Хура хыççăн шурă килет, шурă
хыççăн каллех хура таврăнать…
Çак çаврăнура çынсен шăпи хуллен шăвать,
Хурипе шуррине тутантарать.
Виталий Родионов
«Шăпаран иртме çук»,- теççĕ ваттисем. «Çуралсан ачан çамки çине унăн пулас шăпине çырса хунă»,-тенине те илтме пулать. Анчах кама еплерех шăпа пÿрнине никам та калама пултараймасть. Шăпа кĕнекин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур иккен.
Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен хаваслансах каласа параççĕ. Эпĕ пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнă çынсен аса илĕвĕсене итлеме юрататăп. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăç çинчен хаçат-журнал тăрăх мар, хăйсен чун-чĕри витĕр иртнĕ хĕн-хурсене, асапсене, савăнăçсене чăн-чăн туйнă, курнă, пĕлнĕ.
Акă ман кукамайпа кукаçи те хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Эпĕ вара питĕ тимлĕн итлесе ларатăп та, вĕсемпе пĕрле пулнă пекех туйăнать. Таса чуна вараламасăр, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каламасăр, юратса, хисеплесе пурăннă вĕсем. Ватăсен хурипе шурри чылай пулнă ĕнтĕ, вĕсен мĕн каламалли пурах.
Манăн ват кукаçи, Семёнов Аким, колхоз йĕркелесе яриччен пилĕк çул лавккара ĕçленĕ. Питĕ ырă кăмăллă, хисеплĕ çын пулнă вăл. Çĕнĕ саманасем пуçлансан ăна колхозра завхоз ĕçне шанса панă. Пин те тăхăр çĕр вăтăр иккĕмĕш çулта, сехер вăхăтсем пуçлансан, ăна ĕçленĕ çĕртенех ним каламасăрах таçталла ăсатнă. Ун чухне ăçта ăсатнине, мĕншĕнне никам та пĕлмен. . Ват кукаçине, Çемене, ним айăпсăр тĕрмене ăсатнă. Сталин саккунĕсем улшăнсан айăпсăр ăсатнă çынсене реабилитаци тăва пуçланă. Анчах ват кукаçи унччен пурăнайман. Халĕ ăна мĕншĕн айăпланине, ăçта вилнине никам та пĕлмест. Пин те тăхăр çĕр вăтăр çиччĕмĕш çулта вăл киле таврăнать. Вара каллех ман ват кукаçи пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулччен колхозра тăрашса, вăй хурса ĕçлет. Акимов Алексей платник та пулать, комбайнпа та ĕçлет. Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрмĕш çулта вăл хăй ирĕкĕпе хăрушă вăрçа тухса каять. Аслă Çĕнтерÿ çулĕччен хаяр çапăçусене хутшăнать. Киле йывăр аманса таврăнать. Ват кукаçи пĕр вăхăт колхоз председателĕ пулса вăй хурать. Мĕн чире кайичченех вăл ялта тăрăшать: бригадир та пулать, ферма заведующийĕ те. Ытти ĕçсенчен те пĕрре те пăрăнмасть. Чире те парăнмасть, çÿренĕ çĕртех вилсе каять.
Манăн кукамай, Акимова Аксинья, çав тери ĕçчен çын пулса ÿснĕ. Ăçта кăна ĕçлемен ĕнтĕ вăл ĕлĕкхи йывăр вăхăтсенче! Вăрçă пуçлансан, кукамай вун пиллĕкре чухне, Нижнетроицк енне вăрман касма кайнă. Ун хыççăн колхозра тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă: çулла утă çулнă, кĕр кунĕсенче лашапа тырă турттарнă. Бригадир мĕн хушнă, çавна тунă. Кукамайăн пĕрремĕш упăшкине халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Çавăнпа кукамая халăх тăшманĕн арăмĕ тесе ултă çул ферма кĕтĕвне кĕттернĕ. Вăл кунĕпе фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, пăру пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Питĕ нумай вăй хунă вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, ÿркенмен. Пурне те юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те кукамай, ватăлнă пулин те, ĕçсĕр лараймасть. «Виличчен те алăран ĕç ан кайтăрччĕ»,- тесе яланах сăмахлать.
Манăн кукаçи те, Алексей Семёнович, йывăр вăхăтра пурăннă. Ват кукаçине тĕрмене ăсатнă чух, вăл ача пулнă, шкула çÿренĕ. Анчах репрессине пула вăл малалла вĕренеймен. Çавăнпа ултă класс кăна пĕтерейнĕ. Кукаçи питĕ ăслă, шеп çын пулнă. Хăрушă вăрçа вăл çамрăклах тухса кайнă. Çапăçу хирĕнче пулемётчик пулнă. Кукаçи вăрçăра чылай çапăçăва хутшăннă. Смоленск хулине хăтарнă чух ăна уринчен амантнă. Ури сусăрланнă пулсан та вăл киле сывă таврăннă. Ун чухне Алексей Семёнович çирĕм çиччĕре пулнă. Кукаçие вăрçă ветеранĕ тесе хисеплесе медаль тата Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ панă. Вăл питĕ хăюллă, çирĕп сывлăхлă, чăтăмлă çын пулнă. Кукаçи нимĕнле хăрушлăхран та хăраса тăман. Шкулта вĕренме май килмен пулсан та вăл çав тери хитре ÿкеретчĕ. Эпĕ ăна ас тăватăп-ха: ман валли кукаçи тĕрлĕ чĕр чунсен сăнарĕсене ÿкерсе паратчĕ, вĕсем çинчен ăнлантаратчĕ. Манпа калаçма юрататчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене эпĕ тирпейлĕ усратăп. Кăмăл хуçăлнă вăхăтра вĕсене пăхса ларсан чунăм уçăлса каять. Кукаçипе ăшшăн пуплешнĕ пекех туйăнать.
Тата манăн хамăн асанне çинчен каласа парас килет. Унăн ячĕ Елена Степановна. Эпĕ асаннене лайăхах ас тумастăп: ун чухне пĕчĕкрехчĕ-ха. Ун çинчен мана атте каласа пачĕ. Елена Степановна та çав тери ĕçчен çын пулнă иккен. Вăрçă
вăхăтĕнче вăл вун виççĕре кăна пулнă пулин те ытти ачасемпе фермăра пăру пăхнă, хирте çум çумланă, утă пуçтарнă. Ахальтен мар ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă. Асатте вилнĕ хыççăн асанне тăватă ачине пĕччен ура çине тăратать. Вĕсем пурте хисеплĕ çынсем. Асанне мĕн виличчен тăрмăшса ĕçленĕ.
Асаттене те, Ильин Михаила, эпĕ курман. Вăл, атте каланă тăрăх, паттăр çын пулнă. Вăрçăра танкист пулса Кенигсберг хулине çитнĕ. Унта ăна йывăр амантнă хыççăн киле ăсатнă. Вăрçă пĕтсен, суранĕсем тÿрленмен пирки, вăрахах та пурăнайман.
Çапла манăн çемье историйĕ пуян та калăплă. Эпĕ хамăн çавăн пек хăюллă та ăслă, хастарлă та пултаруллă несĕлпе: ват кукаçипе, Акимов Семёнпа, кукаçипе, Алексей Семёновичпа, кукамайпа, Аксинья Романовнăпа, асаннепе, Елена Степановнăпа, асаттепе, Ильин Михаилпа, мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вĕсем, чăнах та, Пушкăртстан историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем çав тери лайăх, тĕрĕс пурнăç пурăнса ирттернĕ тесе шутлатăп эпĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнасчĕ, вĕсем пекех хисеплĕ çын пуласчĕ, ĕмĕре чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа, пуян ăс-хакăлпа, çĕр çинчи тивĕçе туйса пурăнса ирттересчĕ, ырă ят хăварасчĕ .
Районный конкурс сочинений, посвящённый дню Республики и Году литературы «Пою мою республику»
Моя семья – моя крепость
Тинякова Александра Анатольевна
11 класс
муниципальное общеобразовательное
казённое учреждение
средней общеобразовательная
школа с. Нижнеулу-Елга
муниципального района Ермекеевский
район Республики Башкортостан
Ильина Любовь Геннадиевна
Слайд 1
Урок чувашского языка 2 кл. Тема: « Ç емье» Туктарова Татьяна Ивановна Учитель начальных классов МБОУ «Староскркинская СОШ»
Слайд 2
— Сывлăх сунатăп сире ,ачасем! — Сывлăх сунатпăр, вĕрентекен!
Слайд 3
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр. Урок пырать ку класра. Эп вулатăп, эп çыратăп, Калаçатăп чăвашла. Наш девиз на уроках чувашского языка:
Слайд 4
Семья Çемье
Слайд 5
Семья Çемье Какая тема сегодняшнего урока? Какая цель урока?
Слайд 6
Будем говорить о семье. Будем читать и переводить текст о семье. Будем рассказывать о своей семье.
Слайд 7
Ç емье Составьте звуко -буквенную модель этого слова
Слайд 8
Ç Е МЬ Е
Слайд 9
Запомни: После разделительного мягкого знака буква е обозначает два звука. Послушай и повтори: [ й э ] – ç емье.
Слайд 10
Проговори вопрос и ответ. Сир ĕ н ç емьере ми ç е ç ын? Пир ĕ н ç емьере ви çĕ ç ын. Скажи, каким словом было заменено слово сир ĕ н при ответе? Расскажите, а у вас сколько человек в семье?
Слайд 11
Упр. 2 стр. 62 Послушайте и назовите номера картинок, про которую можно сказать: Ми ç ем ĕ ш ӳкерч ĕ к çинчен каласа пулать: «Ку ç емьере ви çĕ ç ын». «Ку ç емьере ç ич ĕ ç ын». «Ку ç емьере улт ă ç ын».
Слайд 12
Словарь ĕçĕ: Анне — мама Атте — папа Кук а мăй — бабушка Кук а çи – дедушка Асанне – бабушка Асатте — дедушка Аппа- старшая сестра Й ă м ă к- младшая сестра Пичче — старший брат Ш ă лл ă м — младший брат Упр. 3 стр. 62 Найдите в «волшебном» прямоугольнике восемь слов по теме « Ç емье»
Слайд 13
Числосем-числа 20 — ç ир ĕ м 30 — в ă т ă р 40 — х ĕ р ĕ х 50 — алл ă 60 — утм ă л 70 — ç итм ĕ л 80 — сак ă р вунн ă 90 — т ă х ă р вунн ă 100 – çĕ р
Слайд 14
Физкультминутка: 1,2,3 , 4 –пирӗн вӑйлӑ пулмалла 5,6,7,8 – физкультура тумалла. Аллӑрсене çӗклӗр, аллӑрсене сарӑр Аллӑрсене ярӑр, шӑппӑн ларӑр! Кай ă к в ĕç ет. Пул ă ишет. Упа утать. Мулкач сикет. Йыт ă чупать.
Слайд 15
Упр.4 стр.63 Прочитайте текст «Пир ĕ н ç емье», заменяя точки словами.
Слайд 16
Ыйтусене хуравлăр: Даша ми ç е ç улта? В ă л ми ç ем ĕ ш классра в ĕ ренет? Ун ă н ам ă ш ĕ мен ятл ă ? Ам ă ш ĕ ми ç е ç улта? Ун ă н ашш ĕ мен ятл ă ? Ашш ĕ ми ç е ç улта? Ун ă н й ă м ă к ĕ мен ятл ă ? В ă л ми ç е ç улта? Маша ăç та ç ӳрет? Маша м ĕ нле х ĕ р ача? Даш ă н семьи м ĕ нле пур ă нать?
Слайд 17
Прочитай стихотворение Маши: Тусл ă , пыс ă к ç емьере Эпир пур ă натп ă р. Ырл ă х (добро),сывл ă х П ĕ р- п ĕ рне (друг-другу) Кашни кун сунатп ă р (желаем). Какая главная мысль стихотворения Маши? Домашнее задание: выучить наизусть стихотворение Маши.
Слайд 18
Чем сегодня на уроке занимались? Что нового узнали на уроке?
Слайд 19
Узнали перевод слова семья на чувашский язык. (семье) Узнали, что слове семье орфограмма: разделительный мягкий знак. Составляли звуко-буквенную модель слова семье. Узнали, что при ответе на вопрос слово сир ĕ н заменяется словом пир ĕ н. Вспомнили как называются члены семьи. Вспоминали как называются числа на чувашском языке. Рассказали сколько у нас в семье человек. Читали на чувашском языке и переводили на русский язык Отвечали на вопросы по тексту.
Слайд 20
Нарисуйте на листочках тот смайлик, который отражает ваше состояние.
- Главная
- Разное
- Образование
- Спорт
- Естествознание
- Природоведение
- Религиоведение
- Французский язык
- Черчение
- Английский язык
- Астрономия
- Алгебра
- Биология
- География
- Геометрия
- Детские презентации
- Информатика
- История
- Литература
- Математика
- Музыка
- МХК
- Немецкий язык
- ОБЖ
- Обществознание
- Окружающий мир
- Педагогика
- Русский язык
- Технология
- Физика
- Философия
- Химия
- Шаблоны, фоны, картинки для презентаций
- Экология
- Экономика
Содержание
-
1.
Презентация урока на чувашском языке Моя семья (2 класс) -
2.
−Ман -
3.
Тĕллевĕсем: 1) ачасен пуплев, калаçу хăнăхăвĕсене малалла -
4.
«Моя семья- мое богатство»«Дружная семья гору сдвинет». -
5.
Слайд 5 -
6.
Слайд 6 -
7.
Стр.131,упр 2 -
8.
Физкультура саманчĕ:Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ,Пирĕн пысӑк пулмалла.Физзарядка, -
9.
Работа по карточкам -
10.
Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.Атте-аннерен хакли çук -
11.
ТЕЛЕЙ сунмаллаЮРАТУ сунмаллаСЫВЛĂХ сунмаллаĂНĂÇУ сунмаллаЫРЛĂХ сунмаллаТĂНĂÇЛĂХ сунмалламир, удача, здоровье, счастье, любовь, добро -
12.
Слайд 12 -
13.
Спасибо за внимание
−Ман хыççӑн калӑр: Мĕн тумалла?Пĕр-пĕрне юратмалла,Мĕн тумалла?Ырлăх-сывлăх сунмалла! Мĕн тумалла?Шкулта лайăх вĕренмелле,Мĕн тумалла?Ялан «пиллĕк» илмелле!
Слайд 2 −Ман хыççӑн калӑр:
Мĕн тумалла?
Пĕр-пĕрне
юратмалла,
Мĕн тумалла?
Ырлăх-сывлăх сунмалла!
Мĕн тумалла?
Шкулта лайăх вĕренмелле,
Мĕн тумалла?
Ялан «пиллĕк» илмелле!
Слайд 3Тĕллевĕсем: 1) ачасен пуплев, калаçу хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси;
2) чăваш чĕлхине хисеплеме,
юратма вĕрентесси;
3) çывăх тăвансене хисеплеме, ăнланма, юратма хăнăхтарасси.
Слайд 4″Моя семья- мое богатство»
«Дружная семья гору сдвинет».
Слайд 8Физкультура саманчĕ:
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ,
Пирĕн пысӑк пулмалла.
Физзарядка, физзарядка,
Физзарядка тумалла.
Пиллĕк, улттӑ, çиччĕ,
саккӑр,
Пирĕн ӑслӑ пулмалла,
Алӑсене сармалла,
Пилĕксене авмалла.
Слайд 10Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Атте-аннерен хакли çук никам та тĕнчере.
Атте-анне ятне
ярас мар.
Амăшне вĕрекен анчăк кашкăр кулли пулнă тет.
Слайд 11
ТЕЛЕЙ сунмалла
ЮРАТУ сунмалла
СЫВЛĂХ сунмалла
ĂНĂÇУ сунмалла
ЫРЛĂХ сунмалла
ТĂНĂÇЛĂХ сунмалла
мир, удача, здоровье, счастье, любовь,
добро