Рассказы г н волкова на чувашском

  Версия для слабовидящих  Версия для слабовидящих

Личный кабинет

Введите первые 3 буквы фамилии

Фамилия

Пароль / номер чит. билета

Запомнить меня

Дежурный библиограф

telephone iconMail-iconicone qwesvibertelegram

т. +7(8352) 23-02-17 доп. 126

Viber-чат +7 952 312 0779
 spravki@nbchr.ru
 Онлайн-консультант
 Задать вопрос библиографу
 Продление книг on-line

Библиотека в социальных сетях

vk iconYouTube rutubeyandex musictelegram

Книги Г.Н. Волкова

  • | Печать |

на чувашском языке

  Асанне калавĕсем. – Шупашкар : Чăваш АССР Гос-во изд-ви, 1957. – 33, [2] с. : ил.
  Асанне калавĕсем. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005. – 40 с. : ил. – (Шкул библиотеки).
  И. Я. Яковлев — чăваш халăх педагогĕ. – Шупашкар : Чăваш АССР гос-во изд-ви, 1959. – 68, [2] с. : портр.
  Кил илемĕ : [калавсем, юмахсем, очерксем: кĕçĕн тата вăтам çулхи шкул ачисем валли] / [И. А. Алексеев, З. И. Чернова ÿнерçисем]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2007. –127 с. : ил.
  Тăван сăмах : 3-мĕш класс валли / Л. И. Михайлова. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1995. – 271 с.
  Тăван сăмах : 3-мĕш класс валли / Л. И. Михайлова ; худож. Н. Н. Тихонова. – Хушса ҫӗнетнӗ 3-мӗш кӑларӑм. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2002. – 239 с.
  Шкул, чăваш халăхĕн чан чĕрĕлĕвĕ тата этем пархатарĕ : Чăвашла – нимĕçле гимнази шкул концепцийĕн проекчĕ / Е. Васильев пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1993. – 5 с. – («Хыпар» кĕнеки).

на русском языке

 Духовное просвещение : [сб. ст.] : в помощь студ. для изучения и написания рефератов по теме духовного просвещения / [предисл. Н. Т. Саврукова], С.-Петерб. гос. политехн. ун-т, Чебокс. ин-т экономики и менеджмента (фил.), Каф. гуманит. наук. – Чебоксары : [ЧИЭМ], 2006. – 205 с. : портр. – На рус., чуваш. яз. – Часть текста чуваш.
  Жизнь, смерть и бессмертие патриарха : роман-эссе [об И. Я. Яковлеве] / [предисл. Т. Н. Петровой]. – Чебоксары : ЧИЭиМ, 2004. – 351 с. : портр.
  О традициях чувашского народа в эстетическом воспитании. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1965. – 59 с. – Библиогр.: с. 56-59.
  Обыкновенное дело педагога : Воспоминания. Размышления. Уроки пережитого. – Чебоксары, 1993. – 336 с.
  Пансофия К. Д. Ушинского и национальное образование. – Чебоксары : [б. и.], 1994. – 44 с.
  Педагогика жизни. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1989. – 334 с.
  Педагогика любви : избр. этнопед. соч. : [в 2 т.] / М-во образования Респ. Саха (Якутия), [отв. за вып. Е. И. Михайлова, сост. М. Н. Егоров]. – Москва : Магистр-Пресс, 2002.
Т. 1. – 2002. – 455 с. : портр. + [4] л. цв. фот. – Содерж.: Ч. 1 : Миром правит любовь. Педагогика жизни ; Ч. 2 : «Ураанхай саха с немеркнущей судьбой…» ; Ч. 3 : «С любовью к вам, настоящий человек».
Т. 2. – 2002. – 459 с. : портр. + [2] л. фот.
  Педагогика национального спасения : избр. этнопед. соч. / сост. А. А. Сокальский. – Элиста : [АПП «Джангар»], 2003. – 437 с. : вкл. л + [8] л. фот.
  Современное функционирование народной педагогики как феномена демократии и гуманизма в сфере воспитания : лекции, прочитанные в Чувашском РИПКРНО весной 1993 года. – Чебоксары : [б. и.], 1993. – 86 с.
  Созвездие земли : [ст., очерки, эссе]. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1979. – 444, [2] с. : портр. – Содерж.: Циклы: Хотел бы обнять страну ; Поэзия — царство особое… ; Созвездия земли.
  Судьба патриарха : роман-эссе : к 150-летию со дня рождения И. Я. Яковлева. –  Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1998. – 350 с., портр. – Прил.: Вечная мудрость воспитания (Признания патриарха) : Фрагменты избранных сочинений И. Я. Яковлева. – Примеч.: с. 344-348.
  Чувашская этнопедагогика / С.-Петерб. гос. политехн. ун-т, Чебокс. ин-т экономики и менеджмента. – Изд. 3-е, доп. – Чебоксары : ЧИЭМ, 2004. – 487 с. : портр. + [8] л. цв. ил. – Библиогр. в примеч. в конце глав.
  Этнопедагогика : учеб. для сред. и высш. пед. учеб. заведений. – 2-е изд., испр. и доп. – Москва : Academia, 2000. – 175 с. – (Высшее образование).
  Этнопедагогика чувашей / предисл. Л. П. Куракова. – 2-е изд., доп. – Москва ; Чебоксары : Пресс-сервис, 1997. – 442 с. – В надзаг.: Чуваш. гос. ун-т ; Ин-т чуваш. филологии и культуры ; Обществ. центр поддержки и развития науки, образования и культуры. – Библиогр. в примеч. – Примеч. в конце гл.
  Яков Гогебашвили и просвещение чуваш : [по сообщ. на конф. в 1960 г.] / Чуваш. отд-ние пед. о-ва РСФСР. – Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1965. – 24 с. : портр. — Библиогр.: с. 24.

 

Юманпа хевел

Волков Геннадий Никандрович

ТУПМАЛЛИ

1.Ылттăн çĕр. Юмахсем

Ылттăн çĕр

Илемлĕ тĕрĕ – тăван çĕр йĕрĕ

Хурама хули

Пахчаçăпа ывăлĕсем

Сулхăнпа мĕлке

Ултаккапа Суякка

Ашшĕ килĕн вучахĕ

Алăри ĕç

Улпутпа кĕтӳç

Тĕревпе тĕрек

Кӳсек, кĕсмен тата кисĕп

Пилпе арăслан

Иăваш чăвашпа усламçă

Юпах тиха

Тĕлĕнтермĕш курăк

Арманта

Вăрманта

Юлхав сăлтавĕ

Хыткукар

Карчăк ĕмĕчĕсем

Хăралкка

2. Юманпа хĕвел. Калавсем

Шутлав

Тĕлпулу

Чи хакли

Суранланнă улмуççи

Тăван чĕлхемĕрçĕм

Хăна чечекĕ

Юмахах–ши?

Тилĕпе кашкăр

Юманкка

Тăван Атăл

Юманпа хĕвел

3. Шанчăк чечекĕсем.  Пулни-иртни

Акам

Виçĕ юрă

Шăрттан

Пуртвиш пахчи

Патшинсем

Вăрттăн сăмах

4. Çеçпĕлпе пĕрле. Курни–илтни

Çеçпĕл чунĕ

Çăлтăрлă ял

Калевала çĕршывĕ тăрăх çаруран

Иккĕмĕш тĕлпулу

Эстонсен килкартийĕ

Космонавт алтăрĕ

Алан ачисен эрешĕсем

Пĕр килти икĕ Нарспи

Кăркăстанри салма яшки

Тĕнче хĕрри

Павлыш

Çулпуç килĕнчи чăваш кĕнекисем

ЮМАНПА ХĔВЕЛ

Хĕвеллĕ çĕршывăн пали – юманлăх, кăмăллă халăхăн юрри – юман. Пĕр пичĕ – хĕвел, тепĕр пичĕ – уйах чăваш паттăрĕн, Юманăн. Вăл хăй те, эппин, Хĕвелпе Уйах ывăлĕ. Юман çулçи хушшинчи сап–сарă икелсем – пĕлĕтри çутă çăлтăрсем. Кусем – Хĕвелпе Уйăх ачин ачисем–шим?

Хĕвел, хĕвел, хĕвел… Пĕтĕм тĕнчене çутатса тăракан çуттăн амăшĕ. Пĕтĕм чĕрчунпа ӳсентĕрана чĕрĕлĕх: паракан ăшшăн ашшĕ.Хĕвел çинчен çĕр юмах чăвашăн, хĕвел çинчен пин юрă чăвашăн, хĕвел çинчен пин–пин сăмах.

Хĕвел питĕнче çырла пиçет, сулхăнра çулçи те çук Çумăр – аван, хĕвел – лайăх; шыв – çырмара хĕвел пĕлĕтре. Хĕвелсĕр вăрман та салху, пахча та пушă, шăпчăк та шăпăртах, куккук та авăтмасть, саркайăк та, хĕвел кайăкĕ, пĕр сас кăлармасть.

Эрнелĕхе хĕвел питне пĕлĕт хуплать те, пĕтĕм тĕнче тĕксĕм. Ӳсмелли–ӳсмест, пиçмелли–пиçмест, тулмалли–тулмасть. Сĕлĕ туни–симĕс улăм, сĕлĕ серепи – арпа, сĕлĕ пĕрчи – хывăх. Хĕвелсĕр – сурăх çăмĕ кĕске, çăмĕ çук – сурăхĕ те çук. Хĕвелсĕр чĕрне те ӳсмест. Хĕвеллĕ чух – çӳç кăтра, хĕвел çук чух – пуç кукша.

Тăван килте анне хĕвел пулса çӳрет, ачисене хĕвел пулса пăхать. Анне çук–тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур–тăк сан чĕрӳне те хĕвел кĕрĕ.

«Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух», – хушса хăварнă ваттисем. «Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн», – тенĕ вĕсем ӳпкевлисене сивлесе. «Эп сана улталап пулсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр», – тупа тунă авалхи асаттесем.

Хĕвел çинчен юрласа чăваш хăй ачине йăпатнă. Ача кулли уншăн хĕвел çутипе пĕрех. Хĕвел кулли вара – тĕнче илемĕ. «Паçăр çумăр çурĕ, халь хĕвел пăхать ĕнтĕ епле!» – тенĕ чăваш лăпланнă ачишĕн савăнса. Ача тĕнчи уншăн – ырă тĕнче. Хĕвеллĕ тĕнче. «Хĕвел – ĕмĕт. Хĕвел – тĕллев. Хĕвел – ĕлке», – тет çăлтăр тупнă Андриян тăванăмăр.

Чăваш ачисем хăйсене хĕвел ачисем тесе шутланă Çимĕкчен çичĕ хут шыва кĕме тăрăшнă вĕсем. Хĕвел пĕлĕт айне пытансан, шăнса кӳтнине пăхмасăр, ăна мухтаса юрă юрланă, йăлăнса сăвă каланă, тăрăшсах такмак кĕвĕленĕ, йыхăрнă, чĕннĕ, кĕлтунă. Хĕвеле вĕсем шаннă та ĕненнĕ. Пĕлĕтелле пуçĕсене каçăртса хĕвел ташши ташланă. Кĕвĕ сассине илтсенех хĕвелĕн пĕлĕтсене хăйĕн патĕнчен хăваласа ярса чăваш ачисен ташшине курма васкамалла пулнă – хĕвеле те савăнтарнă чăваш ачисем: Вăл йăл кулса ярсанах, ачасен пичĕ–куçĕ те савăнăçпа çиçсе çуталнă.

Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх,

Ачу шыва кайнă вĕт,

Турчăкапа туртса ил,

Хăмаç кĕпе тăхăнтар,

Пылпа кулач çитер!

«Хĕвел ташши» — юрăллă ташă. Хĕвел тухса ăшăтсанах ачасем шывалла чăмнă. Шывран тухсан юманлăхалла чупнă, çимĕкчен çичĕ тĕслĕ курăк çиме васканă.

«Юман ташши» – хăйне кура тĕлĕнтермĕш. Ку ташша ташлама юманлăха шала кĕмен, уçланкăри е вăрман хĕрринчи чи ватă юман тавра ташласа çаврăннă ачасем.

Ватă юман тавра васкамасăр ташласа çаврăнсан, юнашарти мăшăр юман патне куçнă вĕсем. Ташшăн малтанхи сыпăкĕ «Уй варринче лаштра юман» юрă кĕввипе ерипен пулса пынă та лăпкă утта куçнă. Мăшăр юман тĕлĕнче ташă хăвăртланнă. Пĕчĕк ачасем лашалла вылянă евĕр умлă–хыçлă сиккелесе çаврăннă икĕ юман хушшипе те, икĕ юман тавра та. Ватă юман – асатте, пысăк юман – атте. Кăна ача–пăча калаçма вĕренсенех илтнĕ. Хăй те ачаллах çак сăмаха чĕрене тарăн илсе каланă.

«Юман ташши» вăрман ăшне кăшт шаларах та кĕнĕ. Туйрасем хушшинче аллисене сарса сиккеленĕ ачасем. Çамрăк юмансене тыткаласа хăйсем еннелле туртам пекки те тунă. Туйрана каччă юман тенине пур ача та тахçанах пĕлнĕ.

Хунав юман – ача юман. Чăваш ачисем хунав юман урлă сике–сике каçнă. Ку та «юман ташшиех» пулнă–ха. Анчах ăна «упа ташши» те тенĕ. Упа хăрах чĕрнипе хунав юмана тăпăлтарса кăларать, тет те: «Эрĕм–ши ку, мăян–ши?» – тесе ыйтать, тет. Ачасем ташлана май хунав юмансем хушшинче сике–сике чупаççĕ, тăррисене аллисемпе çапаççĕ, пĕшкĕне–пĕшкĕне пӳрнисемпе хунав тĕпĕсене тивертеççĕ. Унтан сиксе тăрса каллех «эрĕм–ши ку, мăян ши» тесе такмакла–такмакла ташлама асатте юман патне таврăнаççĕ. Хĕвеле хирĕç васкамасăр çичĕ хут ташласа çаврăнаççĕ те пĕр харăс çак юмана чуптуса уйрăлаççĕ. Унтан вара татах шыва кĕме каяççĕ е киле таврăнаççĕ.

Юман ташши, юман юрри, юман кĕлли… Юман чăвашшăн турă, юманлăх – чиркӳ. Чи таса та сăваплă вырăн «Юмансăр юрă та çук, турă та çук» – тет чăваш. Чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртсен, пуян–куштансем ялсенче чиркӳ ларттарнă. Кун пирки чăвашсем акă мĕн каланă: «Юман лартакан чиркӳ лартакантан сăваплăрах», – тĕнĕ.

Юман – тĕнĕл, юман – пичке, юман – çăл пури, юман – нӳхреп юман – алăк та, сăлăп та, юман – тукмак та, чукмар та юман – хӳме, юман – тĕкме… Юман юпа – тĕрек; юпи çĕрсен, тем тĕрлĕ çирĕп хӳме те ишĕлсе анать. Юман çăпанĕ – çыруллăх, юман хуппи – эмеллĕх, юман çулçи – мунчалăх, юман икелĕ – выçлăхра тутă çимĕç… Асатте юман – никĕс пуканĕ, атте юман – урата, пичче юман – пӳрт хачи, шăллăм юман – çĕнĕ ӳсĕм…

Хĕвелпе юманăн – пĕр кăмăл. Пĕри – пĕлĕтре, тепри – çĕр çинче. Чунĕсем те таса иккĕшин те. «Хĕвелпе Чăвашăн Юман ятлă ывăл çуралнă…» Мĕнле юмах пуçламăшĕ ку? Юмах пуçламăшĕ мар, пурăнăç пуçламăшĕ. Пит ĕлĕкех те мар, пирĕн макаçсемпе кукаçсем астăвасса, Чăваш ятлă каччăсем, Хĕвел ятлă хĕрсем пулнă. Çавăнпа та–и тен, паян та хĕвелпе юмана уйрăммăн ăнланма çук.

Юманăн ӳчĕ хытă та, чунĕ çемçе. Ун мĕлкине путсĕр канма ларсан, тепĕр çулĕнче юман хăрать, тет. Усал çын таптанине те чăтаймасть иккен мăнтарăн. Тăмана евĕр шаланкăр кайăк пур тата. Шăпчăксемпе шăнкăрчсен, чĕкеçсемпе саркайăксен çăмартисене вăрласа çиет вăл. Вăрă–хурахран та хăрушăрах çак йĕрешке кайăк. Çумăр шывĕпе куççулĕ çеç ĕçет, тет, хăй. Типĕ чух йынăша–йынăша вĕçет çав хапсăнчăк, кĕвĕç те ĕмĕтсĕрскер. Юманлăхран илеме пистерет. Çак ылханлă кайăк сĕртĕннĕ юман турачĕ хăрать, тет, тунине çывăх пысăк турат çине пырса ларсан, юман шалтан çĕрсе хăвăллă пулать, тет

Анкарти хыçне, çурт çывăхне юман лартса ӳстерме хăранă чăваш: юман туни мăй хулăмăш пулсан, çав лартакан çын вилет, тет. Ырхан чăвашăн вара мăйĕ пи тĕ çинçе пулнă.

Ун вырăнне вăл ăна усрав вăрманĕнче питĕ вăйлă пăхнă, паттăррăн ӳстерме тăрăшнă. Икеле çăра акса шăтарса ӳстермеллине те лайăх чухлалă. «Юман кĕрĕкпе çарапуçăн çеç йĕркеллĕ ӳсет», тенĕ чăваш. Сăнавĕ усăсăр пулман, тĕрĕсне каланă вăл. Кĕрĕкĕ – юнашар ӳсекен тантăш–юмансем, хунав юманăн, ача юманăн çарапуçĕ – хĕвел çути валли, хĕвел ăшши валли. Юманшăн чи хакли хĕвел хĕвĕ, хĕвел хӳтти. Хĕвелсĕр – юманăн хевти çук.

Эппин, хĕвел сӳнсен, юман та пĕтет. Хĕвел сӳнмесěр çăлтăрсем ӳксе пĕтмесĕр икелти пурнăç тĕвви татăлмасть, юман пĕтмест, юмаллăх сайраланмасть! Чăваш хăй те – юман. Халăхĕ – юманлăх. Юлашки юман типиччен, çĕр çинче чăваш пĕтмест. Тĕнче вăрманĕнче тем тĕрлĕ йывăç ӳсет. Çав вăрманта юмана валли те вырăн пур. Этемлĕх аслă кил–йышĕнче, юман чунлă чăваша та хĕсĕк пулмĕ. Юман – хĕсĕр йывăç мар. Хĕвел те – сӳннĕ çăлтăр мар.

ÇЕÇПĔЛ ЧУНĔ

…Çĕн çул çине, çĕн чечексем чĕртсе,

Интернационал кĕперĕ анĕ.

Çеçпĕл Мишиш.

Пурсамăрăн кăмăлăмăрсене те революци урăхлатса çĕнетрĕ. Эпир тĕпренех çĕнелнĕ çынсем. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ, çĕн ĕмĕр чăвашĕсем. Коммунистсем. Совет гражданинĕсем. Тăван чăваш халăхĕн ывăлĕ–хĕрĕсем. Кирек мĕнле халăхăн та хăйне евĕр пахалăхсем пур. Уйрăмлăхсем. Кусем – халăхăн ăстăн пуянлăхĕ.

Çула тухас умĕн Çеçпĕле вулатăп. Çул çинче Çеçпĕле пăхмасăр калатăп. Пултарнă таран Çеçпĕл юррисене юрлатăп. Хăшпĕр чух унăн сăмахĕсене тупа вырăнне пăшăлтатăп.

«Мĕнпур шухăшăм тăван çĕршывăм çинчен кăна…» – Çапла çырать Çеçпĕл Киевран Шупашкара. Хăш чух хĕвеллĕ шухăшпа ăса улталас килет, тет аслă сăвăçăмăр. Ялтан яла çӳрерĕм. Чăваш çĕршывĕ тăрăх. Çеçпĕл ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнине курса савăнтăм.

Путсĕрсенчен йĕрĕнетĕп, вĕсене кураймастăп, тет Çеçпĕл. Çулăм чĕреллĕ революционер. Тасаран таса кăмăллă çын.

Эпĕ коммунист! Коммунистшăн нимĕнле чăрмав та çук. Коммунист тума пултарайманни нимĕн те çук.

Темĕнле йывăрлăхра та Çеçпĕле çак шухăш йăпатнă. Тĕрлĕ йышши йăх–яхсене хирĕç тăрса, вăл коммунистах, пулса юлма вăй çитересчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Нимĕнле хĕсĕрлӳ те хăратман ăна. Çеçпĕле пĕтерме пулнă, чĕркуçлентерме никам та пултарайман. Чăн–чăн коммунист пулнă вăл.

Мĕнле çĕкленӳ, ĕненӳ, мĕнле вирлĕ шанчăк унăн кашни йĕркинчех! Çак шанчăка ăна революци панă. Çак шанчăка хĕмленсе пыма тăван халăхăн ырă кăмăлĕ пулăшнă. «Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!» – тет сăвăç.

«Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхийĕ», – темеллеччĕ пек. Вăл: «чĕлхиçĕм», – тет, мĕншĕн тесен Çеçпĕл – кăмăллă çĕршывăн кăмăллă ывăлĕ, кăмăллă çĕршывăн уйрăлми пайĕ.

Çак кăмăла тĕпĕлех ăнланса илесшĕн çунтăм эпĕ. Теччĕре те пултăм, Çеçпĕл ялĕнче те… Шупашкарта Çеçпĕл çӳренĕ урамсем тăрăх васкамасăр утрăм. Елчĕке те пынă Çеçпĕл. Пĕр хутчен çеç мар. Унта та вăл сывланă сывлăшпах сывланăн туйрăм. Мускав, Крым, Киев, Остер… Нумай çĕре çитрĕм. Тĕпчевçĕ пулса çӳремерĕм. Туякан–шухăшлакан ахаль çын пек. Çеçпĕлпе пĕр юнлă халăх ывăлĕ пек.

Таçта та çитрĕм. Якутпа Тăва çĕршывĕсенче çӳрерĕм, Калевала çĕрĕнче çарран сахал мар утрăм, Литва, Латви, Эстони ытамĕсенче пултăм, тутарсемпе пушкăртсен, çармăссемпе мăкшăсен культура ӳсĕмĕсене курса савăнтăм, Кăркăсстанпа Казахстан çитĕнĕвĕсем хамăр килти ăнăçусем пекех хавхалантарчĕç, осетинсемпе грузинсем мана хăйсен чăвашла янракан сăмахĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, Çеçпĕл юратакан, Çеçпĕл мухтакан сăмахсем.

Кирек ăçта кайсан та, Çеçпĕл пуçран тухмарĕ, чĕре варринчен хăпмарĕ. Кирек ăçта çитсен те, вăл сăвăласа мухтанă «Интернационал кĕперĕн» тĕрекне курса хĕпĕртерĕм. Кирек ăçта та Хусанкая пула аллă тĕрлĕ чĕлхепе янракан Çеçпĕл çинчен шухăшларăм. Куçаракансемпе калаçрăм, вулакансемпе пуплерĕм.

Аллă чĕлхеллĕ Çеçпĕл, çур ĕмĕрлĕ СССР – мĕнле парне, мĕнле хăват! «Чăваш ачи, сассуна пар!» – тет Çеçпĕл. «Килсем! Килсем!» – тет пĕтĕм чун хавалĕпе кăмăл çĕкленĕвĕпе. Килчĕç те кайрĕç Элкерпе Хусанкай, Пур Ухсай. Татах та килĕç. Çамрăксем йышлă. Тăван чĕлхене юратса çитĕнеççĕ, Çеçпĕл Мишшипе Митта Ваçлейĕн ĕмĕчĕсене пурăнăçа кĕртĕç вĕсем.

Шупашкартан Кавал таран,

Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă

Юрру сассийĕ кайĕ сан.

Кăмăл, кăмăл… «Аликкĕм – саламаликкĕм» тенине Шупашкарĕнчех те илтрĕм пĕр хут çеç мар. «Алик–салам – пĕр салам», – текен те пулчĕ.

Чăвашра çитмен çĕр юлмарĕ. Кавалра «Апат тутлă пултăр!» терĕм апатланакан чăвашсене. «Эс каланă пек пултăр. Кил апата, пĕрле апатланар», – терĕç хирĕç, «Пĕрле апатланнă чух – ĕçме–çими тутлă, пĕрле ĕçленĕ чух ĕçĕ–хĕлĕ ăнăçлă», – тенине илтрĕм Вăрмарта. «Ĕмĕр пĕрле, ай, пулар–и!» – тесе урăлла юрланине илтрĕм Чикмере. Халăхăн хăйне кура кăмăлĕ пур, çак кăмăл пахалăхне ачаран ăспа чĕрене илсе ӳсекен çеç халăхăн шанчăклă ывăлĕ пулать.

«Вăй патăр!» – терĕм Елчĕкре. «Эс каланă пек пултăр, кил пĕрле ĕçлеме!» – терĕç хирĕç. «Васкани çитермест, пӳрни çитерет» тениле асра тытмалла пулчĕ: чарăнса çынсемпе пĕрле ĕç турăм. Пĕрле, пĕрле, пĕрле…

Çак сăмах яланах илтĕнсе тăчĕ, унăн янравĕ хăлхана çеç мар ачашларĕ, кăмăла та тиврĕ. Пĕр шухăш, пĕр ĕмĕт, пěр кăмăл… Çак пĕрлелĕх – халăх чунĕн тĕп тымарĕ мар–ши?

Вăй патăр… Кам патăр ăна? Паллах, пĕрле ĕçлени. Пĕрне–пĕри пулăшни. Ĕçре те, ăсра та.

Калаçса тăракан ушкăн умĕнчен те чĕнмесĕр иртсе кайма аван мар. «Канаш пĕрле пултăр!» – тесе хăвартăм Çĕрпупе Етĕрнере. Пур çĕрте те ăнланакансем тупăнчĕç. Ушкăнĕпех е пĕчченшерĕн хуравларĕç: «Эс каланă пек пултăр. Кил пĕрле канашлăпăр!».

Чĕмсĕрлĕхе юратмасть чăваш. Кăмăлсăр, тет ун йышшине. Çеçпĕл кăмăллă пулма хушать. Утă çулакансене: «Çаранăр илпеклĕ пултăр, уттăр тухăçлă пултăр!» – тесе хăвартăм. Утă турттаракансен телĕнчен «Перекет пултăр!» тесе иртрĕм. Тырă акакансене: «Пĕр пĕрчĕрен – пин пĕрчĕ!» тесе сĕнтĕм. Çĕнĕ çурта кĕрсен, «Никĕс питĕ пултăр!» – терĕм. Хăшпĕр çĕрте ку халал çумне тата тепĕр сăмах та хушрăм: «Кĕтес типĕ пултăр!» Никĕсне тĕреклĕ пулма сĕнни вырăнтах çĕрмелле пултăр, вут–кăвар ан тĕкĕнтĕр тенине пĕлтерет. Кĕтес йĕпенмесен, çурт çĕр çул та ларать, тет чăваш. Никĕс питти те лайăх, кĕтес типпи те кирлĕ. Пурте – хăй вырăнĕнче.

Мунчана каякана: «Ăшши тутлă пултăр!» – тесе ăсатрăм. «Мунчи кĕленче, милĕкĕ пурçăн, чулĕ мерчен, ăшши шерпет пултăр!» – тепине те хапăлласах йышăнчĕç. Ваттисем кăна мар, хамран кĕçĕнтереххисем те.

Сĕтпе хăналакансене «Ĕнĕр сĕтлĕ пултăр!» тесе хăвартăм, сăра астивтерекенсене: «Салатăр ăнтăр, хăмлăр йӳçĕ пултăр, тухăçлă тухтăр, сăрăр çăра та кăпăклă пултăр!» – терĕм.

Ырă кăмăл сăмахĕ чăвашăн нумай. Çул çинче тĕл пулнă çынсене тĕрлине тĕрлĕ каларăм, анчах пурне те ырă сунтăм:

«Сыв пул, çулу ăнтăр!»

«Çулу яка та тикĕс пултăр!»

«Пурăнăçунта ырă кунсем кăна пулччăр!»

«Сĕт çулĕпе кай, çу çулĕпе. кил!»

«Кану вырăнĕсем типĕ пулччăр!»

Хура пуличчен шурă пул, – тет чăваш. — Усал пуличчен ырă пул.

Ырра лайăх ăнланать халăх. Ырра ырă тăвасшăн çунать этем. Халăх пархатарĕ тени, тен, çавă–ши?..

Укăлчасем тĕлĕнче вуларăм савăнса «Добро пожаловать» тенине те, «Килĕрех» тенине те. Вырăсĕ те ырă сунать, чăвашĕ те ырă кăмăлпа чĕнет. Аван иккен ку тĕнчере ырă сунма, ырă тума, ырă пулма.

Ырă кăмăл чи хакли иккен, чи кирли иккен. Кĕвĕçӳре, кӳлешӳре, ăмсанура, вĕчĕрхенӳре, вăйăрханура – ырри çук. Кӳлешӳ пуличчен килĕшӳ пултăр, тет чăваш. Кӳренӳ пуличчен вĕренӳ пултăр, теессĕм килет манăн. Кĕвĕç çынна ушăнакан çын, тенĕ чăваш. Ăна чирлĕ çын вырăнне хунă. Ăмсанакана «тăмсая кайнă» тени те пулнă. Курайман çын хăй те кун кураймасть, тенĕ.

Ырă пулма пултарни – телей, ырă тума пултарни – пархатар. Урамра та, килĕнте те, шкулта та, лагерьте те, колхозра та, çула тухсан та çавна асту, шăллăм. Çавна ан ман, йăмăкăм.

Кăмăл тени асăнта пултăр, тăванăм. Эп каланă сăмахсене ваттисене каласа пăх — тен, йышăнĕç. Унтан çамрăккисене те кала. Илтни «пĕлетĕп», тейĕ, пуçласа илтекен сăмахсене асĕнче хăварĕ.

ÇĂЛТĂРЛĂ ЯЛ

Инçет çула тухиччен Шуршăлалла кайса килем. Шуршăл – çăлтăр тупнă каччă ялĕ. Шуршăл хăй те çăлтăрлă ял. Шуршăл – маншăн тăван ялах. Шуршăл маншăн – ылттăн сăпках.

Тăван çулсем хĕрринче вулатăп: «Çулăр ăнтăр!» Аван ку. Чуна ăшăтать. Канаш пур чăвашăн, пил евĕр илтĕнет вăл: «Çул ăнтăр тесен, çула килтен тухаççĕ».

Ман килĕм — Шуршăл, ман кĕллĕм — Андриян. Унăн ялне каям. Вăл сывласа ӳснĕ сывлăшпа сывлам. Вăл курса ӳснĕ илемлĕ тавралăха сăнам. Унăн савнă вăрманĕ пăшăлтатнине итлем. Унăн Çавалне хамăн Çавал тесе шутлам. Ăш пиçсен, çутă çăлкуçĕнчен тăрă шыв ĕçсе лăпланам. Улăх тăрăх çаруран утса ыхра ути пуçтарам…

Тăван çĕршыв тăван ялтан пуçланать. Çăлтăрсем патне вĕçме те тăван килте чĕвен тăнинчен пуçлаççĕ.

Кăмăл лăпкăлăхĕ те – тăван кĕтесрех. Унтах вăй илет ăстăн та.

Çăлтăр каччин çул пуçламăшне курасчĕ. Шухăшсемпе çеç те пулин ун ылттăн сăпкине сĕртĕнсе пăхасчĕ. Пурнăçра ун пек пулма вĕренесчĕ. Ĕçченлĕх, сăпайлăх, çивчĕ ăс – йăлтах кăна Андрияна Шуршăл парнеленĕ. «Чи малтан – лăпкăлăх», – тени те çакăнтан. Ку космонавта çеç мар, тимĕрçе те, кĕтӳçе те, çыравçа та, пĕлевçе те, вĕрентекене те пĕр пекех кирлĕ.

Тăван кĕтесе, тăван аннӳне, тăван пĕлĕте, тăван сăмăха юратмасăр тĕнче уçлăхне вĕçсе каяйрас çук. Нимĕскере те чăнласа «тăван» тесе те шутлас çук. Пăлтăр алăкĕ умĕнчи хурăнтан тăван çĕре юратма пуçлатăн. Ку вырăс халăхĕн шухăшĕ сахал пĕлтерĕшлĕ мар пек туйăнать. Вăл чăваша та, чукчана та, грузила та, эвенка та, калмăка та, кăркăса та – пурне те, пурне те пĕр пекех пырса тивĕнет.

«Аçу-аннӳн çаранне нихăçан та ан ман», – тенĕ амăшĕ çăлтăр патнелле çула тухма хатĕрленекен хура куçлă ывăлне. Ку пиле манман-ши ыттисен амăшĕсем?

Аннӳ чĕлхи санăн чĕлхӳ пултăр, аннӳ сăмахĕ чĕрӳ варринех юлтăр. Çерçи ăмăрткайăк мар та, анчах пурпĕрех хăйĕнле чĕвĕлтетет.

Тăван ялу – сан тăван йăву. Кирек ăçта кайсан та, асăнтан ан тухтăр çаруран чупнă ураму. Салакайăкĕн те хăйĕн йăви пур, тăманан та хăйĕн йăли пур. Асту çавна, унсăрăн ăмăрткайăк пулаймăн.

Пыл хурчĕ – пĕчĕк чĕрчун, çапах та хăй килĕ тĕлне манмасть. Ĕçне тăвать, хăй юрринех юрлать. Çăхан та хăйĕн юррине манмасть. Эс – ăмăрткайăк. Сан та пур юрă. Сан пур хăват.

Андрияна юратса, ашшĕ–амăшĕсем ун ятне панă ачасем те пионер ӳсĕмне çитрĕç. Ютра патша пуличчен юман патакĕ пулам, тесе каланă авал. Пионер патша пулаймĕ, пуласшăн та мар, вăл пĕтĕм тĕнчипе ирĕклĕх çĕнтернине курасшăн. Анчах авалхи сăмах – пионер шухăшĕ-кăмăлĕ майлах. Тăван çерçи чĕвĕлтетни ют шăпчăк юрринчен паха. Чĕвĕлтетнине итлеме вĕренмесен, юрра та ăнланакан пулаймăн. Тăван халăхпа пĕрле пулнине ним те çитмест. Каллех çав сăмахах: пĕрле, пĕрле, пĕрле… Пĕрле пулсан çеç –— ăш вырăнта.

Çеçпĕл сăмахĕсене пĕтĕмĕшпех ăша илсен кăна тĕпĕ-йĕрепех ăнланса хак пама пулать: «Çĕршывăм! Халь пĕлтĕм, сана юратма пĕлмен эпĕр. Çаванпа та сан хӳттӳ айĕнчен саланса пĕтмелле пулчĕ пуль…»

Тăван çĕршыва такамрам та ытларах юратнă сăваç-коммунист çапла каланă пулсан, Çеçпĕлренех вĕренер мар–ши ылттăн сăпкамăра савса пурăнма?

Умăмра каллех – Шуршăл. Тĕнче сума сăвакан Шуршăл. «Кирек хăçан та, кирек ăçта кайсан та, – тет Андриянăмăр, – Шуршăл куç умĕнчех, Çавалĕ те, çаранĕ те, вăрманĕ те чĕре варринче…»

Тĕнче уçлăхне малтанхи хут вĕçсе кайсан, Андриян пиччĕр, ачасем, çĕр чăмăрне вĕрентекен сĕтелĕ çинче ларакан глобуса курнă пек курнă, пăха-пăха çаврăннă. Шывсемпе вăрмансене, тусемпе пуш-хирсене, кӳлĕсемпе тинĕссене сăнаса савăннă. Тĕлĕннĕ. Анчах та, пĕлĕтлĕ çанталăка пула, Шуршăла мар, Чăваш çĕрне те курайман.

Темчул япалана çĕнĕлле курса тĕлĕннĕ пулсан та, тем çитмен пек туйăнчĕ…

Çапла çав вăл, тăван çĕр: çăлтăр çулĕ çинче те тĕрекпе шанчăк. Ĕмĕте хăват кĕртекенни те – тăван çĕрех.

Таçта кайсан та, тем пулсан та аслă çыннăн ăстăн вăйĕ халăх патнеллех пырать. Тăван халăх кăмăлĕпе, тăван çĕршывăн ытарайми сăнарĕпе вăл ĕмĕрлĕхех çыхăнса салтăнми тĕвĕленет.

Шуршăлтах çыра-çыра илтĕм-ха акă. Çак шухăшсемех Андрияна та ăслăлăхпа паттăрлăх хушнăн туйăнать.

Лаша та кил еннелле хытăрах чупать. Килтен – уттипе, киле – чуппипе. Килтен – юрттипе, киле – сиккипе. Ут килтен тухсан çул çухатма та пултарать, киле – таçтан та тупать. Килтен – çавăтса тухаççĕ, киле – ташласа пыраççĕ. Килтен – урасăр, киле – çунатпа. Килтен – ассăн сывлатăн, килелле – йăл–йăл кулатăн. Тухса каять – куççулĕпе макăрать, таврăнать – кăшкăрса юрлать. Килтен – аран–аран, киле – ирттерет урхамахран.

Кил вăйĕ виçесĕр пысăк. Ун хăвачĕ асамлă. Кил – тăван çĕршывăн чи хаклă, чи çывăх кĕтесĕ. Ылттăн сăпкан ылттăн пĕкечи. Ылттăн пĕкечен ылттăн вăчăри. Ылттăн вăчăран ылттăн унки…

Шуршăл та Андрияншăн çавах. Пирĕншĕн те çаплах. Пуриншĕн те. Мĕншĕн тесен халăха чапа кăларнă çын – кирек камшăн та чи çывăх тăван вырăнне.

Темиçе хут та пулма тивнĕ Шуршăлта. Анчах пĕрремĕш тĕлпулу – ĕмĕрлĕхе асăмра. Манăн çеç мар, ман пионерсен те. Çеçпĕл отрячĕн пионерĕсен.

Шуршăла отряд гимнне юрласа пырса кĕтĕмĕр. Пирĕншĕн ку гимна Хирбю Кĕркурийĕ, Çеçпĕл премийĕн лауреачĕ, ятарласа çырса панăччĕ.

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем!

Гимн та, марш та ку юрă – Çеçпĕл сăмахĕнчен тунăскер.

Унччен те кăшт маларах Çеçпĕл отрячĕ инçет районти пĕр пионер отрячĕ патне хăнана кайса килнĕччĕ. Вăл та Çеçпĕл ячĕпе хисепленетчĕ. Чечеклĕ çаранти ем-ешĕл ĕшнере Çеçпĕл фестивальне ирттерсе таврăннăччĕ. Пионерсем çăлтăр паттăрĕн çулĕпе утаççĕ. Андриян йĕрнех пусассăн туйăнать. Пурин чĕринче те – хумхану. Пурин чунĕнче те – хавхалану, кăмăлĕнче – çĕкленӳ. Шуршăла каяс умĕн Ленин пӳлĕмĕнче Хусанкай сăвăçпа Хирбю композитора Çеçпĕл отрячĕн хисеплĕ пионерĕ ятне патăмăр. Вĕсем рапорт йышăнчĕç. Иккĕшне те пионерсем хĕрлĕ хут çине çырнă тупа тыттарчĕç. Çеçпĕл сăмахĕсенчен майлаштарнă монтаж. Ăна калама отрядри пионерсем пурте хутшăнчĕç.

Евдокова Лида пуçласа ярать:

Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла:

«Çук, çук» теекен улталанĕ,

Кам «çук», тет, ун чунĕ — чăлах.

Ун хыççăн Иванов Валерий сăмах илет. Унтан пурте юрласа яраççĕ:

Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ

Çĕре чечеклевĕ чухне

Кам курнă çанталăк илемĕ

Пăрпа пăрланса шăннине?

Хушса юрламаллине тăрăшсах юрлаççĕ ачасем. Хусанкайпа Хирбю те, эпĕ те вĕсемпе пĕрле юрлатпăр. Анчах та Хирбю хушса юрламаллипе кăмăллах мар.

Йывăртарах çав. Сасă çитмест. Çӳлтен илеççĕ… Кĕввине кăштах тӳрлетес пулать, çăмăллатас, – тет вăл.

Юрă çеç.мар, сăвă сăмахĕсене пурте харăс калани те хăватлăн янăрать:

Ыран–и, паян–и… тĕреклĕн

Вутланĕ çĕршывăм чĕри,

Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ

Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.

Ма–ха, Шуршăла пырса çитни çинчен калăма пуçланăскер, Шуршăлччен пулни пирки тĕллĕн каласа тăратăп? Акă мĕншĕн.

Çак монтажа Шуршăлта тепĕр хут ирттертĕмĕр. Малтан пуçласа вĕçне çитиччепех. Анчах пĕр вырăнта мар. Пуçларăмăр Андриян вĕреннĕ класра. Эпир пынă чух иккĕмĕшпе тăваттăмĕш классем вĕренетчĕç ку класра.

Пире йĕрки – йĕркипе ăнлантарса паракансем нумай. Халăх Шуршăла йышлах çӳрет ĕнтĕ. Анчах та пирĕн отряд кунта килсе курнă чи малтанхи отрядсенчен пĕри.

Класра виçĕ рет партăсем. Сулахайра – виçĕ парта, варринче – пилĕк парта, сылтăмра – тăватă парта. Андриян вĕреннĕ чух та çаплах пулнă. Сылтăмри пĕрремĕш парта хушшинче пулас космонавт ларнă.

Халĕ класри пур вырăна та Çеçпĕл отрячĕн пионерĕсем йышăннă. Эпĕ – вăхăтлăха чăваш чĕлхи вĕрентекен.

Эсĕ Андриян вырăнĕнче ларатăн…

Класра шăп. Сывлани те илтĕнмест.

Андриян çак класра тăван халăха, тăван чĕлхене, тăван юрăсене юратма вĕреннĕ. «Пиллĕк» паллăсем кăна илсе пынă. Çак класра Андриян Çеçпĕл сăввисене вуланă, пăхмасăр каласа панă…

Ачасен куçĕсем – çăлтăрсем. Вĕсенче – темĕнле асамлă вăй. Шалтан, чун тĕпĕнчен тухакан çутăпа çиçеççĕ вĕсем. Кашни пионерах çак самантра – Çеçпĕл те, Андриян та.

Эпĕ Андриян учителĕ мар, сирĕн учителĕр. Эпĕ сире ятран чĕнĕп, анчах та эсир хăвăр ăшăрта Андрияна учителĕ чĕннине илтĕр… Кашниех Çеçпĕлĕн пĕр-пĕр сăввинчен тăватă йĕрке калать. Ку йĕркесене Андриян пиччĕр ларнă вырăнтан тăрса каламалла…

Андриян Григорьевич итленĕн туйăнать ачасене. Çеçпĕл сăмахĕсемпе шăллĕсем пиччĕшне тупа тăваççĕ.

Шкултан тухса сăрт сăмсахне пуçтарăнатпăр. Çеçпĕл сăмахĕсенчен пирĕншĕн ятарласа хывнă юрра юрлатпăр. Ку вырăнта пулас космонавт шухăшласа тăма юратнă. ӳкерчĕкĕ те пур. Çавал улăхне сăнанă. Атăл еннелле, пĕлĕтелле ĕмĕтленсе пăхнă.

Çакăнта тăнă пулĕ… Акă çакăнта…

Хумхану иртмест. Пăлхану чĕрене тыткăна илет. Акă улăх. Кунта пулас паттăр ыхра ути пуçтарнă, кунта вăл утă çулнă, утă пуçтарнă. Кĕтӳ хăвалама та килнĕ.

Каллех Андриян илтессĕн туйăнать. Сăвă калаççĕ ачасем. Сăвă хыççăн сăвă.

Çеçпĕл сăввисене тăрса каламалла. Утса пынă чух. Калаканни хăлаçланса калать. Ута–ута. Анчах ытлашши уйăрăлсах каймасть. Аяккинелле кăшт пăрăнсанах каялла çаврăнса килет.

Андрияна Çеçпĕл пулăшнипе чысланă хыççăн çеç Шуршăл тăрăх саланатпăр. Ачасем космонавт пурнăçĕпе паллашаççĕ. Ялйыш сăмахне тимлĕн итлеççĕ.

Халĕ Андриян çинчен кĕнекесем тем тĕрли те пур. Ун чухне нимĕнех те çукчĕ-ха. Урамран урама, килтен киле çӳретпĕр. Тимлĕн итлетпĕр. Çыра–çыра илетпĕр.

Яла килсен, космонавта хăнăхнă йăлапа «Андрейка», «Андрюша» тесе йыхăраççĕ. Кăмăлĕ питĕ лайăх çак чăваш çыннин. Темĕнле ырă тĕслĕх те кала–кала кăтартаççĕ.

Пĕррехинче, Çавал хĕрринче тăнă чух, çыран ишĕлсе аннă та шыва шăмпăлтатса анса тăнă Андриян. Тепри пулсан, хăраса ӳкмесен те, аптранă енне кăшкăрса ямалла хăть. Ку шывра кулса тăра парать

Аппăшĕпе темчченех калаçса лартăмăр.

Ĕçченччĕ пит, – тет. – Пĕчеккĕ чухнех çĕрлеччен суха тунă. Андриян тума пултарайман ĕç пулман.

Вуннăра чух иртен пуçласа каçчен çурлапа колхоз тыррине вырнă. Пĕррехинче кăнтăрлаччен вырнине шутлама бригадир килет.

Миçе кĕлте выртăн?

Андриян айăпа кĕнĕ пек именсе:

Вăтăр тĕм, – тет.

Бригадир ĕненесшĕн мар, мĕншĕн тесен Андриянпа юнашар ĕçленĕ Алтатти инкен çирĕм тăватă тĕм çеç.

Каçалăкĕсем кӳршĕллех, ĕçĕсем – уйрăм.

Кĕтӳ те кĕтнĕ вăл, колхоз кĕтӳне. Выртмана çӳренĕ пĕчĕкренех. Çăлтăрсене шутланă. Шултрарах çăлтăрсене уйрăм палăртнă. Улттăра чухнех ута сиккипе яма та пултарнă. ӳкме мар, лаши ерипен çеç чупнăн туйăннă ăна.

«Хурăн çинчен парашютпа анатăп», – тенĕ те аялалла сикнĕ. Шурă кĕпи, чăнах та, парашют пек карăннă. Сăпка çакакан пăтаран тытса мачча çумĕнчех çаврăнасси ним те мар пулнă уншăн.

Йывăр пурăннă пулсан та, вăйпитти те тĕреклĕ çитĕннĕ вăл. Сĕнтĕрвăррине вĕренме кайнă чух та, кĕсйине пĕçернĕ пилĕк çĕрулми чикнĕ те, çĕнĕ çăпатине май пур таран тирпейлĕрех сырса, çивĕччĕн малалла утнă.

Эп кайрăм, анне, – тесе хăварнă лăпкăн та йăвашшăн.

Лайăх вĕреннĕ. Хăшпĕр чух уйăх çутипе те вулама тивнĕ. Хуркайăксен çулĕ еннелле пăхса çăлтăрсем çинчен шухăшланă. Вĕсем мăч-мăч туни куç хĕснĕн, калаçнăн туйăннă ăна. Кашни çыннăн тӳпере — хăйĕн çăлтăрĕ, тенине илтнĕ-ха вăл.

«Çăлтăрсем чăвашла та калаçаççĕ-ши?» – тесе шухăшланă, çăлтăрсем кĕр еннелле уйрăмах шултралансан.

«Çирĕм улттăн вĕсем, çирĕм улттăн, çирĕм ултă чăн-чăн коммунар…» – Ку сăмахсеме пысăк çĕкленӳпе каланă вăл, Петĕр Хусанкайăн çак поэмиие пĕтĕмĕшпех пăхмасăр пĕлнĕ.

«Çирĕм улттăн вĕсем» тени пурне те килĕшнĕ. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ пĕчĕк пулман: класра та вĕсем çирĕм улттăн. Пурте коммунар пулма хатĕрленнĕ. Андриян вĕсене Хусаякай сăмахĕсемпе патриот пулма хистенĕ, хĕтĕртнĕ. Каярахпа чи юратнă сăвăç çинчен ыйту парсан, хуравĕ яланах пĕр евĕр пулнă: Пушкин тата ентешĕм Хусанкай. Шухăша виçсе çеç калакан Андриянăн сăмахĕ темрен хаклă. Тен, çак ыйту космонавт пуçĕнче çирĕм ултă коммунар сăнарĕсене çуратнă.

Ачасем илтнине, çырса пынине пуçтарса пĕрлештерсен, кĕнеке пулĕ. Андриян лартнă улмуççи патĕнче сăвăлла–такмакла калаçнине те кĕртсен, кĕнеки пушшех илемлĕ пулĕ. Пĕррехинче Андриян пиччĕшĕ авалхи тĕнче карттине пăхса ларнă. «Тутарсем пур, пăлхарсем те пур… Анчах чăвашсем ăçта кайса кĕнĕ тата?» – ыйтнă пиччĕ–шĕнчен шăллĕ. Пиччĕшĕн хуравĕ пĕтĕмĕшпех тивĕçтереймен пулсан та, шăллĕн ыйтуне кĕртме юратех çав кĕнекене. Ăслă ыйту. Кĕнеке те ăслăрах пулса тухĕччĕ.

Шуршăлтан каяс умĕн каллех пухăнтăмăр Андриян вĕреннĕ класа.

Сочинени çырар Шуршăлтах. Мĕн курни–илтнипе. Манса кайиччен. Ăсра чĕрĕ чух…

Çак пĕчĕк ачасене, тен, каламасан та юратчĕ пулĕ:

Тăрăшарах çырăр. Астăварах. Паянхи Шуршăла ĕмĕрне те ан манăр. Ан манччăр ачăрсем те… Ачăрсен ачисем те…

Сочиненисем ак халĕ те умăмрах. Сĕтел çинче. Макаров Валерий хăйĕн сочиненине тăватă тĕслĕхрен тунă, Кольцов Владимирпа Маркелов Владимир пĕр тĕслĕхе анлăрах çутатса панă.

Маркелов Владимир çырнине илсе пăхар–ха. Пĕрре Андриянпа Петĕр ытти ачасемпе пĕрле Çавал хĕрне шыва кĕме кайнă. Хайхи пурте шыва сикнĕ, ишнĕ, чăмнă, пĕр-пĕрне сирпĕтмелле вылянă. Пĕр Петĕр çеç çыран хĕрринче ачасем ишсе çӳренине пăхса ларнă. Вара Андриян ишсе тухнă та, хыçалтан вăрттăн упаленсе пырса, Петĕре пĕрех çырантан тĕртсе янă. Лешĕ шыва чăмпăлт çеç тунă. Андриян хăй те ун хыççăнах сикнĕ. Шăллĕне вăл çавăн чух шывра ишме вĕрентнĕ.

Ак тата Макаров Валерий çырни.

Андриян сунара çӳреме юратнă. Пĕрре вĕсем пиччĕшĕпе пĕрле кăвакала çунаттинчен амантса киле илсе пыраççĕ. Суранне ăшă шывпа çуса тасатаççĕ те шурă пир татăкĕпе çыхса яраççĕ. Кăвакала апат. параççĕ. Тепĕр кунтан вĕсем ăна, вĕçмест-ши тесе, çӳлелле ывăтаççĕ. Анчах кăвакал вĕçеймен пулнă-ха, вăл кӳршĕ килкартине персе анать. Каярах ун суранĕ сипленет. Вара кăвакал, çунаттисене савăнăçлăн çапса, Атăл еннелле вĕçсе каять. Емельянов Николай мулкач яшки çинчен каласа парать.

Вуниккĕре чух Андриян йыснăшĕпе пĕрле сунара кайнă. Йыснăшĕ шыв хĕрринче мулкачсене пеме хатĕр тăнă. Андриян мулкачсене вăрмантан хăваланă. Каçалапа çапах та вĕсем пĕр мулкач тытма пултарнă. Каçхине мулкач яшки çинĕ хыççăн йыснăшĕ «тутлă пулчĕ-и?» тесе ыйтать. «Аван», – кĕскен çеç тавăрать Андриян, çав тери ĕшеннĕскер. «Выçсан хура çăкăр та мăйăр теш калать», – тесе хурать йыснăшне Андриян.

Николаев Анатолий хăйĕн хушамачĕ космонавтăнпипе пĕрешкел тухнăшăн мухтанать. Пире космонавт кинĕ питĕ хаклă парне парсаччĕ. Ку вăл – йăл кулакан Андриянăн сăнӳкерчĕкĕ. Ун çине космонавт хăй алă пуснă. Пирĕн Толя космонавт ал пуснине пăха–пăха Шуршăлтах хăйĕн хушаматне ун евĕр çырма вĕренчĕ: «А. Никол…» тесе çырать те вĕçне çавăрттарса хурать.

Çеçпĕл отрячĕн пионерĕ хушамат пирки мухтанкаланине илтсен, Шуршăл ачи те чăтса тăраймарĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Павлов Андриян пулчĕ ку.

Манăн атте Микулай ятлă. Ман хушамат, чăвашсенни пек пулсан, атте ячĕпе пулмаллаччĕ, вара эпĕ те Николаев Андриян пулаттăмччĕ…

Ячĕсем пĕр пек, хушамачĕ урăхла пулсан та, Павлов Андриянăн мухтанмалли çук мар.

Тĕнче уçлăхĕнчен каялла таврăнсанах яла килнĕччĕ Андриян пичче. Август вĕçĕнче итем çинче унпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Курасчĕ сирĕн, мĕнлерех хастар вăл! Космонавт пек ĕçлеме вĕренесчĕ çеç, вара хушамат уйрăмми те нимех те мар…

…Вуникĕ çул иртрĕ çакăн хыççăн, вуникĕ çул. Анчах Шуршăлта курни-илтни пурте паян кунчченех асра, Кирек ăçта кайма тухсан та, таçти инçетри кĕтесе çитсен те, Шуршăл куç умĕнче, вăл – Чăвашъенĕн сăваплă кĕтесĕ. Тăван кил пекех.

Çул çӳреме тăван килтен тухаççĕ. Эпĕ çулăма Çеçпĕл ялĕнчен те Шуршăлтан тухатăп. Çул çӳресен киле килеççĕ. Анчах Çеçпĕл таврăнаймарĕ. Çапах та ун ячĕпе опера пур, пăрахутсем пур, палăк пур. Андриян вара тĕнче уçлăхĕнчен чи малтан Шуршăла килчĕ.

Çулсем инçетелле чĕнеççĕ. Кашни çул тенĕ пекех çирĕм пин çухрăм тунă. Кашни çул çĕр чăмри çурмалла ытама лекет, пĕтĕмĕшпе ыталама икĕ çул кирлĕ. Вуникĕ çул хушшинче çĕр чăмри тавра ултă хут çаврăнмалăх çул çинче пулнă. Çулĕ вара пĕр тăтăшах аслă тăван çĕршыв талккишипе пынă. Кирек ăçта кайсан та Тăван Кил. Ылттăн сăпка.

«Геннадий Никандрович Волков – чăваш халăхĕн тĕнчипе

паллă ывăлĕ»

(Чӑваш
улӑпӗ,
аслă
вĕрентенкен

Геннадий Никандрович Волков

ҫуралнӑранпа
95 ҫул ҫитнине халалланӑ
уяв сценарийĕ)

http://www.chgpu.edu.ru/uploads/posts/2017-06/1497873045_k-state.jpg

Çĕнĕ Шупашкар – 2022

Геннадий Никандрович Волков – чăваш
халăхĕн тнчипе паллă ывлĕ.

(9-11классем
валли хатӗрленӗ уяв сценарийӗ
)

Тӗллевӗсем:
1. Ачасене чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗпе Г.Н.Волков академикпа паллаштарасси.

2.
Чӑвашсен паллӑ çыннисемпе мухтанса мӑнаçлӑх туйӑмне ÿстересси.

3.
Ачасен пуплевне аталантарасси.

3.
Тӑван çӗр-шыва, тӑван чӗлхене упрама, хисеплеме, ăна юратса вӗренме
хавхалантарасси.

4.
Пурнӑçра нихӑçан та хакне çухатман пуянлӑха – тӗрӗслӗхе, ырӑ кӑмӑллӑха,
туслӑха, çураçупа килӗшӗве — упрама вӗрентесси.

1-мӗш вулакан:

Тĕнче пысăк, уçлăхра

Пин-пин çăлтăр ялкăшать.

Пин-пин çăлтăр хушшинче

Çĕр чăмăрĕ çаврăнать.

Çав Çĕр чăмăрĕ çинче

Раççей ятлă çĕр-шыв пур.

Чăваш Ен тăрăхĕнче

Аслă Елчĕк ялĕ пур.

2-мӗш вулакан:

Аслă Елчĕк − пысăк ял,

Пурăннă унта авал.

Кашкăр хушаматлă çын,

Хуначи ятлă арçын.

Ăслă-тăнлă хайхискер,

Халăха чухлаканскер.

3-мӗш вулакан:

Вăл вĕрентнĕ çын пулма,

Мĕнпур вĕтĕр-шакăра.

 «Ваттипеле ватăлла,

Çамрăкпала çамрăкла,

Калаç, тусăм. Ан хăра!

Чыса пĕчĕкрен упра!» −

Тенĕ Кашкăр Хуначи,

Хăпман çумĕнчен ачи.

4-мӗш вулакан:

«Майне пĕлсен çу çийĕн»,

«Вĕренсен нумай пĕлĕн».

«Юлхав сăлтавне тупать»,

«Çын хăй ăсĕпе пурнать», −

Текеленĕ час-часах

Хуначи ятлă ăсчах.

5-мӗш вулакан:

Ăçтан çав çын пĕлнĕ-ха,

Ĕçĕн алли хыттине?

Ăçтан туйнă, сиснĕ-ха,

Тăван çĕр чи хаклине?

6-мӗш вулакан:

Ÿркевлĕх ÿкернине,

Хастарлăх хăтарнине.

Суя такăнтарнине,

Хăюлăх чул ватнине.

Хуначи мĕн пĕчĕкрен,

Ĕçпе пиçсе ÿснĕ-мĕн,

Ваттине итленĕрен,

Ваттин ăсне илнĕ-мĕн.

7-мӗш вулакан:

Амăшпеле ашшĕне

Хисепленĕ яланах.

Çуралнă тăван çĕрне,

Вăл юратнă чунтанах.

Тăван чăваш халăхне

Хисепленĕ чĕререн.

Ашшĕ-амăш чĕлхине

Вăл тĕпченĕ ĕлĕкрен.

8-мӗш вулакан:

«Атте-анне чĕлхине

Пĕлекен вăл – ăслă çын.

Ытти халăх чĕлхине

Тĕпчекен вăл – тăнлă çын», –

Тенĕ Кашкăр Хуначи,

Хăпман çумĕнчен ачи.

Çапла пурăннă ăсчах,

Юлман пурнăçран пачах.

                   Леонтьева Нина Геннадьевна

1-мӗш ертӳçӗ:
Ырӑ кун пултӑр туссем, хаклă хӑнасем, юратнă вӗрентекенсемпе вӗренекенсем. Эпир
паян Геннадий Никандрович Волков – чăваш халăхĕн
тĕнчипе паллă ывăлĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессорĕ, академикĕ,
çыравçи
çуралнӑранпа 95 çул çитнине паллӑ тума пуçтарӑнтӑмӑр. Вӑл 1927
çулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗн аслӑ Елчӗк ялӗнче хресчен çемьинче
çуралнӑ. 1935-1942 çулсенче вăл Аслă Елчĕкри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ.

2-мӗш ертӳçӗ: 1943-1945 çулсенче Елчĕкри шкулта вĕреннĕ
вăхăтрах вăл хăйсен колхозĕнче
бригадира пулăшаканĕ, унтан бригадир
пулса ĕçленĕ. Йывăр вăрçă çулĕсенче никам та ĕçлемесĕр ларман. Çакă çынсене
çирĕп характерлă, мал ĕмĕтлĕ пулма пулăшнă. Чăн та, питĕ йывăр пулнă ун чух
пурнăç. Ачасене пысăккисемпе пĕр тан ĕçлеме тÿр килнĕ. Канаша чукун çул
станцине лашапа вĕсем тырă турттарнă.

1-мӗш ертӳçӗ:
Г.Н.Волковăн малалла вĕренес туйăмĕ питĕ пысăк пулнă. 1945 çулта вăл Чăваш
педагогика институтне вĕренме кĕрет. 1949 çулта учитель дипломне алла илет.
Унăн чăваш халăхне ырă тăвас килет. Хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсас тĕллевпе вăл
Хусанти педагогика институтĕнчи аспирантурăра вĕренет, наука ĕçченĕ пулса
тăрать.

2-мӗш ертӳçӗ: 1952-1972 çулсенче вăл
Чăваш педагогика институтĕнче вăй хурать, пулас учительсене хатĕрлет. Çак
хушăра вăл пушă вăхăтне усăллă ирттерет. Темĕн чухлĕ калавсем çырать, кĕнекесем
те кăларать.

Геннадий
Никандрович ҫырнă «Ăслă ача» хайлав тăрăх лартнă инсценировка.

Пĕр ватă çыннăн манукĕ шкула çÿренĕ. Çур çултан вулама вĕреннĕ,
аслашшĕне кĕнекесем вуласа панă.Аслашшĕ вулама вĕренесшĕн пулнă. Мăнукĕ ăна
кашни кун сас паллисем кăтартнă. Аслашшĕ вара пĕрисене астуса юлнă, теприсене
маннă. «Асатте, эпĕ санран пĕчĕк, анчах вулама та пĕлетĕп, çырма та пĕлетĕп», —
тĕлĕннĕ мăнукĕ. «Эх, ачам, çамрăкла вĕренмесен кайран вĕренме йывăр», —
хуравланă аслашшĕ. «Чан иккен: çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлла вĕренни –
юр çинче». «Мĕне пĕлтерет ку, асатте?», — ыйтать каллех мăнукĕ. Аслашшĕ çапла
хуравлать: «Ача чух тăрăшса вĕренмелле: юра çил те вĕçтерет, сар хĕвел те
ирĕлтерет, чул çĕр çул выртать».

1-мӗш ертӳçӗ: Çамрăкла вĕренни чул çинче

Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Г.Н.Волков хайлавĕ ача чух тăрăшса вĕренмеллине
пĕлтерет.

2-мӗш ертӳçӗ: Ача чухне, Геннадий ытларах вӑхӑта асламӑшӗпе ирттернӗ.
Вӑл вӗрентсе каланисем унӑн ӑс-тӑнне пуянлатнӑ. — Ман шутпа, асанне акнӑ вӑрлӑх
– пӗртен-пӗр пӗрчӗ -çавӑнпа ÿссе çитӗннӗ, пурӑннӑ, ӗмӗре ирттернӗ, — тенӗ
каярах академик.

1-мӗш ертӳçӗ:
Ашшӗпе амӑшӗ те ӑна мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑха юратма, хисеплеме, уншӑн тӑрӑшса
ӗçлеме хӑнӑхтарнӑ. Геннадий Никандрович хӑй те амӑшне питӗ юратнӑ, хисепленӗ.
Амӑшӗ ӑна Кени тесе чӗннӗ.

2-мӗш ертӳçӗ: Ман анне пек телейл пулăр, тет Г.Н.Волков. Ман пек телейлĕ пулăр тесе
академик амăшĕ тăтăшах каланă. Мĕнре курнă-ши хăйĕн телейне вăл? Ывăлĕсен
пархатарлă ĕçĕнче паллах. Академик, профессор, пĕрре мар, иккĕ. Вĕсем çине
пăхса савăннă амăшĕ, хăйĕн ачисен пархатарлă ĕçĕпе мăнаçланнă.

Г.Н.Волков
çырнӑ сӑвӑ «Аннемçӗм, анне …»

Çуратнӑшӑн
«анне» теместӗп:

Куккук
та çӑмарта тӑвать.

Юратнӑшӑн
«анне» теместӗп:

Çӑхан
та чӗппине савать.

«Тӳс»
тенӗшӗн «анне» теместӗп:

Пуп
та çав сӑмахах калать.

Ӳстернӗшӗн
анне теместӗп:

Ӳсме
мӑян та пултарать.

Юрру-сӑввушӑн
«анне» тетӗп:

Çӗр
пин юрӑ сахалах мар.

Сӑмахусемшӗн
«анне» тетӗп:

Чӗлхемӗрӗн
пур-ха тымар.

Юмахусемшӗн
«анне» тетӗп:

Унта
– чӗнӳ: «Улӑп пулар!»

Пирӳ-тӗррӳшӗн
«анне» тетӗп:

Ӗçченлӗх
вӑл – чунри кӑвар.

Пӗлетӗн
кӑмӑла манне:

Инкек
– хамӑрлӑха манни.

Унсӑр
тӑванлӑх, туслӑх çук.

Унсӑрӑн
эс те, эп те çук.

Пӗлеп,
ман туррӑм, эс камне.

«Аннемçӗм
теп сана, анне.

Геннадий
Никандрович ҫырнă «
Ăслă
ывăл
» хайлав тăрăх
лартнă инсценировка.

Вылякансем:

Автор

Арăмĕ

Упăшки

Ывăлĕ

Шуйттан
çурисем (4-5 хĕр ача)
. Вăйăри хĕрсем

Автор: Пĕр ватă ар çын ывăлĕпе кинĕ патĕнче пурăннă.

(Ар
çын ачапа аслашшĕ калаçса лараççĕ)

Ар
çын ача:
Асатте, юмах каласа
парсам мана.

Аслашшĕ: Çывăрма вăхăт ĕнтĕ, мăнукăм, выртар.

Ар
çын ача:
(йăлăнса) Асатте,
эпĕ сан юмаха итлемесĕр çывăраймастăп.

Аслашшĕ: Итле, эппин. Пурăннă, тет, Чăваш çĕрĕнче арăмĕпе
упăшки. Вĕсен пĕчĕк ывăлĕ пулнă, тата упăшкин ватă ашшĕ пулнă…

(Сцена
çине упăшкипе арăмĕ тухаççĕ. Арăмĕ сĕтел çинчен пуçтарать, савăт-сапана çиллессĕн
шакăртаттарать).

Арăмĕ: Кунĕн те çĕрĕн – çитер, тасат, пуçтар, çу! Виçĕ ар
çын çуртăмра – ман пурне те пăхмалла, йăлтах ĕлкĕрмелле! Санăн ват супнă аçу
пирĕнпе пурăнни мĕн усси? Ĕçне ĕçлеймест, тухса та çÿреймест. Кунĕпе мана
сыхласа ларать.

Упăшки: Ан ÿпкелеш, мăшăрăм. Вăл маншăн тăван атте вĕт,
ăна епле пăхас мар? Пĕр-пĕрне ÿпкеличчен – атя, каяр хĕрсен улахне курма,
чунсене йăпатма!

(Тухса
каяççĕ. Сцена çине вăйă карти тухать, пĕр юрă юрлаççĕ: «Туслă çаран аркине
те…». Арăмĕпе упăшки сăнаса тăраççĕ, хĕрсем вĕсене вăйă картине тăратаççĕ. Юрă
вĕçленсе пынă май хĕрсем сцена çинчен каяççĕ, упăшки ушкăнпах каять, арăмĕ вăйă
карти вĕçĕнчен татăлса юлать. Асар-писер кĕвĕ пуçланать, арăм тавра шуйттан
çурисем сиккелеме-ташлама тапратаççĕ).

Шуйттансем: Хăтăл хунь аçунтан, хăтăл! Çырмана кайса яр, пуçне
çи! Хăтăл хунь аçунтан, хăтăл! Çырмана кайса яр, пуçне çи!

(Арăм
чакса-чакса пырать, шуйттансен ушкăнĕн варрине лекет, хăлхине аллисемпехуплать.
Ташă вĕçленсен шуйттансем арăма хăйсемпе пĕрле сĕтĕрсе каяççĕ).

Арăмĕ: Çук, çук-çук-çук!

(Сцена
пушанса юлать)

Автор: Вăхăт иртрĕ, часах хĕл те ларчĕ.

(Сивĕ
çил улани илтĕнет. Арăмĕпе упăшки сцена çине тухаççĕ).

Арăмĕ: Кашни кун санăн аçу валли шăл çемми апат-çимĕç
хатĕрлетĕп. Ĕçлени çук, çиес тесен – сĕтел хушшшине пĕрремĕш вырнаçать. Мĕн
усси унран? Тарăн вар тĕпне кайса яр эсĕ ăна! Пĕттĕр унта, çырма тĕпĕнчен
тухаймасăр шăнса вилтĕр!

(Каллех асар-писер кĕвĕ,
шуйттансем тухаççĕ, упăшки çумне пырса:

«Хăтăл ватă аçунтан!
Хăтăл! Ним усси те çук унран!» – тесе ахăраççĕ, арăмĕ те
вĕсемпе
пĕрле ташлать. Упăшки пуçне хупласа чĕр куççи çине ларать. Шуйттансем
куçран
çухалаççĕ. Упăшки çумне ватă ашшĕпе пĕчĕк ывăлĕ тухса тăраççĕ. Каллех çил
улать,
шуйттансем сцена тăрăх каялла-малалла чупаççĕ. Çав хушăра упăшки ватă
ашшĕне
çунапа лартса каять, ывăлĕ тĕртсе пырать. Куçран çухалаççĕ, кайран
пушаннă
сцена çине упăшка тата ывăлĕ тухаççĕ).

Упăшки: (пусăрăнчăклăн) Аранах пулчĕ. Йывăр та мар
иккен – çÿллĕ тăвайккинчен çуни-мĕнĕ тĕртсе анчах ятăм. Ну, ывăлăм, киле каяр.

Ывăлĕ: Тăхтасам, атте. Эпĕ çунашкана анса илем.

Упăшки: Ах, ачам, çав кивĕ çунашкапа мĕн тăватăн? Уншăн
мĕн нушаланатăн? Эпĕ сана урăххи илсе парăп.

Ывăлĕ: (куççулĕ витĕр) Çĕннине илсе парăн-ха эсĕ.
Киввине вара эпĕ лаççа пуçтарса
хурăп. Ку çуна тинех ярăнма юрăхлă пулас çук. Вăл
мана хам çитĕнсен, эсир анннепе
иксĕр те ватăлсан пит кирлĕ пулĕ. Сире ун чух çав
çуна çине лартатăп та тарăн вара
килсе йăвантаратăп. Çуни хатĕрех тăтăр!

Упăшки: (кăшт тăхтасан) Эсĕ капла ăслă ача пуласса
шутламан эпĕ… Кайрăмăр часрах, ывăлăм, аслаçу шăнса кайиччен ăна каялла
хăпартар, киле илсе таврăнар. (Ывăлĕ ашшĕне ыталаса илет. Вĕсем кĕрсе
каяççĕ. Сцена çине арăмĕ тухать)

Арăмĕ: Çапла çав: ача ырра курсан – ырă пулать, усала
курсан – усал пулать. Ватта сума сăвакан – хăй те ырлăх куракан. Ватта хурлăх
тăвакан – хăй те хурлăх куракан.
Пирĕн ырă çынсем хушшинчех пурăнасчĕ, усал-тĕсел
вăйне парăнас марччĕ.

«Аннене анне тееççĕ» юрă.

Аннене
анне тееҫҫӗ

Аннене
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Аннене
сутаканӗ ҫук

Аттене
аттее тееҫҫӗ

Аттене
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Аттене
сутаканӗ ҫук

Аппана
аппа тееҫҫӗ

Аппана
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Аппана
сутаканӗ ҫук

Пиччене
пичче тееҫҫӗ

Пиччене
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Пиччене
сутаканӗ ҫук

Йӑмӑка
йӑмӑк тееҫҫӗ

Йӑмӑка
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Йӑмӑка
сутаканӗ ҫук

Шӑллӑма
шӑллӑм тееҫҫӗ

Шӑллӑма
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Шӑллӑма
сутаканӗ ҫук

Юлташа
юлташ тееҫҫӗ

Юлташа
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Юлташа
сутаканӗ ҫук

Тӑвана
тӑван тееҫҫӗ

Тӑвана
илме укҫи ҫук

Укҫи
пулсан, пулмасан та

Тӑвана
сутаканӗ ҫук

1-мӗш ертӳçӗ: Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван,
пылчăкĕ те пылак тет Г.Н.Волков. Кашни çыншăн тăван çĕр-шыв, тăван ен, тăван
кĕтеспе тăван кил чи хакли. Кашни çын хăйĕн çĕр-шывĕпе, тăван ен, тăван чĕлхипе
мухтантăр. Нихçан та тăван киле, ене ан мантăр, ăна упратăр, унпа мухтантăр.Тепĕр
шухăш та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çамрăк ăрушăн, пуриншĕн те.

2-мӗш ертӳçӗ: Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш
академикăн сăмахĕнче, вĕрентĕвĕнче. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ
юрату тытса пырать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», тесе
каланă Г.Н.Волков.

ююю

1-мӗш ертӳçӗ: Г.Н.Волковăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай
енлĕ. Вăл – аслă вĕрентенкен, пистаель, учёнăй, шухăшлав, публицист, куçаруçă,
критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ĕçне паян чăвашсемпе вырăссем
çеç мар, ытти нумай-нумай халăхсем пысăка хурса хаклаççĕ. Калмксемпе узбексеем,
каркссемпе таджиксем, якутсемпе поляксем, нимĕçсем, Чехословакире, Болгарире
тата ытти чылай çĕр-шывсенче унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлеççĕ, пурнăçра усă
кураççĕ.

2-мӗш ертӳçӗ: «Чӑваш халӑхӗн этнопедагогики» — чӑваш халӑхӗн вышкайсӑр
энциклопедийӗ», — тенӗ чӑваш халӑх поэчӗ П.Хусанкай.
Анлă та сулмаклă
пурнăç çул-йĕрĕпе утса хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр Аслă Вĕрентекне чăваш
халăхĕшĕн калама çук пысăк та сăваплă ĕç туса пынă.

Геннадий Никандрович
Волкова халалласа ҫырнă сăвă

Эс
чечек сĕткенĕшĕн,

Пылшăн
вĕҫнĕ хурт пекех

Халăхăн
вĕрентĕвне

Пур
ҫĕрте пуҫтарнăшăн

Тав
тăватăп чĕререн.

Халăхăн
вĕрентĕвĕн

Никĕсне
хывни питех

Лайăх
ĕҫ. Вăл туслăхшăн,

Лайăх,
тăнăҫ пурнăҫшăн

Ҫивĕч
хĕҫ-пăшал пекех.

Ват
ҫынсен вĕрентĕвне

Эс
пуҫтарнă тĕнчере,

Халăхăн
пархатарне

Илтĕн
ĕмĕр-ĕмĕрех.

                             Петӗр Хусанкай

1-мӗш
ертӳçӗ: — Чӑвашӑн космонавт кӑна мар, педагог та пур, — тенӗ В. Сухомлинский.
Унӑн пархатарлӑ ӗçӗсене чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, ытти халӑх учёнӑйӗсемпе
педагогӗсем те пысӑк хак панӑ.

2-мӗш
ертӳçӗ: Геннадий Никандрович Волков калавĕсенче çитĕнекен ăрăва ăс парас,
вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма, пуласлӑх çинчен питех те тарӑн шухӑшлама
вĕрентнине куратпӑр. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплесси, пурнăçра
аслисем вĕрентнине тимлесси, кил-йышпа лайăх пурăнасси, тÿрĕ чунлă пулма
хăнăхтарасси, ĕçе, тăван халăха, тăван чĕлхене юратасси çинчен калани малти
вырăнта.

1-мӗш
ертӳçӗ: 900 ытла ӑслӑлӑх ӗçӗ çырнӑ. Пур халӑх та аслӑ педагог, чӑн-чӑн
вӗрентекен те, халӑхран ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм пухакан çын, — тенӗ вӑл. Хӑй каланӑ
тӑрӑх, темиçе пурнӑç пурӑнса ирттернӗ пирӗн юратнӑ ӑсчах — тутар, вырӑс, нимӗç,
якут, калмӑк пулса курнӑ.

2-мӗш ертӳçӗ: Геннадий Никандрович Волков –педагогика наукисен докторĕ,
профессор (1968), СССР Писательсен Союзĕн членĕ (1982), СССР Педагогика
наукисен академийĕн академикĕ (халĕ РАО) (1990), Чǎваш Республикин НАНИ
академикĕ (1994), Эрфурт (Германи) университечĕн хисеплĕ докторĕ (1982), 500
ытла наука ĕçĕ çырнă, 27 монографи авторĕ, К.Д. Ушинский ячĕпе хисепленекен
СССР педагогика наукисен академийĕн преми лауреачĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ
учителĕ, Саха (Якути) Республикин вӗренӳ
тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Калмӑк Республикин наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Тыва
Республикин наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Раççей Федераци наукӑсен тава
тивӗçлӗ деятелӗ
Кăркăс Республикин çут ĕç отличникĕ. Г.Н. Волков Гердер
ылтăн медальне, К.Ф.Ушинский, Ян Коменский ячĕллĕ медальсене тивĕçлĕ пулнă.
1997 çултан Чǎваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ.

1-мӗш
ертӳçӗ: Пирĕн Аслӑ вĕрентекенĕмĕр – чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, тăван халăха
çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ĕçне малалла тăсаканĕ. Петр Петрович
Геннадий Никандрович чӑваш ӑслӑлӑхне, чун-хавалне, аптраманлӑхне çӗнӗрен çӗнӗ,
çӳллӗрен çӳллӗ карта çӗклес малашнехи çамрӑк хастарсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.

Геннадий
Никандрович Чӑваш ятне, Раççей мӑнаçлӑхне çӳле çӗкленӗ. Эпир унпа мухтанатпӑр,
вӑл вӗрентсе каланисене асра тытатпӑр.

Геннадий Никандровичăн амăшĕ
—  Евдокия Михайловна Волкова — виçĕ ывăл, виçĕ ăсчах, виçĕ пăхаттир
çуратса ӱстернĕ.
 Вĕсенчен
чи асли — Геннадий, эпир пурте пĕлекен Геннадий Никандрович Волков, чăвашсен
пĕрремĕш академикĕ, доктор ятне икĕ хут тивĕçнĕскер, çав вăхатрах Эрфурт
академийĕн хисеплĕ докторĕ, вăталăх ывăлĕ — Анатолий Никандрович — медицина
наукисен докторĕ, кĕçĕнни — Зиновий Никандрович — медицина наукисен кандидачĕ.
Ăна  чиркÿ шкулĕнче икĕ класс пĕтерме çеç тÿр килнĕ. Шăллĕне 
пăхмалла тесе амăшĕ  шкула урăх яман. Ун вырăнне шăллĕ икĕ институт
пĕтернĕ. Евдокия Михайловна чăваш ачисем чăвашла шăкăл-шăкăл калаçнă. Вăл чăваш
ачисем чăвашла пĕлменнишĕн пит хурланса: «Чăвашла вĕрентмесен ача усал ÿсет.
Ăсĕ хĕсĕнсех пырать, имшерленет. Вара чăваш ачи тăван килĕнче усрав ывăл, усрав
хĕр пулса тăрать. Тăван чĕлхесĕр тăван кил çук, анне чĕлхисĕр çуратнă анне те —
ама çури. Чăвашла та вĕренеймен чăваш арăмĕ ачине мĕне вĕрентĕ-ши?»- тенĕ.
Амăшне Геннадий Никандрович çапла  хакланă: «Анне пурăннă чухне эпир те
сывă. Вилĕмсĕр. Вăл çук пулсан çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн
тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ».

Унăн  
ячĕ пирĕн асăмăрта ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ.  Г.Н. Волков çырса хăварнă ĕçĕсем
кунран-кун усăллă пулĕç. 
Вăл  вӗрентнӗ ҫамрӑксен хушшинче 32 халӑх ывӑлӗ-хӗрӗ
пулнă, Геннадий Никандрович вӗсене пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пилленĕ.
 Тӑван халӑх ятне кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та ҫӳлте тытма
ыйтнă.
 Хамăр калаçава  унăн сăмахĕсем пе
вĕслĕс килет: « 
Пурӑнӑҫ хӑй те самант, анчах та тӗнче тӗлӗнтермӗш ман халӑхӑм
пин-пин ҫул пурӑнтӑр!
 Телейлӗ халӑх! Пехил Сире, тус-юлташӑмсем, ачамӑрсем, мӑнукӑмсем! Манӑн пил, пехилӗм пурсӑра та ҫиттӗр!»

Тӗллевӗсем: 1. Ачасене чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗпе Г.Н.Волков
академикпа паллаштарасси.

2. Чӑвашсен паллӑ çыннисемпе мухтанса мӑнаçлӑх туйӑмне
ÿстересси.

3. Ачасен пуплевне аталантарасси.

3. Тӑван çӗр-шыва, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси.

4. Пурнӑçра нихӑçан та хакне çухатман пуянлӑха – тӗрӗслӗхе, ырӑ
кӑмӑллӑха, туслӑха, çураçупа килӗшӗве — упрама вӗрентесси.

Зала, сценӑна Г.Н.Волков академикӑн пурнӑçӗпе пултарулӑхне кӑтартса
паракан плакатсемпе, ачасем кӑларнӑ хаçатсемпе илемлетнӗ, кӗнекесен,ÿкерчӗксен
выставкине йӗркеленӗ. Илемлӗ юрӑ кӗвви илтӗнет
.

Пирĕншĕн тĕлĕнмелле çынсенчен
пĕри – Геннадий Никандрович Волков, тĕнчипе паллă этнопедагог.Ăсĕ çивĕч унăн,
шухăшĕ тарăн
 1967 çулта Г.Н.Волковăн «Этнопедагогика чувашского народа»
ятпа монографи  пичетленсе  тухнă. Автор пĕтĕм тĕрĕк  халăхĕсене
аван пĕлнипе, тĕрĕк  халăхĕсемпе  вырăс халăхĕн пĕрлĕхне уççăн
кăтартса панă хăйĕн тĕпчевĕнче.
 Вăл — 800 ытла наука
ĕçĕн авторĕ. 
Г.Н. Волков педагогика тата
этнопедагогикăпа Мускаври М.И. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх
университетĕнче ятарлă курссем вуланă. Унăн концепцийĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă.
Вăлах  педагогика наукисен докторĕ, профессор (1968), СССР
Писательсен Союзĕн членĕ (1982), СССР Педагогика наукисен
академийĕн академикĕ (халĕ РАО) (1990), Чǎваш Республикин  НАНИ
академикĕ (1994), Эрфурт (Германи)  университечĕн хисеплĕ докторĕ (1982),
500 ытла наука ĕçĕ çырнă, 27 монографи авторĕ, К.Д. Ушинский ячĕпе хисепленекен
СССР педагогика наукисен академийĕн преми лауреачĕ,  Чăваш АССРĕн
тава тивĕçлĕ учителĕ, Кăркăс Республикин çут ĕç отличникĕ.  Г.Н.
Волков Гердер ылтăн медальне, К.Ф.Ушинский, Ян Коменский ячĕллĕ медальсене
тивĕçлĕ пулнă. 1997 çултан Чǎваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ. 

Геннадий Никандрович 20 çул ытла
пединститутра ĕçленĕ. 
Тем те курнӑ, таҫта та
ӗҫленӗ.
 20 ытла курс ирттернĕ,
вӑл шутра 200 сехетлӗ математика методикине те.
 Унăн
этнопедагогикӑпа 9 предмет.
  Пӗтӗмӗшле
Калмӑкра кӑна вуланӑ, ытти ҫӗрте татӑкӑн-татӑкӑн.
 Пуҫласа
вара — Сарбоннӑра, Парижра.
 Вăл 
50 ытла университетра ӗҫлесе пӑхнӑ.
 Парижран пуҫласа
Якутска ҫитиччен тӗрлӗ университетра лекцисем вуланă.  
Ҫав
шутра икӗ консерваторире.
  Щепкин
ячӗллӗ театр училищинче те, юристсем, экономистсем, менеджерсем патӗнче те.
    Эрфуртра
виҫӗ ҫул,  Песталоцци шкулӗнче те вӗрентнĕ.
 Геннадий Никандрович наукăн 50
яхăн докторне, 250 ытла кандидатне хатĕрленĕ

Геннадий Никандрович 20 çул ытла
пединститутра ĕçленĕ. 
Тем те курнӑ, таҫта та
ӗҫленӗ.
 20 ытла курс ирттернĕ,
вӑл шутра 200 сехетлӗ математика методикине те.
 Унăн
этнопедагогикӑпа 9 предмет.
  Пӗтӗмӗшле
Калмӑкра кӑна вуланӑ, ытти ҫӗрте татӑкӑн-татӑкӑн.
 Пуҫласа
вара — Сарбоннӑра, Парижра.
 Вăл 
50 ытла университетра ӗҫлесе пӑхнӑ.
 Парижран пуҫласа
Якутска ҫитиччен тӗрлӗ университетра лекцисем вуланă.  
Ҫав
шутра икӗ консерваторире.
  Щепкин
ячӗллӗ театр училищинче те, юристсем, экономистсем, менеджерсем патӗнче те.
    Эрфуртра
виҫӗ ҫул,  Песталоцци шкулӗнче те вӗрентнĕ.
 Геннадий Никандрович наукăн 50
яхăн докторне, 250 ытла кандидатне хатĕрленĕ

Волков Геннадий НикандровичВолков Геннадий Никандрович — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1982 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 2001 ҫулта Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, 1987 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ячӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

1967 ҫулта К.Д. Ушинский ячӗллӗ СССР АПН премиӗн лауриачӗ пулнӑ. 1997 ҫултан Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ. 1987 ҫулта Киргизи АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята панӑ.

Темиҫе ылтӑн медале тивӗҫлӗ пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ.

1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

500 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче 27 монографи. Халӑх педагогикине тӗпчесе аталантарнисӗр пуҫне вӑл хайлавсем ҫырассипе те, ытти авторсен ӗҫӗсене куҫарассипе те, халӑх пултарулӑхне пухассипе те паллӑ пулнӑ. Константин Иванов, Иван Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Лев Толстой пултарулӑхне тӗпчесе статьясем ҫырнӑ. Хайлавӗсем «Асанне калавӗсем», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксене», «Юманпа хӗвел» тата ытти кӗнекесенче пичетленнӗ.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Васильев, E. «Аҫу–аннӳн, чӑваш халӑхӗн тата аслӑ ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ ывӑлӗ пулӑн…» / E. Васильев // Ялав. — 1997. — 11№. — с.73.
  • Васильев, E. Пурнӑҫ ҫулӗ / E. Васильев // Хыпар. — 1997. — юпа 31. — («Хыпар» кӗнеки; 27№; с.3).
  • Васильева, О. Тӳрӗ те ырӑ чунлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ / О. Васильева // Хыпар. — 2006. — кӑрлач 18.
  • Волков, А. Вӗрентекен пулма Турӑ пӳрнӗ / А. Волков // Хыпар. — 1997. — юпа, 29.
  • Иванов, В. Г. Н. Волков нимӗҫсене чӑвашла вӗрентни ҫинчен / В. Иванов // Халӑх шкулӗ. — 1997. — 5–6№. — с.86–87.
  • Иванов, В. Чӑваш, Раҫҫей, СССР, Германи халӑхӗсен вӗрентӳҫине тавах / В. Иванов; фот. Г. Верблюдов // Чӑваш тӗнчи. — 2005. — Раштав (3№). — ҫ.8; ҫавах // Хыпар. — 2002. — чӳк, 2.
  • Малышкин, Н. Волков Геннадий Никандрович // Малышкин, Н. Ф. Eлчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем / Н.Ф. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — с.14–16.
  • Очинникова, К. Ӑш пиллӗх тӗнчи / К. Очинникова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2003. — кӑрлач, 10 (2№). — с.4.
  • Тӳрӗ те ырӑ чунлӑ пулма вӗрентет // Тӑван Атӑл. — 2006. — 1 №. — с.72.

Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-10-31 10:16:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12230 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.

Тема:  Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков

Тема актуаллăхӗ: 2022 ҫул — Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче  Геннадий Никандрович Волков ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Учитель, тӑван ҫӗршывӑн этнопедагогикин патриархӗ, чӑваш Енпе Раҫҫейӗн чӑн-чӑн легендӑпа мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑнӑскер. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пани — чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри.

Тĕллевсем:

       1.Сапӑрлӑх тӗллевӗ: тӑрӑшса ӗҫлени ҫынна хисеп кӳнине кӑтартасси; кӑмӑла каякан ӗҫре ҫитӗнӳ пулнине ӑнланма пулӑшасси; республикӑри паллӑ ҫынсем пек пулма тӑрӑшасси; Тӑван Ҫӗршывшӑн мӑнаҫланасси; чăвашăн чĕлхине юратма, хисеплеме хавхалантарасси.  

    2. Пӗлӳ тӗллевӗ: ачасене хамăр ентешĕн, Г.Н.Волковăн ĕçĕ – хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарасси;

      3. Аталантару тӗллевӗ: тĕпчев ĕçне тăсасси, ачасен тавракурăмне аталантарасси, сăмах йышне ÿстересси, ҫын умӗнче тухса калама хӑнӑхтарасси; чӑваш Республикин историне вӗренессипе кӑсӑклантарасси; ачасен патриотизм туйӑмӗсене аталантарасси; тата Чӑваш Республикин историне юратма вӗрентесси,.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедийный проектор, экран, слайдсем.
Класс хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗн йĕрки.

  1. Хатĕрленÿ саманчĕ.

Валерия:   Ырӑ кун пултӑр хаклă тăвансем!

Даша:    Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем!

Валерия:   Аттесемпе аннесем! Шăллăмсемпе йăмăксем!

Даша:   Юратнă вӗрентекенсемпе ачасем тата курма килнĕ хăнасем!

Валерия:  2022 ҫул — Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ .

София:  Ырă ĕçе пуçăннă чăвашсем сахал мар. Эпир паян сирĕнпе Геннадий Никандрович Волков çинчен калаçăпăр. Волков академикӑн тӑван ҫӗршывӗ — пархатарлӑ  Елчӗк ҫӗрӗ. Вăл – пирĕн ентеш, чăн-чăн чăваш çынни, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Дмитрий Лихачев ăна Никита Бичурин, И.Я.Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ тесе хакланă. Пирĕншĕн Геннадий Никандрович — тăван халăха парăннă çын тĕслĕхĕ, Елчĕк енĕн пултаруллă çынни. Паян эпир пирĕн ентеш тепĕр паллă çыннипе паллашрăр. Унпа эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр

     Валерия:                           Кашкӑрсен таврашӗнчен

                                                 Тухнӑ Иванов Кӗçтен.

                                                 Эс те Хуначи пичче,

                                                 Ивановсен йӑхӗнчен

                                                 Мар-и? Кӗçӗн шӑллӗ, тен.

      Даша:                                 Ӑсу-пуçупа, чунпа

                                                   Эс, чӑнах, тӑван унпа.

                                                   Иван Якӑльччӑн пилне

                                                   Илейсе чӗре çумне

                                                   Ӗçленӗ хӗрӳ кӑмӑлпа.


                             Экран çинче Г.Н.Волковăн портречĕ (1-мĕш слайд)

Ирина Николаевна: Геннадий Александрович Волков хӑйӗн биографийӗ ҫинчен каласа панӑ май хӑйӗн пурнӑҫне тапхăрсем ҫине пайлать. «Манӑн педагогика биографийӗн тапхӑрӗсем. Ку — чӑваш, Хусан, Мускав, Эрфурт тапхăрĕ – ҫырать Г. Н.Волков .»  

                                  Экран ҫинче 2-мĕш слайд

Валерия: Геннадий Никандрович Волков 1927 çулхи юпа уйӑхӗн 31-мĕшĕнче Чӑваш Республикине кӗрекен Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. 1935-1942 çулсенче вăл Аслă Елчĕкри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1942-1945 ҫ. — Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренет. Шкулта тăрăшса вĕренет. Хисеп хучĕсем Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче упранаççĕ.1943-1945 ҫ. – В.И. Ленин ячӗллӗ иккӗмӗш уй – хир бригадин бригадирӗн помощникӗ. 1945-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗрет. Тӑватӑ ҫултан учителӗн дипломне алла илет.                                                                    

Даша: 1949-1952-мĕш ҫулсенче Хусанти педагогика институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. 1950-1951-мĕш ҫулсенче Хусанти  шкулта физика учителӗ.

София:  1962 ҫул – «этнопедагика» термин сӗннӗ. 1967 ҫул – «Чӑваш халӑхӗн монографие» тухтӑр диссертацийӗ вырӑнне хӳтӗленӗ. 1971 ҫултан пуҫласа Мускавра шкулсенче наци шкулӗсен Институчӗн педагогика секторӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.  

     Валерия: 1979-мӗш -1982 мӗш ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗн профессорӗ пулса ӗҫленӗ. Г. Н. Волков Раҫҫей педагогика журналӗсен ертӳҫисен редколлегийӗсенче тӑнă. Каярахпа Калмӑк Республикине куҫать. Кунта вӑл этнопеди теорийӗпе лаборатори заведующийӗ тӗлӗшпе консультант пулса тӑрать, этем аталанӑвӗн Институтӗнче педагогика ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлет. Вӑл тӗрлӗ наука журналӗсен редакторсен коллективӗсенче тӑрать.

                                    Экран ҫинче 3-мĕш слайд

    Ирина Николаевна: Вӗсен ҫемйинче пилĕк ача пулнă. Асли — Геннадий Никандрович. Аслӑ ученӑй ашшӗ — Никандр Никитич математикăпа физика вĕрентнĕ. Амӑшӗ  Евдокия Михайловна.  Ашшӗпе амӑшӗ те ӑна мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑха юратма, хисеплеме хӑнӑхтарнӑ. Геннадий Никандрович амӑшне хăй те питӗ юратнӑ, хисепленӗ. Амӑшӗ ӑна Кени тесе чӗннӗ. Инҫете тухса кайсан кăшт пушă вăхăт тупăнсанах вăл тăван килне çыру çырма васканă. Ман пек телейлĕ пулăр тесе академик амăшĕ тăтăшах каланă. Мĕнре курнă-ши хăйĕн телейне вăл? Паллах, ывăлĕсен пархатарлă ĕçĕнче. Евдокия Михайловна — 94 çул пурăннă вăл çак çутă тĕнчере. Ачисем çине пăхса савăннă амăшĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕпе мăнаçланнă. Ку ырă тĕслĕх кашнишĕнех.

         Чăваш педагогика университетĕнче «Амăшĕсен Мухтав музейĕнче » унăн Евдокия Михайловна ÿкерчĕкне курма пулать. Амăшне халалласа ҫырнă сăвă.

Валерия:  Г.Н.Волков çырнӑ сӑвӑ «Аннемçӗм, анне …»

                                     Аннемçӗм, анне…

                          Çуратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Куккук та çӑмарта тӑвать.

                          Юратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Çӑхан та чӗппине савать.

                         «Тӳс» тенӗшӗн «анне» теместӗп:

                         Пуп та çав сӑмахах калать.

                         Ӳстернӗшӗн анне теместӗп:

                         Ӳсме мӑян та пултарать.

                         Юрру-сӑввушӑн «анне» тетӗп:

                         Çӗр пин юрӑ сахалах мар.

                         Сӑмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Чӗлхемӗрӗн пур-ха тымар.

                         Юмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Унта – чӗнӳ: «Улӑп пулар!»

                         Пирӳ-тӗррӳшӗн «анне» тетӗп:

                         Ӗçченлӗх вӑл – чунри кӑвар.

                         Пӗлетӗн кӑмӑла манне:

                         Инкек – хамӑрлӑха манни.

                         Унсӑр тӑванлӑх, туслӑх çук.

                         Унсӑрӑн эс те, эп те çук.

                        Пӗлеп, ман туррӑм, эс камне.

                       «Аннемçӗм теп сана, анне.
                                             Нумай енлĕ талант

     Экран çинче Г.Н.Волковăн кĕнекисем: «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ», «Юманпа хĕвел», «Шăлламсемпе йăмăксем» , «Созвездия земли», «Бибиблиографический указатель», «Педагогика жизни», «Обыкновенное дело педагога», «Жизнь, смерть и бессмертие патриарха». (4 –мĕш слайд)

Даша:     

           Г.Н.Волковăн ĕçĕ — хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл – аслă вĕрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог, сăвăҫ.

           Унăн «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксем» кĕнекисене вуншар чĕлхепе вулаççĕ. Пирӗн ҫершыври халӑхсен туслӑхне вӑл «Созвездие земли», «Юманпа хĕвел» кӗнекесенче уҫса парать. Çак кĕнекесем чăннипех те чăваш халăхĕн иксĕлми сăмах пуянлăхĕпе пĕлсе усă курнă произведенисем. Унти  тăван халăх чĕлхи, унăн йăли-йĕрки, юмахĕсем, ваттисен сăмахĕсем, ырă сунни, пехил, ача-пăча каларăшĕсем, вăййисем ҫитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕҫре пулăшса пыраҫҫĕ. Унӑн пурнăҫа вĕрентекен калавӗсемпе повеҫӗсем вулакана пырса тивеҫҫӗ, сӑнарӗсем — нумай пӗлтерӗшлӗ. Ăнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ, ачасем хаваспах вулаҫҫӗ.

Ирина Николаевна: Г.Н.Волковăн калавĕсем шкул программинче те пур.
Экран çинче «Ылтӑн Шевле 2», «Литература вулавӗ 3», «Асамат кӗперӗ 3», «Тӑван литература 5».

      «Ылтӑн Шевле 2» — «Суранланнă улмуççи»;

      «Литература вулавӗ 3» — «Пуянлӑх хакне ӗҫлекен кӑна пӗлет»;

      «Асамат кӗперӗ 3»-«Суяпа инҫе каяймӑн», «Ӑслӑ ача»;

      «Тӑван литература 5» — «Ӑслӑ ача»;

       Халĕ «Хӑна чечекӗн асамӗ»  калава ачасем кăтартса парасшăн.

    Геннадий Никандрович ҫырнă «Хӑна чечекӗн асамӗ», «Ăслă ача»  калав тăрăх лартнă инсценировка.

    Экран çинче «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак»  

Валерия: Г.Н.Волков аякра пулсан та, Чăваш çĕр-шывне манман, питĕ тунсăхланă уншăн. «Маншăн Чăваш çĕр-шывĕ – аслă çĕр-шыв» — тенĕ вăл.
Ачасем, айтăр-ха аслӑ вӗрентекенӗмӗр каланă сăмахсене пĕрле вулар. Мĕнле тĕлĕнмелле ырă каланă вăл тăван çĕр çинчен. 

«Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак.»

« Кашни çын хăйĕн çĕр-шывĕпе, тăван чĕлхипе мухтантăр. Нихăçан та тăван киле, тăван ене ан мантăр.»

София: Геннадий Никандрович Волков тӑван чӗлхе çинчен каланӑ йӗркесене итлер.

«Тӑван чӗлхе – вӑл тӑван халӑхӑн нихçан та иксӗлми ӑс-тӑн çӑлкуçӗ.»

«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-хакӑл чечекӗ. Унта –тӑван çӗр-шывӑн сенкер пӗлӗчӗ, уçӑ сывлӑшӗ, аслати-çиçӗмӗ, хирӗ-уйӗ, улӑхӗ-çаранӗ, тӑвӗ-сӑрчӗ, Атӑлӗ-Пӑли, унӑн ытарайми юманлӑхӗпе шӗшкӗлӗхӗ…»

Валерия: «Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ.»

 «Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, виçӗ чӗлхе – виçӗ ӑс. Ӑслӑ пулар эппин! Тӗнче çине тарӑнрах та анлӑрах пӑхар!»

                                                             Пĕтĕмлетӳ

    София : «Чӑвашӑн космонавт кӑна мар, педагог та пур», — тенӗ В. Сухомлинский.  Г.Н.Волковăн пархатарлӑ ӗçӗсене чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, ытти халӑх учёнӑйӗсемпе педагогӗсем те пысӑк хак панӑ, тĕпе хунă. Аслă вĕрентекенĕмĕр вĕсемпе питĕ туслă пурăннă.

     Валерия:   Геннадий Никандрович Волков –  педагогика наукисен докторӗ, СССР Педагогика наукисен академийӗн академикӗ, Раççей вӗренӳ академийӗн академикӗ, К.Д.Ушинский ячӗллӗ преми лауреачӗ, Эрфурт университечӗн хисеплӗ докторӗ, Чӑваш АССР тава тивӗçлӗ учителӗ, Раççей Федераци наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

      Даша: Геннадий Никандрович Волков – Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш республикин хисеплӗ гражданинӗ.Пирӗн паллӑ ӑсчах-вӗрентекен К.Д.Ушинский, Я.А.Коменский», «Чӑваш республики умӗнчи тивӗçсемшӗн», «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳри çитӗнӳсемшӗн» медальсене тивӗçнӗ.  

       Ирина Николаевна: Чӑваш ҫӗрӗ Н.И.Ашмарина, М.К.Ҫеҫпӗле, К.В. Иванова, А. Г. Николаева, И. Я. Яковлева, Н. Я. Бичурина ҫитӗнтернӗ. Геннадий Никандрович Волков ячӗ, чӑн та, ҫакӑн пек аслӑ ҫынсемпе юнашар тӑрать. Вӗсем — пирӗн халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ. Вырӑс халӑхӗ хушшинче Г. Н.Волков ячӗ Н. К.Крупская, А. С. Макаренко, В. А. Сухомлинский ячĕсемпе юнашар тӑрать. Ҫавӑн пек ҫын ҫӗр ҫулта пӗрре ҫуралать. Г. Н.Волков – Тӑван Ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ, мӑнаҫлӑ та вӑйлӑ ҫынни.

    Шел, Геннадий Никандрович яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асĕнче яланах упранĕ. Эпир унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса ачасене вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пырăпăр. Унăн пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме вăй-хал парса тăрĕç.


Ирина Николаевна:  Ачасем, пирĕн те çавăн пек вăйлă çынсенчен вĕренсе пымалла. Аслă, ĕçчен, пултаруллă пулма тăрăшмалла.   
2-мĕш ертсе пыракан: Çапла пултăр. Çакăнпа вĕҫлетпĕр паянхи тĕлпулăва.Илемлӗ юрӑ кӗвви илтӗнет. Чаршав хупăнать.

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Disambig gray.svg Волков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Хуначи Кашкăр
Геннадий Никандрович Волков
Volkov G N.jpg
Çуралнă вăхăт: 1927, юпа, 31
Çуралнă вырăн: Аслă Елчĕк ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2010, раштав, 27
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, Раççей
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg ССРП Flag of Russia.svg РФ

Ăслăх сфери: Этнопедагогика
Ĕç вырăнĕ: Раççей пĕлӳлĕх академийĕ
Ăсчах степенĕ: педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор, академик
Паллă: XX ĕмĕрти СССР, Раççей, Чăваш Енĕн педагогĕ, публицисчĕ
Чыславсемпе парнесем
Medal K.D.Ushinsky rib.png Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Ribbon ComeniusMedal1953.png

Honoured Science Worker of the Russian Federation.png

Волков Геннадий Никандрович (1927, юпа, 31, Чăваш АССР, Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк ялĕ — 2010, раштав, 27, Шупашкар, Чăваш Республики) — тĕпчевçĕ, педагог, педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1967), профессор (1968), çыравçă, куҫаруҫӑ, критик, Чӑваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1987), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), СССР Педагогика ăслăх академийӗн К.Д.Ушинский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967), Германири Эрфурт университечӗн хисеплӗ тухтăрĕ (1982), Кӑркӑс ССР халӑха вӗрентес ĕç отличникӗ (1987), Саха Республикин халӑха вӗрентес ӗҫӗн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Калмăк, Тыва республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997), Чӑваш Республикин, Калмӑк Республикин, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997), Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2006)

Темиçе ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Никандрович (1927 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă.

1949 çулта Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен, 1952 çулта Хусанти педагогика институчĕн аспирантуринчен вĕренсе тухнă.

1952-1972 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче аслă вĕрентӳçĕ, педагогика кафедрин доценчĕ, проректор пулса ĕçленĕ. 1972-1993 çулсенче Раççей Федерациĕн çутĕç министерствин наци шкулĕсен ĂТИ секцин ертӳçи пулнă. 1972-1982 çулсенче Эрфуртри аслă педагогика шкулĕнче вĕрентнĕ.

1993 ҫулта – Патшалӑх ҫемьепе воспитани институчӗн этнопедагогка лабораторийӗн ертӳҫи, 1999 ҫултанпа – Калмӑк патшалӑх университечӗн профессорӗ. 2003 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче этнопедагогикӑн наукӑпа тӗпчев институне йӗркеленӗ. 2005 ҫултанпа Калмӑк Республикин патшалӑх университетӗнче этнопедагогика ҫӗнӗлӗхӗсен лабораторине йӗркелесе ертсе пынӑ.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Волков 500 ытла ăслăлăх ĕçĕ, вĕсем шучĕнче 27 монографи çырнă.

  • [1]
  • Волков Г. Н., Егоров В.Н. Чувашская народная педагогика: Очерки. — Шупашкар: Чувашпатиздат, 1958.

Ăслăх кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Волков, Геннадий Никандрович. Нравственное воспитание учащихся IV-VIII классов сельской национальной школы : Пособие для учителя. — М.: НИИ нац. шк., 1986.
  • Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика жизни. — Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 1989. — ISBN 5-7670-0217-7
  • Волков, Геннадий Никандрович. Судьба патриарха : Роман-эссе. — Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 1998. — ISBN 5-7670-1054-4
  • Волков, Геннадий Никандрович. Этнопедагогика : Учеб. для студентов сред. и высш. пед. учеб. зав.. — М.: Academia, 2000. — ISBN 5-7695-0413-7
  • Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика любви : Избр. этнопед. соч. : [В 2 т.] / М. Н. Егоров пуçт.. — М.: Магистр-Пресс, 2002. — Т. 2. — ISBN 5-89317-182-9
  • Волков, Геннадий Никандрович. Педагогика любви : Избр. этнопед. соч. : [В 2 т.] / М. Н. Егоров пуçт.. — М.: Магистр-Пресс, 2002. — Т. 1. — ISBN 5-89317-181-0
  • «Этнопедагогика» кĕнекене РФ пĕлӳлĕх министерстви аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ паракан шкулсене вали вĕренӳ кĕнеки тесе çирĕплетнĕ.
    • В. А. Сухомлинский 1961 çулта Волков патне çапла çырнă:

      Под впечатлением Вашей книги я задумал написать книгу об украинской народной педагогике… Если удастся осуществить замысел, посвящу книгу Вам

  • 2002-2003 çç. двухтомник «Педагогика любви», избранные этнопедагогические сочинения «Становление этнопедагогики как отрасли педагогической науки», «Педагогика национального спасения», «Чувашская этнопедагогика»

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Асанне калавĕсем» (1957);
  • «Пурнăç тыткăçĕ» (1961);
  • «Туслăхра — вăй» (1964);
  • «Юманпа хĕвел» (1975);

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Волков палăкĕ (35 çурт, Ленин проспекчĕ, Шупашкар[2])
  • 62-мĕш Г.Н. Волков ячĕллĕ вăтам шкул (Шупашкар)

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Волков вулавĕсем

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Этнопедагогика Архивленĕ 22 Юпа уйӑхӗн 2015 çулта.
  2. ^ Шупашкарта Генадий Волков академикăн пулас палăкĕн вырăнне чул хунă Архивленĕ 22 Ака уйӑхӗн 2016 çулта.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Викторов, Г. Я вернусь… : откровения академика Геннадия Волкова Архивленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 çулта. / Г. Викторов ; [сост. и ред. Л. И. Филиппова]. – Чебоксары : Новое Время, 2006. – 203 с.
  • Васильев, Е. В. Педагогика любви Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 çулта. Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 çулта. : [о педагогике Г. Волкова] / Е. В. Васильев, К. А. Петров // Халăх шкулĕ = Нар. шк. – 2007. — № 5. – С. 94-95.
  • Викторов Г. А. Педагог современности // Учёные. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2006. — Т. 1. — С. 72—80. — (Библиотека Президента Чувашской Республики).
  • Культурное наследие Чувашии
  • Литературная карта Чувашии Архивленĕ 27 Нарӑс уйӑхӗн 2017 çулта.
  • Ҫулталӑк кӗнеки=Календарь года Архивленĕ 29 Ҫурла уйӑхӗн 2017 çулта.
  • 7 книг на библусе
  • Разумный В. А. Воспоминания современника о Г. Н. Волкове(ĕçлемен каçă)
  • Хуторской А. В. Волков Геннадий Никандрович — вы знаете этого гениального человека?
  • Педагогика любви Архивленĕ 6 Чӳк уйӑхӗн 2013 çулта. // Якутия (газета). — 2010, 12 июля.
  • Волков Геннадий Никандрович Архивленĕ 6 Чӳк уйӑхӗн 2016 çулта.
  • Геннадий Волков амӑшӗ: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет»

«Г.Н. Волков. Ăслă ача» темăпа хатĕрленĕ урокăн методика разработки

С.Г. Прокопьева, Шупашкар районĕнчи

Иккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта

пуçламăш классене вĕрентекен

Урок тĕллевĕ: ашшĕ-амăшне, ватта юратма, хисеплеме вĕрентесси.

Урок задачисем:

1. Г.Н. Волков биографийĕпе паллаштарасси.

2. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллаштарасси.

3. «Ăслă ача» хайлава тĕрĕс, палăртуллă вулама хăнăхтарасси.

Кĕтекен результатсем:

1. Чăваш чĕлхи пуянлăхне туйма, чĕлхене хисеплеме вĕренсе пыни.

2. Харпăр-хăй, юлташĕсен ĕçне хак пама вĕренсе пыни.

3. Ачасен вулав пултарулăхĕ çирĕпленни.

4. Вĕренÿ задачисем лартма вĕренсе пыни.

5. Героя, унăн хăтланăвне хак пама пĕлни.

6. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

Урокра усă курма кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем:

1. Презентаци.

2. А.Р. Кульева, Э.В. Анатольева, И.А. Федорова хатĕрленĕ «Асамат кĕперĕ. 3 класс» хушма вулав кĕнеки.

Урок юхăмĕ

1. Класа урока хатĕрлени.

Вĕрентекен. Пурне те ырă кун сунатăп. Шăппăн парта хушшине кĕрсе ларăпăр. Урокра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп. Вулав урокне юрăпа пуçлăпăр.(1-мĕш слайд.)

«Урокра» юрă (сăвви Юрий Петровăн, кĕвви Анатолий Никитинăн) янăрать. (Ачасем учительпе пĕрле юрлаççĕ.)

Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель савăк сăнпалан.

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.

Урокра тупатпăр хамăр ăс-тăна.

Вĕренсе пыратпăр пиллĕкпе кăна.

2. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

Вĕрентекен. Ачасем, киле панă ĕçе аса илер-ха. (Ачасен хуравĕсем: килте пирĕн «Манăн çемье» проект хатĕрлемелле пулнă.)

Вĕрентекен. Сирĕн ĕçсемпе паллашăпăр. (Ачасем тухса калаçни.)

Вĕрентекен. Мĕнле хак пама пулать проектсене? (Ачасен хуравĕсем.) Питĕ аван. Çемье сирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăнлантăмăр.

3. Урок темине, задачисене палăртни.

Вĕрентекен. Çемье-мĕн пур пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Çемьере эпир пĕр-пĕрне юратма, ăнланма, каçарма, аслисене тата ватта хисеплеме, пулăшма вĕренетпĕр. Шел пулин те, çемьере йывăрлăхсем те сиксе тухма пултараççĕ. Çак йывăрлăхсенчен тĕрлĕ çемье тĕрлĕрен тухать. Паян эпир сирĕнпе пĕр çемьере пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен вулăпăр. Ку пăтăрмах çинчен«Ăслă ача» хайлавра çырса кăтартнă. Хайлав авторĕ-Г.Н. Волков. Урок темине палăртăпăр (Ачасен хуравĕсем.) (2-мĕш слайд. Урок теми: Г.Н. Волков. Ăслă ача)

Вĕрентекен. Хамăр ума тĕллев лартăпăр та ĕçе тытăнăпăр. Урокра мĕнле ĕçсем тăвăпăр-ши? (Ачасен хуравĕсем.)

Вĕрентекен. Урокра Г.Н. Волков биографийĕпе паллашăпăр, вăл çырнă «Ăслă ача» хай- лава вулăпăр.( 3-мĕш слайд.

1. Г.Н. Волков биографийĕпе паллашасси.

2. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллашасси.

3. «Ăслă ача» хайлава тĕрĕс, палăртуллă вулама хăнăхасси.)

4. Автор биографийĕпе паллашни.

Вĕрентекен. Кам-ха вăл Г.Н. Волков ? Эсир мĕн пĕлетĕр ку çыравçă çинчен?(Ачасен ху- равĕсем.)(4-мĕш слайд.)

Геннадий Никандрович Волков (Хуначи Кашкăр)-чăваш халăхĕн тĕнчипе паллă ывăлĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессор, академик, çыравçă. Вăл 1927-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă. 2010-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Г.Н. Волков ачасем валли вуншар калав ҫырнӑ, кӗнекесем пичетленӗ. Чăваш литературинче Геннадий Волков ăса вĕрентекен хайлавсем çырса палăрнă.

5. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллашасси.

Вĕрентекен. Итлесе пăхар-ха Геннадий Никандрович Волков ҫырнӑ «Ăслă ача» хайлава. Автор ку хайлавпа вулакана мӗн каласшӑн пулнӑ? (Хайлавăн тӗп шухăшӗ мӗнле?) Ку ыйту ҫине урок вӗҫӗнче хурав парăпăр.(Вĕрентекен «Ăслă ача» хайлава вулать.)

6. Словарь ĕçĕ.

Вĕрентекен. Килĕшрĕ-и сире хайлав? Хайлаври сăмахсене пурне те ăнланмалла-и? (Класри ачасем сăмахсене ăнланмаççĕ пулсан словарь ĕçĕ туса ирттермелле: вуланă предложенисене вырăсла куçарса е ăнланман сăмахсене ăнлантарса).

7. Физкультминутка. Вĕрентекен. Кăшт канса илĕпĕр.( 5-мĕш слайд.)

(Ачасем сăвă сăмахĕсене калаççĕ, хусканусем тăваççĕ.)

Ачасем. Кам пурăнать хваттерте?

Пĕрре,иккĕ, виççĕ,тăваттă.

Кам пурăнать хваттерте?

Пиллĕк,улттă тата çиччĕ.

Савнă аттепе анне,

асаттепе асанне,

пиччепеле йăмăк, эпĕ –

Пирĕн туслă çемье.

8. Текстпа ĕçлени.

Вĕрентекен. Ачасем, «Ăслă ача» хайлавра мĕн çинчен çырса кăтартнă? (Ачасен хуравĕ- сем: ку хайлавра пĕр çемьере пулса иртнĕ ĕç çинчен çырса кăтартнă.)

Вĕрентекен. Çак ĕҫ мĕнле йĕркепе пулса иртет? Текста абзацсем çине уйăрса вулăпăр, кашни абзаца ят парăпăр, ĕҫ мĕнле йĕркепе пулса иртнине палăртăпăр.(Вĕрентекен ертсе пынипе ачасем калаври ĕҫ йĕркине палăртаççĕ:1)ватă çын ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнни; 2)ватă çынна ывăлĕпе мăнукĕ çунашкапа çырмана лартса кайни; 3)ывăлĕ ватă çынна çыр- мана тĕксе яни ; 4)ача çунашкана çырмаран илсе хăпартни; 5)ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи калаçу; 5)ача сăмахĕсем ашшĕне шухăшлаттарни; 6)ватă çын пурнăçĕ лайăхланни.) (6-мĕш слайд.)
Вĕрентекен. Çак çемье çинчен эсир мĕн калама пултаратăр? (Ачасен хуравĕсем.)

Вĕрентекен. «Ăслă ача» хайлавра ачан ашшĕпе амăшĕ питĕ пысăк йăнăш тунă. Йăнăш кăна та мар, хăрушă ĕç пулса тухма пултарнă. Ачи юнашар пулни кăна çак инкекрен хă- тарнă.

Урок пуçламăшĕнчи ыйту çине хурав пама та вăхăт: автор ку хайлавпа вулакана мӗн каласшӑн пулнӑ? Хайлавăн тӗп шухăшне калăр, калаври хăш йĕркесем тӗп шухăша па- лăртаҫҫĕ.(Ачасен хуравĕсем: ватта сума сăвакан-хăй те ырă куракан, ватта хурлăх тăвакан- хăй те хурлăх куракан).

Вĕрентекен. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен мĕн пур лайăх енне ачисене халаллаҫҫĕ, ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Ачисем вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ, вĕсене тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Ватта хисеплеме те ачасем ашшĕпе амăшĕнченех вĕренеççĕ. Çак ачасем ÿссе çитсен ватăлнă ашшĕ-амăшне пăрахмаҫҫĕ. (7-мĕш слайд. )

Вĕрентекен. Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшне эсир калавăн тӗп шухăшне палăртма суй- ласа илнĕ пулăттăр.(8-мĕш слайд. )

Вĕрентекен ваттисен сăмахĕсене ăнлантарса парать, ачасем ваттисен сăмахĕсене суйласа илеҫҫĕ.

Çилĕ кирек камăн та пур, ăна виçеллĕ тытас пулать.

Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Ырă йывăç усал çимĕç кÿни çук.

Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест.

Йăнăш айăп туни мар, ăна тÿрлетме пулать.

Такăнман лаша çук.

Вĕрентекен. Ачасем, ҫак ÿкерчĕксем калаври хăш йĕркесене килĕшÿллĕ? (Ачасем ÿкерчĕксене килĕшÿллĕ йĕркесене калавра тупса вулаççĕ.) (9,10,11,12,13,14 слайдсем.)

Вĕрентекен. Ачасем, манăн сĕнÿ пур: хайлава рольсемпе вулар-и? (Ачасем калава рольсемпе вулани.)

9. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.

Вĕрентекен. Пирĕн урок вĕçленсе пырать. Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă ĕçсене эпир пурнăçларăмăр-и? Кам пурнăçларăмăр тесе шухăшлать, калава тĕрĕс, палăртуллă вулама вĕреннĕ тесе шухăшлать дневникре вулав урокĕ тĕлне «5» паллă лартать, кам тата та ĕçлемелле тесе шухăшлать çак ĕçе килте пурнăçа кĕртмелле пулать. Калаври хăвăра хумхантаракан вырăна ÿкерчĕк тумалла пулать.

Вĕрентекен ачасем урокра мĕнле ĕçленине хаклать.

Урокра туслă, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн пурне те тав тăвас килет.Тепре тĕл пуличчен! (15-мĕш слайд. )

  • Главная
  • О себе
    • Аттестация
    • Визитная карточка
    • Общие сведения об учителе
      • Характеристика
      • Награды и поощрения
        • Грамоты и благодарности
      • Научные труды. Полный список
      • О жизни и творческой деятельности в СМИ
      • Позитивные отзывы в СМИ
      • Учитель — общественный корреспондент
      • Победитель в номинации «лучшее эссе»
    • Результаты деятельности учителя
      • Конкурсы
        • Федеральный уровень — Конкурсы
      • Научно-практическая конференция
      • Сертификаты, дипломы
      • Публикации
        • Муниципальный уровень
        • Республиканский уровень
        • Федеральный уровень
    • Повышение квалификации
      • Вебинары
      • Семинары
    • Мое педагогическое кредо
    • Сетевое взаимодействие
    • Наставничество молодого педагога
  • Реализация ФГОС
    • Музейный уголок им. академика Волкова Г.Н.
      • Разделы экспозиции
        • Наследие академика Г.Н. Волкова
        • Творческие встречи
      • События
    • Творческая Лаборатория гуманной педагогики «Духовное наследие академика Г.Н. Волкова»
    • Обучающие мероприятия
    • Социальное партнёрство
    • Проекты
      • Проект «Живая Библиотека»
      • Цифровая образовательная среда
    • Рабочие программы по предметам
      • Проектирование рабочих программ — ЧРИО
      • История и культура родного края
        • 1 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 2 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 3 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 4 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • ПОЯСНИТЕЛЬНАЯ ЗАПИСКА
      • Государственный (чувашский) язык
    • Фестиваль образовательных практик
    • Цифровой образовательный контент
      • Цифровой ресурс «ЯКласс»
      • Онлайн-платформа Учи.ру
    • Платные образовательные услуги
    • Достижения обучающихся
  • Методическая копилка
    • Общественная деятельность
      • Флешмобы
        • Флешмоб учителей родного языка «Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ», посвященный 100-летию Чувашской Автономии, с участием Анисии Павловны Игнатьевой (на 5:09 минуте)
        • Флешмоб учителей родного языка «Славный сын солнечной Чувашии»
    • Ежегодная городская научно-методическая конференция педагогических работников с межрегиональным участием памяти Г.Н. Волкова
      • Материалы Конференции
      • Сертификаты
      • Приказы — Ежегодная конференция памяти Г.Н.Волкова
      • Письмо руководителю образовательной организации
      • Медиафайлы
      • Участники
      • Положение
      • Программа
      • ИНФОРМАЦИОННОЕ ПИСЬМО-ПРИГЛАШЕНИЕ
      • Письмо-обращение дочери Г.Н. Волкова
    • «Этнопедагогическая деятельность учителя в условиях поликультурного образовательного пространства»: программа методического семинара
    • «Любители чувашской культуры и искусства»: программа учебного курса внеурочной деятельности
    • «Дорога к Добру»: программа учебного курса внеурочной деятельности
    • Использование на уроке элементов этнопедагогики
  • Класс
    • Разговоры о важном
    • Учебные предметы
      • Русский язык
        • 9 класс
          • Олимпиада
          • Изложение
          • Сочинение
          • Стилистика
          • Орфоэпия
          • Синтаксис
            • Типы речи в тексте
            • Сложносочинённые предложения
        • 8 класс
          • Чужая речь
          • Орфография
          • Синтаксис
            • Однородные и неоднородные определения
            • Словосочетание
            • Интерактивные задания — синтаксис
          • Пунктуация 8 класс
          • Орфограммы
          • КИМ — Русский язык — 8 класс
          • Сжатое изложение
        • 7 класс
          • Подготовка к ВПР
            • Фразеология
            • Морфология
              • Предлоги
              • Союзы
              • Частицы
            • Орфоэпия
            • Орфография
            • Анализ слова
            • Типы речи
            • Пунктуация
          • Сочинение-рассуждение
          • Средства выразительности речи
      • Родной (чувашский ) язык
        • Юрлама вĕренетпĕр Разучиваем песню
        • Вулама вĕренетпĕр — Учимся читать
        • Çырма вĕренетпĕр — Учимся писать
        • Чăваш чĕлхи — Олимпиада
          • Кластер
          • Синквейн
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 5 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 6 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 7 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 8 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 9 класс
        • Пословицы=Ваттисен сăмахĕсем
        • Речевой этикет
        • Флешмобы
          • «Ырă ту! = Сей Добро!» (памяти Г.Н. Волкова)
          • Флешмобы: читаем стихи
        • Обложка тетради
      • Литература
        • Список книг на лето
        • Лирика
          • Критерии оценивания
          • Стихи о Родине, родной природе
          • Стихи о войне
          • Стихи о зиме русских поэтов
        • Интерактивные задания — Литература
        • Устное народное творчество
      • История и культура родного края
        • Неделя краеведения
        • Контрольно-измерительные материалы
          • 5 класс КИМ
            • 5 класс КИМ вариант 1
            • 5 класс КИМ вариант 2
        • Чувашская вышивка
        • Обложка тетради ИКРК
        • Знаменитые люди Чувашии
        • Проект «Родители моих родителей»
        • 2 класс_Природа и культура
      • Государственные праздники
        • Неделя родного языка
          • Приказ — Неделя родного языка
          • Конкурсы — Неделя родного языка
          • План Недели родного языка
          • Распоряжение Правительства РФ — Неделя родного языка
          • Презентации — Неделя родного языка
        • Неделя чувашской вышивки
          • Приказ Недели чувашской вышивки
          • Акция «Чувашская атрибутика»
            • Маттур чăваш ачисем
          • Презентации
            • От древности до современности
          • Фотоотчёт
          • План Недели чувашской вышивки
          • Указ Главы Чувашской Республики
        • ДЕНЬ КОНСТИТУЦИИ
        • День государственных символов ЧР
    • Родителям
      • Устав СОШ № 12 г. Чебоксары
      • Режим занятий обучающихся
      • Правила внутреннего распорядка обучающихся
      • Мероприятия с родителями обучающихся
      • Здоровое питание
        • Пирамида здорового питания
        • Правила питания школьников
        • Здоровое питание для всей семьи
        • Путь к здоровью
        • Разговор о питании
      • Сохраним детям жизнь
      • НАВИГАТОР ДЛЯ РОДИТЕЛЕЙ
      • Памятка родителям
      • Продолжительность уроков
    • Портфолио класса
      • Наш класс
        • Видеофрагменты из жизни 6Б класса
        • Проект «Пока мы помним, они живы»
        • Выписка из правил внутреннего распорядка обучающихся
      • Аллея славы
        • РЕЗУЛЬТАТЫ ДОСТИЖЕНИЙ ОБУЧАЮЩИХСЯ ЗА ПОСЛЕДНИЕ ДВА ГОДА
        • ШКОЛЬНАЯ НАУЧНО-ПРАКТИЧЕСКАЯ КОНФЕРЕНЦИЯ УЧАЩИХСЯ
      • Грамоты, благодарности, сертификаты
      • Достижения обучающихся
      • Фото
    • Дистанционное обучение
      • Электронно-образовательные ресурсы
      • Тесты-задания для обучающихся
        • Знатоки Чувашии
        • Спорт
      • Интерактивные задания
        • Знаменитости Чувашии
      • Стихи и песни для разучивания наизусть
      • Гимнастика глаз
      • Творческая мастерская
      • Видеоконкурс: читаем стихи
      • Фотоконкурс
    • Выпускники
    • Классный час
      • Дорожная безопасность
    • Рабочая программа воспитания
  • Отзывы
  • +7 917 6585306
  • +7 927 6657592
  • chap-anisiya@yandex.ru
  • Главная
  • О себе
    • Аттестация
    • Визитная карточка
    • Общие сведения об учителе
      • Характеристика
      • Награды и поощрения
        • Грамоты и благодарности
      • Научные труды. Полный список
      • О жизни и творческой деятельности в СМИ
      • Позитивные отзывы в СМИ
      • Учитель — общественный корреспондент
      • Победитель в номинации «лучшее эссе»
    • Результаты деятельности учителя
      • Конкурсы
        • Федеральный уровень — Конкурсы
      • Научно-практическая конференция
      • Сертификаты, дипломы
      • Публикации
        • Муниципальный уровень
        • Республиканский уровень
        • Федеральный уровень
    • Повышение квалификации
      • Вебинары
      • Семинары
    • Мое педагогическое кредо
    • Сетевое взаимодействие
    • Наставничество молодого педагога
  • Реализация ФГОС
    • Музейный уголок им. академика Волкова Г.Н.
      • Разделы экспозиции
        • Наследие академика Г.Н. Волкова
        • Творческие встречи
      • События
    • Творческая Лаборатория гуманной педагогики «Духовное наследие академика Г.Н. Волкова»
    • Обучающие мероприятия
    • Социальное партнёрство
    • Проекты
      • Проект «Живая Библиотека»
      • Цифровая образовательная среда
    • Рабочие программы по предметам
      • Проектирование рабочих программ — ЧРИО
      • История и культура родного края
        • 1 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 2 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 3 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • 4 КЛАСС «РОДНОЙ КРАЙ»
        • ПОЯСНИТЕЛЬНАЯ ЗАПИСКА
      • Государственный (чувашский) язык
    • Фестиваль образовательных практик
    • Цифровой образовательный контент
      • Цифровой ресурс «ЯКласс»
      • Онлайн-платформа Учи.ру
    • Платные образовательные услуги
    • Достижения обучающихся
  • Методическая копилка
    • Общественная деятельность
      • Флешмобы
        • Флешмоб учителей родного языка «Савнă çĕр, Чăваш çĕр-шывĕ», посвященный 100-летию Чувашской Автономии, с участием Анисии Павловны Игнатьевой (на 5:09 минуте)
        • Флешмоб учителей родного языка «Славный сын солнечной Чувашии»
    • Ежегодная городская научно-методическая конференция педагогических работников с межрегиональным участием памяти Г.Н. Волкова
      • Материалы Конференции
      • Сертификаты
      • Приказы — Ежегодная конференция памяти Г.Н.Волкова
      • Письмо руководителю образовательной организации
      • Медиафайлы
      • Участники
      • Положение
      • Программа
      • ИНФОРМАЦИОННОЕ ПИСЬМО-ПРИГЛАШЕНИЕ
      • Письмо-обращение дочери Г.Н. Волкова
    • «Этнопедагогическая деятельность учителя в условиях поликультурного образовательного пространства»: программа методического семинара
    • «Любители чувашской культуры и искусства»: программа учебного курса внеурочной деятельности
    • «Дорога к Добру»: программа учебного курса внеурочной деятельности
    • Использование на уроке элементов этнопедагогики
  • Класс
    • Разговоры о важном
    • Учебные предметы
      • Русский язык
        • 9 класс
          • Олимпиада
          • Изложение
          • Сочинение
          • Стилистика
          • Орфоэпия
          • Синтаксис
            • Типы речи в тексте
            • Сложносочинённые предложения
        • 8 класс
          • Чужая речь
          • Орфография
          • Синтаксис
            • Однородные и неоднородные определения
            • Словосочетание
            • Интерактивные задания — синтаксис
          • Пунктуация 8 класс
          • Орфограммы
          • КИМ — Русский язык — 8 класс
          • Сжатое изложение
        • 7 класс
          • Подготовка к ВПР
            • Фразеология
            • Морфология
              • Предлоги
              • Союзы
              • Частицы
            • Орфоэпия
            • Орфография
            • Анализ слова
            • Типы речи
            • Пунктуация
          • Сочинение-рассуждение
          • Средства выразительности речи
      • Родной (чувашский ) язык
        • Юрлама вĕренетпĕр Разучиваем песню
        • Вулама вĕренетпĕр — Учимся читать
        • Çырма вĕренетпĕр — Учимся писать
        • Чăваш чĕлхи — Олимпиада
          • Кластер
          • Синквейн
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 5 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 6 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 7 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 8 класс
          • Чăваш чĕлхи — Олимпиада — 9 класс
        • Пословицы=Ваттисен сăмахĕсем
        • Речевой этикет
        • Флешмобы
          • «Ырă ту! = Сей Добро!» (памяти Г.Н. Волкова)
          • Флешмобы: читаем стихи
        • Обложка тетради
      • Литература
        • Список книг на лето
        • Лирика
          • Критерии оценивания
          • Стихи о Родине, родной природе
          • Стихи о войне
          • Стихи о зиме русских поэтов
        • Интерактивные задания — Литература
        • Устное народное творчество
      • История и культура родного края
        • Неделя краеведения
        • Контрольно-измерительные материалы
          • 5 класс КИМ
            • 5 класс КИМ вариант 1
            • 5 класс КИМ вариант 2
        • Чувашская вышивка
        • Обложка тетради ИКРК
        • Знаменитые люди Чувашии
        • Проект «Родители моих родителей»
        • 2 класс_Природа и культура
      • Государственные праздники
        • Неделя родного языка
          • Приказ — Неделя родного языка
          • Конкурсы — Неделя родного языка
          • План Недели родного языка
          • Распоряжение Правительства РФ — Неделя родного языка
          • Презентации — Неделя родного языка
        • Неделя чувашской вышивки
          • Приказ Недели чувашской вышивки
          • Акция «Чувашская атрибутика»
            • Маттур чăваш ачисем
          • Презентации
            • От древности до современности
          • Фотоотчёт
          • План Недели чувашской вышивки
          • Указ Главы Чувашской Республики
        • ДЕНЬ КОНСТИТУЦИИ
        • День государственных символов ЧР
    • Родителям
      • Устав СОШ № 12 г. Чебоксары
      • Режим занятий обучающихся
      • Правила внутреннего распорядка обучающихся
      • Мероприятия с родителями обучающихся
      • Здоровое питание
        • Пирамида здорового питания
        • Правила питания школьников
        • Здоровое питание для всей семьи
        • Путь к здоровью
        • Разговор о питании
      • Сохраним детям жизнь
      • НАВИГАТОР ДЛЯ РОДИТЕЛЕЙ
      • Памятка родителям
      • Продолжительность уроков
    • Портфолио класса
      • Наш класс
        • Видеофрагменты из жизни 6Б класса
        • Проект «Пока мы помним, они живы»
        • Выписка из правил внутреннего распорядка обучающихся
      • Аллея славы
        • РЕЗУЛЬТАТЫ ДОСТИЖЕНИЙ ОБУЧАЮЩИХСЯ ЗА ПОСЛЕДНИЕ ДВА ГОДА
        • ШКОЛЬНАЯ НАУЧНО-ПРАКТИЧЕСКАЯ КОНФЕРЕНЦИЯ УЧАЩИХСЯ
      • Грамоты, благодарности, сертификаты
      • Достижения обучающихся
      • Фото
    • Дистанционное обучение
      • Электронно-образовательные ресурсы
      • Тесты-задания для обучающихся
        • Знатоки Чувашии
        • Спорт
      • Интерактивные задания
        • Знаменитости Чувашии
      • Стихи и песни для разучивания наизусть
      • Гимнастика глаз
      • Творческая мастерская
      • Видеоконкурс: читаем стихи
      • Фотоконкурс
    • Выпускники
    • Классный час
      • Дорожная безопасность
    • Рабочая программа воспитания
  • Отзывы

«Ырă ту! = Сей Добро!» (памяти Г.Н. Волкова)

  • Печать
  • E-mail

Вы можете поделиться материалом в социальных сетях, нажав на соответствующую кнопку ниже:

Г.Н.Волковăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл – аслă вĕрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ĕçне паян чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай-нумай халăхсем пысăка хурса хаклаççĕ. Калмăксемпе узбексем, кăркăссемпе таджиксем, якутсемпе поляксем, нимĕçсем. Чехословакире, Болгарире тата ытти чылай çĕршывсенче унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлеççĕ, пурнăçра усă кураççĕ.

„Чăваш халăхĕн этнопедагогики”, — чăваш халăхĕн ăс-хакăл пурнăçĕн вышкайсăр энциклопедийĕ”, — тесе çырнă чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай 1967 çулта. В.Сухомлинский вара чăвашăн космонавт кăна мар, педагог та пур тенĕ. Раççейри çеç мар, тĕнчере те Г.Н.Волков этнопедагогика пионерĕ шутланать.

Паянхи çамрăксен шайĕпе, вĕсен куçĕпе пăхсан академикăн вĕрентĕвĕнчен эпир мĕн илме пултаратпăр?

Пĕлетпĕр, Г.Н.Волков калавĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплесси, пурнăçра аслисем вĕрентнине тимлесси, кил-йышпа лайăх пурăнасси, тÿрĕ чунлă пулма хăнăхтарасси, ĕçе, тăван халăха, тăван чĕлхене юратасси çинчен калани малти вырăнта.

Паянхи çамрăк ытла та кăткăс вăхăтра пурăнать. Ку тапхăрта ăна чăннипех чун апачĕ çитмест. Эпир çакна аслисем лайăх пĕлсе тăратпăр. Апла пулсан пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ăслă та тарăн шухăшлă калавĕсене, унăн сăмахĕсене ÿссе пыракан ăрăвăн кашни ывăлĕ-хĕрĕ патне çитерме тăрăшмалла. Ку пирĕн тивĕç те.

Акă, илер-ха „Анне яшки” калавне. Вăтăр çул иртсен пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем тĕл пулаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем тем тума та ĕлкĕрнĕ. Камăн чаплă машина, теприн хăтлă хваттер, виççĕмĕшĕ ученăй ятне илнĕ, тăваттăмĕшĕн арăмĕ чаплă тăхăнса çÿрет. Пиллĕкмĕшĕн пахчинче ют çĕршывра ÿсекен çимĕçсем çитĕнеççĕ. Çакăн çинчен вĕсем пĕр-пĕрне пÿле- пÿле мухтанса каласа панă. Анчах та вĕсен пичĕ-куçĕнче савăнăç туйăмĕ темшĕн ытлах сисĕнмен. Тепĕр юлташĕ вара калаçăва хутшăнман, айккинчен шăппăн итлесе ларнă. Сăн-сăпачĕ савăнăçлă. Çак япаласем унăн пурте пур ĕнтĕ. Вăл мухтанмасть. Ăна амăшĕ ача чухнехи пек çăмах яшки çитернĕ, ашшĕ тунă йывăç кашăкпа. Ачалăхне аса илнĕ, амăшĕ те сывах-ха. Ыттисем пурте шăпланнă. Вĕсене намăс пулнă, ашшĕ-амăшне аса та илмен, пуянлăхĕпе çеç мухтаннă. Пурнăçра япала мар, çывăх çын – анне чи хакли пулнине çирĕплетет Г.Н.Волков академик.

„Аçу- аннÿ яланах хисепре пултăр”, „Ăслă ача” калавĕсенче ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан шухăш тĕпре. Тăван амăшне панă чух пĕр пĕрчĕ шеллекен нимсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман тени пустуй сăмах мар çав.

„Чи пысăк инкек” калавăн пĕлтерĕшĕ те шухăша ярать. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Алă çукки, урасăр пулни, илтейми пулни, курми пулни, ăсран тайăлни. Çук иккен. Вĕсенчен те пысăкрах инкек пур çĕр çинче юлхавлăх. Юлхав – чи пысăк инкек.

Е тата „Çил-тăвăл” калавне сăнар. Çанталăк питĕ сивĕ тăнă, урамра çил-тăман вĕçтернĕ. Пĕрене çинче пĕр старик ларнă. Çав вăхăтра пĕр çамрăк урампа иртсе пынă. „Мучи, мĕн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтĕнче”, — тесе ыйтнă çамрăк. „Эй, ачам, тулти çил-тăвăл мĕн вăл? Пÿлĕмре ав ывăлăмпа кинĕм харкашаççĕ, ниçтан чарма çук. Ку чăнласах хăрушă çил-тăвăл. Яланах ас ту ачам: тулти çил-тăвăл килти çил-тăвăлран лăпкăрах. Ахальтен мар-çке ĕлĕкех ваттисем: „Кил-йышпа пĕрле пулсан çеç ăш-чик лăпкă пулать”, — тесе каланă. Чăнах, кил-йышра пĕр пек, лăпкă, килĕштерсе пурăннине ним те çитмест иккен.

„Суяпа инçе каяймăн” калавра пĕр çын мĕн ачаранпах ухмахла шÿт тума та суйма юратнă. Пĕррехинче кашкăр! кашкăр!, тепринче пушар! пушар! тесе кăшкăрать. Икĕ хутĕнче те кÿршисем чупса çитеççĕ ун патне. Пăхаççĕ: нимĕн те çук. Хăй кăна ахăлтатса ларать. Виçççĕмĕшĕнче ун çуртне чăннипех вăрăсем кĕреççĕ. – Вăрă! Вăрă! – тесе кăшкăрать çакскер. Ун патне никам та пымасть. Вăрăсем çакăнне пĕр япала хăвармасăр çаратса тухса кайрĕç тет. Ирхине суеçĕ макăрса ларать тет. Анчах кÿршĕсем ăна ĕненмерĕç те, хĕрхенмерĕç те тет. „Çынна улталăп тесе ан шутла, хăвна улталани анчах пулать”, — тесе вĕрентнĕ ваттисем. Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн.

„Çамрăкла вĕренни – чул çинче” калавра вара ача чух тăрăшса вĕренмеллине пĕлтерет. Юра çил те вĕçтерет, сар хĕвел те ирĕлтерет, чул çĕр çул хушши те тĕрĕс-тĕкелех выртать.

Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринпе хирĕçсе харкашса пурăнни çинчен çырса кăтартнă „Асамлă турпас” калавра. Хĕрарăм ним çукшăнах упăшкине киревсĕр сăмахсемпе ятлама пултарнă. Вĕсен ялĕнчех пĕр ватă старикпе карчăк пурăннă. Иккĕшĕ те питĕ ăслă пулнă. Хайхи çак хĕрарăм ăслă карчăк патне ăс ыйтма пырать. Ăсран ытла кунта эмел кирлĕ тет карчăк. Эпĕ сана асамлă турпас паратăп, упăшку ĕçрен килсенех эсĕ ăна çăварна хур та шăлусемпе çырт. Тем пулсан та кăларса ан ÿкер. Хĕрарăм ăслă карчăк вĕрентнĕ пек тунă. Темле ятлаçас килсен те чăтнă. Арăмĕ ятлаçманнине кура, упăшки те улшăннă. Пурнăçĕ вĕсен çапла кунран-кун лайăхланса пынă. Тахăшĕ айăплă, калама йывăр. Анчах ахаль мар: „Усалпа усал пулан, ырăпа ырă пулан”, — тенĕ авал. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç текен сăмахсем те çав шухăшах пĕлтереççĕ.

Кашни калавĕнчех Г.Н.Волков çамрăксене ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калать.

Тепĕр шухăш. Тăван киле телей кÿрекен пул, тет академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенче мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекен. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, унтан алла специальность илсе çĕршыва юрăхлă çын, ыттисемшĕн, уйрăмах хăвăн ачусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этемĕн пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Унтах тепĕр шухăш çирĕплетет. Аçу-аннÿшĕн чи пысăк телей вăл – санăн тÿрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхÿ, санăн ĕçри, вĕренÿри ÿсĕмÿсем.

Ман анне пек телейлĕ пулăр, тет Г.Н.Волков. Ман пек телейлĕ пулăр тесе академик амăшĕ тăтăшах каланă. Мĕнре курнă-ши хăйĕн телейне вăл? Ывăлĕсен пархатарлă ĕçĕнче паллах. Академик, профессор, пĕрре мар, иккĕ. Вĕсем çине пăхса савăннă амăшĕ, хăйĕн ачисен пархатарлă ĕçĕпе мăнаçланнă. Акă, ырă тĕслĕх кашнишĕнех.

Тепĕр шухăш та питĕ пысăк пăлтерĕшлĕ çамрăк ăрушăн, пуриншĕн те. Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак тет Г.Н.Волков. Кашни çыншăн тăван çĕршыв, тăван ен, тăван кĕтеспе тăван кил чи хакли. Кашни çын хăйĕн çĕршывĕпе, тăван ен, тăван чĕлхипе мухтантăр. Нихçан та тăван киле, тăван ене ан мантăр, ăна упратăр, унпа мухтантăр.

Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш академикăн сăмахĕнче, вĕрентĕвĕнче. „Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни”, — тесе çырнă Г.Н.Волков хăйĕн пĕр кĕнекинче. Ахальтен мар. Геннадий Никандрович ачасене те, ĕçе те, Тăван çĕршыва та чăннипех юратнă. Анлă та сулмаклă пурнăç çул-йĕрĕпе утса хăйĕн вăй –халне шеллемесĕр Аслă Вĕрентекен чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк та сăваплă ĕç туса пынă.

Шел, паян пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтра çырма тивет. Геннадий Никандрович мĕнле шăп пурăннă, çавăн пекех хăй юратнă, хисепленĕ çывăх çыннисемпе яланлăхах сыв пуллашса пирĕнтен шăппăн уйрăлса кайрĕ.

Геннадий Никандрович пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асăнче яланах упранĕ. Эпир унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса ачасене вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пырăпăр. Унăн пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме вăй-хал парса тăрĕç.

  • Рассказы входящие в сборник донские рассказы
  • Рассказы вслух слушать бесплатно
  • Рассказы вслух о любви
  • Рассказы все рассказы николая носова
  • Рассказы все рассказы лермонтова