине качака таки кĕтÿрен ĕнинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать. Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.
Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать. Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тĕрĕсси-мĕнĕ çук иккен. Эпĕ ĕнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчĕ мана», — тет.
Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.
Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе каинă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?
Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.(3)
Икĕ çын урамра пĕр кĕнеке тупнă тет. Иккĕш те илесшĕн тет ку кĕнекене. Пĕри калать тет: Эпĕ илем»; тепĕри калать тет: «Эпĕ илем». Çапла тавлашса тăраççĕ те турам варринче. Кусем патĕнчен тепĕр çын иртсе пырать тет.
-Мĕн çинчен тавлашатăр эсир капла?- тесе ыйтрĕ тет лешĕ.
-Вулама пĕлессе пĕлместпĕр те, -терĕç тет тупакансем.
-Апла пулсассăн кĕнекепеле мĕн тăватăр эсир? Вула пĕлекене парăр пĕрех хут. Эсир капла икĕ кукша çÿçĕсене турасшăн тавлашнă пек тавлашатăр,- тесе хăварчĕ тет вара лешĕ.(1;81)
Иван амăшĕ кăвас хунă та, йÿçтĕр тесе, ăна кăмака çине лартнă, хăй кÿрше ларма кайнă. Тĕттĕм пулсан, Иван урамран килке таврăннă. Чĕнет ку, — пуртре никам та çук. Хайхискер хăйă çутма тытăнать, кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. Ахăр хĕрт-сурт пулĕ ку тесе, Иван шартахсикет те хăййине пăрахсах тара пусать. Васканипе тĕттĕм çĕрте турчка тимри çине пусать. Турчки кăна пит аван — шап! тутарать çамкинчен. Иван: — Ах, атьсем, килсе пулăшăpax! — тесе кăшкăрса ярать те тарма тытăнать. Инкек çине сенкек: çав вăхăтрах ун ури салтăннă кайнă, Çăпати кантри алăк хушшине хĕсĕнет те , Иван пăлтăра тăсăлса та ÿкет.
— Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, куршĕсем килсе çăлăрах! — тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кÿpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет.
Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă:
— Епле эсĕ йÿçекен чустапа кĕтесри турчкаран хăрарăн? Çитменнине тата ху урунти çăпату та хăратнă сана, — тесе кулнă, тет унран.(4).
Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.
Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.
Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:
— Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! — Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çÿлелле пÿрт çÿлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çÿреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет; калăн темĕн пулнă тесе.
Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.
— Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! — теççĕ ют ялсем.
— Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.
Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.(4)
Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе ‘тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:
— Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн?—тет.
— Пысак ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.
Çамрăк тăмани калать:
— Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,—тет.
Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.
Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.(4)
Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:
— Манăн та уçăлса хупăнас, — тет.
Анать вăкăр шыва куллен-кун.
— Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.
— Уçăлса хупăнмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать Вăкар калать:
— Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:
— Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?
— Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.
— Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:
— Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.
— Хумханмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.
Çĕнĕ çын калать:- Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.
— Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.
— Ăсса килмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.
— Манăн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:
— Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:
— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.
— Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.
Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ. «Ан тив çынна, ан тив çынна, ак сана!» — терĕ.
Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.(3)
Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.
Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:
— Çук та çук! — тесе калаççĕ тет.
Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:
— Араç та араç! — тесе калаççĕ тет.
— Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! — тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.
Вырăс, тутар, чăваш — пурте çын.(1;84)
Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле, тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене пурне те кăмăл кур. Чиркÿ çыннисене, аçупа аннÿне, пуçлăхсене, пур ырă çынсене те хисеплесе, вĕсен сăмахĕнчен ан тух.
Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Пурнинпе те тÿрĕ пурăн, пĕринпе те урлă-пирлĕ ан пул. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр. Чиперех пĕлмен япала çинчен пĕлнĕ пек ан калаç, малтан тĕплĕ ыйтса пĕл. Япалана курнине пĕрне ан хапсăн, ку манăн пулинччĕ тесе ан шухăшла. Çыннăнне пĕрне те ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Çынтан кивçен илсессĕн вăхăтенче калле пар. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул. Çук çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Хăвăнтан ыйтакан çынна тÿррипе каласа пар. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.
Çак каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн, сана пĕри те тивмĕç: юлташусем, пĕлĕшÿсем пурте юратĕç, курайман тăшманусем нимĕн те тăваймĕç. Санăн пурăнăçу вара телейлĕ пулĕ.
Микихверĕн икĕ ывăл пулнă: пĕри вун ик çула яхăналла. Тепĕри вун тăватта яхăналла. Пĕрре Микихвере кÿршисем каласа кăтартнă: ун ачисем ват карчăкран кулнă имĕш.Ашшĕ кусене хăтăрарах чĕнсе ватă çынтан кулни аван мар тесе кала-кала ăнлантарнă. Ачисем чарăнма пулчĕç тет.
Пăртак пурăнсан çак ачасем хăйсем сăмах панине маннă. Пĕрре вĕсем ватă, çук çынна тĕл пулнă та унтан татах «ват супнă» тесе кула пуçланă. Ашшĕ çавна пĕлсен: «Епле ăса кĕртес-ши ку айвансене?»- тесе шухăшла пуçланă. Нумай та пурăнман- Микихвере шыва кĕртнĕ кун çитнĕ. Ачисем ашшĕ патне пынă та каланă:
-Атте, телейлĕ пурăнмалла пултăр, ĕмĕрÿ вăрăм килтĕр,- тенĕ. Ашшĕ каланă:
-Ачасем, манăн нумай пурăнассăм килмест, мана эсир часрах вилне сунăр, эпĕ ватăличченех пурăнма хăратăп. Ав, нумай та пулмасть-халĕ, эсир пĕр ватăран «ват супнă» тесе кулĕç, — тенĕ.
Ачисем ашшĕне питĕ юратнă, çавăнпа вĕсем намăсран хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă та ниçта кайса кĕме пĕлмен. Вара çапла хăйсем йĕркесĕр хăтланнине сиснĕ те вĕсем малашне ватăсенчен кулман.(1;90)
Источник
СЕМЬЯ — кил-йыш, çемье
Семья — важнейшая часть жизни каждого человека. Каждый должен уметь рассказать о своих самых близких людях на языке, который он учит. При изучении чувашского языка также возникает эта задача. Но, чтобы составить связную речь, необходимо освоить базовую лексику по этой теме. Так давайте же приступим к ней и познакомимся с богатейшей системой родства в чувашском языке и сопутствующими словами, которые будут нам необходимы.
Термины родства — тăван-пĕтен
-
Амăшĕпе ачи
-
Ашшĕ хĕрне юмах вуласа парать
Мама — анне; твоя мама — аннÿ; его(её) мама — амăшĕ; ваша мама — сирĕн аннĕр.
Мамочка — аннеçĕм. Мою маму зовут Наталия — манăн анне Наталия ятлă. Я люблю свою маму — эпĕ хамăн аннене юрататăп.
Папа — атте; твой отец — аçу; его(её) отец — ашшĕ; ваш отец — аçăр
Папочка — аттеçĕм. Мой отец работает доктором — манăн атте тухтăр пулса ĕçлет.
Фразы: юмах вуласа пар — прочитать сказку; … пулса ĕçле — работать… (кем-то).
Ача — ребёнок; твой ребёнок — ачу; его ребёнок — ачи; ваш ребёнок — ачăр[1][2].
Родители — атте-анне. Нет никого дороже родителей — атте-аннерен хакли çук.
Сын — ывăл. Дочь — хĕр. Моему сыну семь лет — манăн ывăл çичĕ çулта.
Мальчик — арçын ача. Девочка — хĕр ача.
-
Асламăшĕпе мăнукĕ
-
Аcлашшĕ мăнукне гитара калама вĕрентет
Бабушка (со стороны матери) — кукамай (твоя бабушка — кукаму; его бабушка — кукамăшĕ). Бабушка (со стороны отца) — асанне ( твоя бабушка — асаннÿ; его бабушка — кукамăшĕ).
Дедушка (со стороны матери) — кукаçи (твой дедушка — кукаçу; его дедушка — кукашшĕ). Дедушка (со стороны отца) — асатте (твой дедушка — аслаçу; его дедушка — аслашшĕ).
Внук, внучка — мăнук. Мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшĕ патне хăнана килнĕ.
Фразы: …çичĕ/cакăр çулта — (кому-то) семь/восемь лет; хăнана кил — приходить в гости; гитара кала —играть на гитаре.
Старший брат — пичче, тете (слова используются и как почтительные обращения к мужчине старше говорящего); пиччу, пиччĕшĕ; тетÿ, тетĕшĕ.
Младший брат — шăллăм; шăллу, шăллĕ. Мой младший брат учится в школе — манăн шăллăм шкулта вĕренет.
Старшая сестра — аппа (используется и как почтительное обращение к женщине старше говорящего); аппу, аппашĕ. Моя сестра — предприниматель — манăн аппа — усламçă. Тётя Марина приехала — Марина аппа килчĕ.
-
Пиччĕшĕпе шăллĕ
-
Йĕкĕреш хĕрсем
Младшая сестра — йăмăк; йăмăку, йăмăкĕ. Моя сестрёнка устала и легла отдохнуть — манăн йăмăк ывăнчĕ те канма выртрĕ.
Близнецы — йĕкĕрешсем.
Жена — арăм. Муж — упăшка.
Родной, родственник — тăван.
Cсылки[править]
- ↑ https://docviewer.yandex.ru/view/0/?page=82&*=OjsoS8%2BXecMpYjfWWUhjTPmdQ0V7InVybCI6Imh0dHA6Ly9lbGJpYi5uYmNoci5ydS9saWJfZmlsZXMvMC9rY2h5XzBfMDAwMDA2OC5wZGYiLCJ0aXRsZSI6ImtjaHlfMF8wMDAwMDY4LnBkZiIsIm5vaWZyYW1lIjp0cnVlLCJ1aWQiOiIwIiwidHMiOjE2MTMyMTk5Mzc4NTksInl1IjoiMjAxMzQ0NzE1MTYxMzE2NDg1OSIsInNlcnBQYXJhbXMiOiJsYW5nPXJ1JnRtPTE2MTMyMTk5MzQmdGxkPXJ1Jm5hbWU9a2NoeV8wXzAwMDAwNjgucGRmJnRleHQ9JUQwJUI0JUQwJUI1JUQwJUIzJUQxJTgyJUQxJThGJUQxJTgwJUQwJUI1JUQwJUIyKyVEMCVCOCVEMCVCNyVEMSU4MyVEMSU4NyVEMCVCMCVEMCVCNSVEMCVCQyslRDElODclRDElODMlRDAlQjIlRDAlQjAlRDElODglRDElODElRDAlQkElRDAlQjglRDAlQjkrJUQxJThGJUQwJUI3JUQxJThCJUQwJUJBJnVybD1odHRwJTNBLy9lbGJpYi5uYmNoci5ydS9saWJfZmlsZXMvMC9rY2h5XzBfMDAwMDA2OC5wZGYmbHI9NDUmbWltZT1wZGYmbDEwbj1ydSZzaWduPTIxODI1YzM0NmNiNWRlYTYyYmZiMTg2ZjQ4YzM3YjRjJmtleW5vPTAifQ%3D%3D&lang=ru
- ↑ http://samahsar.chuvash.org/