Витя кулешов сочинение на чувашском

Обновлено: 08.01.2023

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

Вложение Размер
Сочинение на чувашском языке»Всем смертям назло!» 38.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Витя Кулешов – мал ĕмĕтлĕ ача

Сочинени

6 класра вĕренекен Виктория Захарован сочиненийĕ

Ертсе пыраканĕ – В.В. Захарова

Витя Кулешов п ĕ ррем ĕ ш класа кайиччен чирлесе кет? Ун ă н сулахай урине операции т ă ва ĕ ? Анчах операции хы ă н та в ă л ури ине пусаймасть? Вара в ă л костыльпе реме пу=лать? Ш ă р ă х-и: сив ĕ -и: чашлаттарса ум ă р  ă вать-и: ил-т ă ман в ĕ =терет-и- Витя пур п ĕ рех шкула каять? Ă на юлташ ĕ сем х ĕ рхене.: киле пырса в ĕ рентме пу=ла ĕ : ашш ĕ -ам ă ш ĕ Шкула лашапа ле=ме шутлать?+ук? Кил ĕ шмест Витя? Шкула х ă ех каять?

Утмалла? Утмалла е мар: спортсмен пулмалла: ă м ă ртусенче мала тухмалла? +ак ă н пек т ĕ ллев лартать в ă л х ă й умне? +ак т ĕ ллеве пурн ă =лас тесе в ă л тар туххиччен хусканусем т ă вать: чирл ĕ уринчен гантель акса ярса антара-антара ухтарать? +улла велосипедпа: х ĕ лле й ĕ лт ĕ рпе реме в ĕ ренет? Й ĕ лт ĕ рпе ресси пулмасть пуль тесе те шух ă шласа п ă хать? Анчах ав в ă х ă тра журналта вуланё Сергей Щербаков инчен: Алексей Петрович хирург каланине: ам ă ш ĕ каласа пан ă утайман качч ă инчен аса илет те – шанч ă к тата ир ĕ пленет?

Шанч ă ка ухатманнисем телейл ĕ тесе ахальтен калама ĕ иккен? Витя 10-м ĕ ш класран в ĕ ренсе тухас ум ĕ н костыльс ĕ р реме пу=лать? В ă л районти шахматистсен ă м ă рт ă в ĕ вне хутш ă нать: спорт разрядне илме тив ĕ = пулать? Юлашкинчен вара кире пукан ĕ  ĕ клесе в ă й ви=екенсен ă м ă рт ă в ĕ нче 2 выр ă н йыш ă нать?

Пир ĕ н: сыв ă ынсен: унран т ĕ сл ĕ х илсе йыв ă рл ă х сиксе тухсан пуа усмалла мар: пурн ă =ри т ĕ ллеве пурн ă лама п ĕ р х ă рамас ă р ă нт ă лмалла: мал ĕ м ĕ тл ĕ пулмалла хам ă р ă н пултарул ă ха аталантармалла: сывл ă хл ă пулас тесен спортпа тусл ă пулмалла? Пир ĕ н пурн ă ра шанч ă к них ă =ан та ан снт ĕ р?+ынл ă х туй ă м. яланах улл ĕ пус ă мра пулт ă р?

Куриленко Иван Евгеньевич, к.т.н.

Иван Андреевич Крылов

ПОВЫШЕНИЕ ЭФФЕКТИВНОСТИ ПРОИЗВОДСТВА: ВЫБОР ПУТИ Иван Воробьев, Вице-президент

Иван Владимирович Мичурин (1855-1935г.г)

Выполнил: Скрябин Иван, 513 Научный руководитель: Тихорский В.В.

Проблемный вопрос

Берёзкин Иван Михайлович

Первопечатник Иван Фёдоров

ЛИЧНЫЙ КАБИНЕТ СТУДЕНТА

ОБОБЩИТЕЛЕН УРОК ВЪРХУ РАЗКАЗА НА ИВАН ВАЗОВ “ ЕДНА БЪЛГАРКА” (МУЛТИМЕДИЙНО ПРЕДСТАВЯНЕ)

Иван Коваленков – Генеральный директор НТФ АвиаКС

МУЗЕЙ БОЕВОЙ СЛАВЫ

Спец.педагог Здравка Топалова Доц. д-р Иван Чавдаров дм , маг. икон .

Настал Иван четвертый, Он третьему был внук; Калач на царстве тертый И многих жен супруг…

Урок русского языка в 4 классе Манакова Наталья Сергеевна, учитель начальных классов

Путешествие в страну сказок

Студент 4 курса МБФ Мосунов Иван

Presentation Transcript

Литература терминĕсем • Хавха (пафос) – çыравçахайлавриĕçсене, сăнарсенемĕнлешухăш – кăмалпахакласаçырни. • Повесть – эпикăлла проза жанрĕ, ĕç-пуçсем тĕп герой таврааталанаççĕ, геройăншăпи вара темиçе эпизодрах уçăлать. • Сюжет –хайлаврапулсаиртекенĕçсен йĕрки.

Словарь ĕ=ĕ? • Сусăр — больной • Шăмăтуберкулёзĕ – чир, туберкулёз костей • Çĕмĕрле — Шумерля • Кире пуканĕ — гиря • Тимĕрçĕ — кузнец

Ырă кăмăллă Ырă кăмăллă КластермелĕпеВитьăна характеристика пани Патвар Ырăкăмăллă Чăтăмлă Витя Тÿрĕчунлă Мал ĕмĕтлĕ Шанчăклă

Синквэйнтуни? • Япалаячĕ Витя • 2 паллăячĕЧăтăмлă, хастар • 3глаголĔмĕтленет, тăрăшать, йывăрлăхсенеçĕнтерет • ПредложениШанчăкаçухатмалламар • Синоним (метафора) Телейлĕ

5. Камтĕпсăнарайĕкĕлтет ? • а) Таня • ă) Роза • б) Федя • 6. Тĕпсăнармĕнлемайпаутаканпулнă? • а) врачсемпулăшнипе • ă) физкультура тунипе • б) класриачасемпулăшнипе • 7. Шкултимĕнлевăйăравăл мала тухать ? • а) шашка вăййинче • ă) теннис вăййинче • б) шахмат вăййинче • 8. Ача журнал вуласакамрантĕслĕхилет? • а) Алексей Павлов • ă) Владимир Иванов • б) Сергей Щербаков • 9.Çĕмĕрлере кирепуканĕçĕклесевăйвиçекенсенăмăртăвĕнчеачамиçемĕшвырăнатухать? • а) пĕрремĕш • ă) иккĕмĕш • б) виççĕмĕш • 10. Çамрăкача район центрĕнчеçамрăксемваллимĕнуçнă? • а) ÿнерçĕсенкружокĕ • ă) ташăкружокĕ • б) спорт секцийĕ

Хуравсем • 1. — а) • 2. – а) • 3. – б) • 4. – а) • 5. – ă) • 6. – а),ă) • 7. – б) • 8. – б) • 9. – ă) • 10. – б)

Чăвашсенпаллăспортсменĕсем Иванова Олимпиада Владимировна • Олимпиадăра • Кĕмĕл медаль, Афина — 2004 çул, 20 км — утса

Андреев Владимир Васильевич Олимп вăййинче Сиднейра Бронза 2000 çул 20 км — утса

Николаева Елена Николаевна • Олимп вăййисенче • Кĕмĕл медаль — Барселона 1992 çул ,10 км- утса • Ылтăн медаль — Атланта 1996 çул — 10 км утса

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Чӑваш чĕлхи — тӑван чĕлхе

Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çер чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать.

Сӑмахран илес пулсан, тӑван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амӑшне тӑван халӑхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Эп шутланӑ тӑрӑх тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

Чӑнах та, нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ. Чылай паллӑ ӑсчахсем, писательсемпе поэтсем чĕлхемĕр çинчен мӑнаçланса калани тĕл пулать. Тĕслĕхрен, А.Артемьев каланиех илер.

Шутлатӑп, шутлатӑп та ачана мĕн пĕчĕкрен чӑвашла калаçма вĕрентмелле. Акӑ эпĕ эпĕ 7-мĕш класа çитрĕм. Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тĕрĕс те яка калаçатӑп, çырма та аван пĕлетĕп. Ют чĕхесене те вĕренме тӑрӑшатӑп. Аттепе анне килте чӑваш чĕлхине сума суни, хисеплени курӑнсах тӑрать. Ытти çемьесенче «мама»,»папа» тесе чĕнеççĕ пулсан, пире аттепе анне тесе чĕнме вĕрентнĕ. Мĕнле илемлĕ, янӑравлӑ янӑрать çак икĕ сӑмах.

Çапла вара, çут тĕнчере пин-пин чĕлхе. Вĕсем хутӑшаççĕ, тупӑшаçççĕ, çывӑхланаççĕ. Пĕр-пĕрне парнесем те параççĕ, парнисем вара – сӑмахсем.

Ман чӑвашах пулас килет. Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр.

Читайте также:

      

  • Сочинение образ летописца и его труд
  •   

  • Сочинение на тему любая достаточно развитая технология неотличима от магии
  •   

  • Сочинение на английском мое любимое животное
  •   

  • Ашарга яраклы гомбэлэр турында сочинение
  •   

  • Почему большинство реформ в россии имеет незавершенный характер сочинение

Урок теми: «Çитес текен çитетех» Иван Лисаев. «Чире парăнма çуралман» хайлавăнчи паттăрлăх  

Урок тĕсĕ: Текста тишкермелли хутăш урок.

Воспитани тĕллевĕ:

– ырăпа усала уйăрма вĕрентесси;

– çыннăн çирĕп чун-чĕреллĕ пулмалли, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмалла мари çинчен калаçасси

–  сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине уçса парасси

-темле йывар лару-тăрура та шанчăка çухатмалла мари çинчен клаçасси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

–çыннăн шалти кăмăл-туйăмне кăтартмалли мелсене (монолог, танлаштару)çыравçă мĕншĕн тунине ăнлантарасси;

–çыравçă çын асапне, шалти туйăмне, ĕмĕтне кăтартакан сăнлăхсене тупма, курма, ăнланма вĕрентесси;

– текстпа ĕçлесе калавăн тĕп шухăшне палăртасси.

Аталантару тĕллевĕ:

– ачасен текст тăрăх ĕçлес хăнăхăвне аталантарасси;

– текст тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтарасси;

– хайлаври  ыра санарсен чун-чĕре илемне туйма верентесси

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

– учитель сăмахĕ;

– эпизодсене илемлĕ вуласси;

– текстра кирлĕ вырăнсене тупса вулани;

– ыйту-хурав;

– калаçу;

– шырав;

— илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси;

– ачасен пĕтĕмлетĕвĕ;

– учитель пĕтĕмлетĕвĕ;

— словарь ĕçĕ;

– проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни;

— хаçат кăларни

Пуплеве аталантарас хăнăхусем:

 -ятараласа хатĕрленĕ ыйтусем тăрăх калаçма хăнăхтарасси

– курни-илтни çинчен çыхăнуллă каласа пама вĕрентнине аталантарасси;

 -сăнара характеристика тума пулашакан йеркесене суйлавлă вуласси

Литература теорийĕ:

Калав –çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăллă хайлав.

 Пафос(хавха) — пурнăç çине тĕрлĕ кăмăлпа пăхни (савăнса, хурланса е тарăхса).

Курăмлăх хатĕрĕсем:

– Иван Лисаев, Альпăрт Канаш,  параолимпиецсен сăн ÿкерчĕкĕсем, Н.Островский портречĕсем;

– Анна Герман юрлакан «Надежда» юрă;

– мультимедиа проектор,  компьютер

Словарь ĕçĕ:

Ăнлантармалли пай:

Шăмă туберкулёзĕ- шăмă шыçса пăсăлни

шăпа – судьба, участь, доля;

нишлĕ – бессильный, слабый, хилый;

чун вăйĕ – сила воли;

чăтăмлăх – терпение;

шанчăк – надежда;

килен – наслаждаться, упиваться;

иккĕлен – сомнение, колебание, неуверенность.

Çырма вĕренмелли пай:

шăлçемми – посильный, под силу, по силам;

юхан шыв – река;

ăс-тăн – ум, разум, рассудок;

сывлăхсăрлăх – нездоровый, болезненный, хворый.

Урок эпиграфийĕ:

Ырри усала çĕнтеретех.

Сывлăх пурлăхран хаклă.

                           (Ваттисен сăмахĕсем).

Урок юхăмĕ:

Класса йеркелесси(1мин) 

I Кăсăклантарни-3мин

  1)Экран çине сăвă йĕркисем тухаççĕ

                 Эп çуралман поэт пулма,

                 Поэзи марччĕ «хĕçĕм».

                 Савсах саваттăм сăрлама,

                 Тен çавăччĕ тĕп ĕçĕм?

                            Эп çуралман поэт пулма,

                            Чир çеç перо тыттарчё:

                             Ăна чăн хĕç туса хума

                             Чун хăй приказ çаптарчĕ..

Вĕрентекен вуласа парать.Унтан экран çине портрет тухать.

—  

                                                 

Камăн сăвă йĕркисене вуларăм-ши эпĕ, ачасем? Камăн портречĕ-ши ку?

Паллатăр-и эсир ăна?

Ку вăл Кожанов Альберт Георгиевич-Альпăрт Канаш- сăвăç.Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче çуралнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара ăна çурăм шăмми туберкулёзĕ ураран ÿкерет.Художник пулма ĕметленнĕскер, литература çулĕ çине тăма тытăнать.Тĕрлĕ çĕрте сипленет вăл. Пачах та утайманскер çапах та костыльсем çине тăма пултарать. Чир тем пекех асаплантарать пулин те вăл ахаль алă усса лармасть 4 кĕнеке пичетлесе кăларать. Вĕрентекен Альпăрт Канашăн çак кĕнекисене ачасене кăтартать:

1. «Сăвăсем» (1960);

2. «Иккĕмĕш утĕм» (1985);

 

3. «Шăпчăксем, эп сире итлесе» (1970);

4. «На наковальне сердца» (1972);

5. «Çук, выртмăп аллăма усса» (1993).

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: 40çул пурăнса литературăра паллă йĕр хăварнă поэта халăх манмасть. Ун хайлавĕсем шкул учебникĕсенче те пур.

Мĕн патне пырса тухатпар-ха ачасем сирĕнпе. Мен калама пулать-ши çак АКанаш сăввине итленĕ, унпа паллашнă хыççăн?

— Чире, хуйха-суйха парăнмалла мар, унпа кĕрешмелле. 

Апла пулсан паянхи урок теми те пирĕн «Çитес текен çитетех» И.Лисаевăн «Чире паранма çуралман» калавĕнчи паттарлăх теми. 

Урок тĕллевĕпе паллаштарасси-1мин

-Çапла ачасем, паянхи урокра эпир «Пирĕн ума йывăрлăх килсе тухсан мĕнле çĕнтермелле; шанчăка, ĕмĕте çухатас мар тесен мĕн тумалла-ши?» текен ыйту çине хуравлама тата сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине те палăртма  тăрăшăпăр.

2)Вĕрентекен урок тĕллевне каланă хушăра экран çине мультимедиа проектор урлă ачасем умне лартнă тĕллев тухать: «Пирĕн ума йывăрлăх килсе тухсан мĕнле çĕнтермелле; шанчăка, ĕмĕте çухатас мар тесен мĕн тумалла-ши?» «Сывлăх- чи хаклă пуянлăх»

– Эпир Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» калава вуласа тухрăмăр.    

  Калавпа пĕтĕмĕшле калаçса кĕрсе кайиччен малтан вĕреннине аса илер.

3) Мĕн-ха вăл калав?

Калав – вăл çын пурнăçĕнчи пĕр-ик ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар произведении;

– калавра сăнарсем йышлă мар, ĕçĕсем те нумай пулса иртмеççĕ;

– пысăках мар калавпах автор пысăк шухăш пĕлтерет. 

– Мĕнле пысăк шухăш каласшăн-ши пире Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман»  калавĕпе? Автор шухăшне тĕрĕс те тарăннăн ăнланас тесен пирĕн калав патне тепĕр хут таврăнас пулать.

Кĕске содержани калаттарни- 2 ача калаççĕ 

(Витьăн питĕ хăрушă чир – шăмă туберкулезĕ.

– Аса илĕр-ха, калав мĕнле ÿкерчĕкпе пуçланать?

Кашни утăма шутласа Витя шкула талпăнать. Юлташĕсенчен сехет маларах тухса виçĕ пине яхăн утăма шăлĕсене çыртса çĕнтерме тăрăшать.)

Пĕтĕмлетÿ çапла: Усал чир çап-çамрăк ачана асаплантарнипе пуçланать те калав тăршшĕпех çав ыратăва туйса тăратпăр эпир.

Витя асапланăвне кăтартакан хăш вырăн уйрăмах чуна ыраттарчĕ сирĕнне? Мĕншĕн?(çав вырăнсене кĕнекере тупса вулани)

4) Сумкине çурăм хыçне çакнă, аллисем пушă мар – костыльсем йăтнă. Кайсан-кайсан пĕр юпа тĕлĕнче е çурт умĕнче канса тăрать, сывлăш çавăрать те каллех малалла утать (192 стр.). Утма меллĕрех пултăр тесе костылĕсене мĕнле майлă çавăркаламарĕ-ши? Пурпĕр хул хушши айĕсем пĕçерсе ыратрĕç. Хăрах ура çинче те сиккелесе пăхрĕ.

Кил хушшинче каллĕ-маллĕ сиккелесе шунă Витя. Тимĕр татки çĕклесе аллисене пĕрре хуçлатнă, тепре тăснă. Сывă мар уринчен гантель çакса ярса ăна пĕрре çĕклерĕ, тепре антарчĕ. Пит-куçĕнчен мунчара ларнă вăхăтри пек тар тумланă.(202стр)

Калава вуланăçемĕн Витя асапланăвне, унăн ыратăвне эпир хамăрта туйса тăтăмăр.

Пĕтĕмлетÿ: Шутлăр-ха эсир, унăн ури çав тери ыратать. Вăл çав ыратăва чăтмалла мар ыратупа асаплантарать. Мĕншĕн? Мĕншĕн больницăра выртса эмельсем ĕçсе çав ыратăва лăплантарас, манас тесе шутламасть? Пирĕн унтан-кунтан кăшт ыратсан та эмел ĕçме васкатпăр, чирлĕ тесе физкультура урокĕсене тухмастпăр е шкула та пачах килмессе пултаратпăр.

5) Ача пĕтĕмлетĕвĕ: Витьăн ĕмĕт пулнă: чире çĕнтерсе сывалса спортсмен пуласси.                                                                                                                                                                                                                                                                              

6) Калаври ачан ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланма пултарассине ĕненме пулать-и?(кĕнекере тупса вулани)

Çук,çынсем те, ашшĕ-амăшĕ те ĕненмеççĕ çакна (автор 193 страница çырса кăтартать): «Витя чун-чĕринче мĕнле ĕмĕт пытаннине пĕлнĕ пулсан тем териех тĕлĕннĕ пулĕччĕç. Унăн ĕмĕчĕ юлташĕсене те шалтах аптăраса ÿкерĕччĕ: «Шÿтлеме те маçтăр иккен эсĕ». Ашшĕ-амăшĕ вара, аслă ывăлĕн шухăшне пĕлсен, куçран пăхма та хăяймĕччĕç.

Ача пĕтĕмлетĕвĕ: «Пурнăç саккунĕ хăй те хирĕçлетчĕ ун ĕмĕтне», тесе калани хăех Витьăн ура çине тăма нимле шанчăк та çуккине кăтартать.

– Чăннипех те ĕненме май çуккине автор мĕнле мелпе кăтартса парать?

Танлаштарса кăтартать. Витя спортсмен пулма пултарнине янкăр тăрă çанталăкра сасартăк аслати авăтнипе, шартлама сивĕ хĕлле тăруках çумăр лÿшкенипе танлаштарать. Кун пек пулăм пулма пултараймасть, апла пулсан Витя та чиртен хăтăлма пултараймасть.

2)çапах та Витьăн ĕмĕт пур – утма пуçласси çеç мар, спортсмен пуласси,.çав ĕмĕт патне ăнтăлма камсем пулăшаççĕ ăна? Тата кашниех çак пулăшăва хайлавра мĕнлерех сăмахсемпе палăртать.

1. Ачасем шкула кайнă чухне Витьăна систермесĕр юра таптаса пыраççĕ?

2. Амăшĕ: «Эсĕ утакан пулатăнах», – тесе пĕр тĕслĕх илсе кăтартса хавхалантарать.

3. Тухтăр: «Ан хăра, спортсмен пулатăнах», – тесе тĕрлĕ хусканусем тумалли упражненисем çырса парать.

4. Эпĕ шутлатăп, Сергей Щербаков çинчен çырнă журнал та Витя аллине ăнсăртран лекмен. Амăшĕ е урăх кам та пулин ăна систермесĕр хурса панă.

5.çав вăхăтрах вăл кашнин пулăшăвнех йышăнасшăн мар. Пĕрле вĕренекен Роза Витьăн малашлăхра художник пулмалли пирки калать. Ку Витьăна килĕшмест. Ашшĕ ывăлне хĕрхенсе шкула лашапа леçесшĕн – Витя хирĕçлет. Мĕншĕн тесен Витя хăйне хĕрхеннине юратмасть.

– Хăйне хĕрхеннине Витя мĕншĕн килĕштермест?

Хĕрхенни, шеллени вăл пулăшу мар-ха,çак туйăмсем çынна чирпе кĕрешме вăй-хал паманнине, пушшех те нишлĕлентерсе янине Витя ăнланать.

– Апла пулсан çумри чирлĕ çынна туйма, ăнланма пĕлес пулать: пĕри шеллетересшĕн хăйне, тепри… Мĕн вăхăт хушши кĕрешет Витя хăйĕн асаплă чирĕпе? Уйăх?çулталăк?

Пĕрремĕш класса каймалла чухне тухтăрсем патне лекет те вуннăмĕш класс пĕтерес умĕн костылĕсене пăрахать.

– 10çул хушши кĕрешме мĕн таран вăй, чун вăйĕ (сила воли) кирлĕ! Калав мĕнле сăмахсемпе вĕçленет?

«Хăй çине тăнипе çын пулчĕ: чăтăмлăхĕ, тÿсĕмлĕхĕ пысăккипе чире çĕнтерчĕ», –çапла калаçнă ун çинчен ялта.

3) – Витя шухăшĕ, кăмăлĕ, тыткаларăшĕ енчен мĕнле характерлă пулнине куратăр?

Вĕренекенсене Витьăн характерне, шухăшне, кăмăлне, тыткаларăшне сăнлакан паллă ячĕсене тупма хушатăп.Кластер туни-3мин

Шухăшĕ енчен                Кăмăлĕпе                Тыткаларăшĕ енчен

çивĕч                                лăпкă                          маттур

çирĕп                                хăюллă                тирпейлĕ

мал ĕмĕтлĕ                        чыслă                йĕркеллĕ

тимлĕ                                сăпайлă                тарават

талпăнуллă                        тÿсĕмлĕ

                                        шанчăклă

                                        йăваш  

Синквейн туни-2 мин 

    Витя

Тÿсĕмлĕ, мал ĕмĕтлĕ

Чăтать, тăрăшать, çĕнтерет

Шанчăка çухатманнисем, ĕмĕтленекенсем – телейлĕ

             Сывлăх 

  1. «Чире парăнма çуралман калав пафосĕ мĕнле-ши?» Мĕн-ши вăл пафос? (пурнăç çине тĕрлĕ кăмăлпа пăхни (савăнса, хурланса е тарăхса)).  

«Чире парăнма çуралман» хайлав паттăрлăх,çĕкленÿллĕх хавхиллĕ.

-Ачасем эсир Витьăна чăн-чăн паттăр тесе калама пултаратăр-и?

-Пултаратпăр.

-Ăçта курăнать-ши унăн паттăрлăхĕ?

-Вăл чирпе кĕрешни, ман шутпа, чăн-чăн паттăрлăх.Пурте Витя пек чăтăмлăх çитерсе чирпе кĕрешеймĕччĕç.

-Витьăн чунне ял çыннисем, ачасем пурте ăнланаççĕ-ши?

-Витьăн чунне пурте ăнланса çитереймеççĕ.  Хăшĕ-пĕрисем Витя физкультура упражненийĕсем тунă чухне те: «Мĕн асапланать-ши.Кĕрсе выртасчĕ вырăн çине канлĕн»,-тенĕ. Теприсем –шелленĕ те  ăна, мухтакансем те пулнă.

– Мĕнле пысăк шухăш палăртса калать автор?

Темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмалла мар, чире парăнмалла мар, кĕрешмелле. Вара çĕнтеретĕпех.

5) Калавăн тĕп шухăшне çывăх мĕнле  ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр-ши?-5 мин (Тÿсĕмлĕх,чăтамлăх шанчăк)

(Ачасем калаççĕ)

1. Пурнăç тилхепине çирĕп тытас пулать.

2. Сывлăх пурлăхран хаклă.

3. Хурлăх курмасăр ырлăх мĕнне пĕлме çук.

4. Чир аллине лексен часах хăтăлаймăн.

5. Ĕмĕтлĕ çын –çунатлă.

6. Ыр туни çухалмасть.

7. Ырри усала çĕнтерет.

8. Сывлăхпа ăса укçалла илеймĕн.

9. Ыр сунакан хур курмасть теççĕ.

10. Шанчăка çухатманнисем –телейлĕ

Ваттисен сăмахĕсене каларăмăр-ха , анчах пурне те ăнланатпăр-ши эпир?

Илсе пăхар-ха «Шанчăка çухатманнисем –телейлĕ» ваттисен сăмахне. Мĕнле ăнланатăр эсир ăна?

-Витя шанчăка, ĕмĕте çухатмасăр йывăр чирпе кĕрешрĕ, юлашкинчен çĕнтерчĕ. Телей мар-и вара ку? Паллах –телей.

Пĕтĕмлетÿ:çак калав ятĕнченех тĕп шухăшĕ, автор калас тени курăнса тăрать: эпир çак тĕнчене пурăнма, вĕренме, ĕçлеме килнĕ; чире, йывăрлăха парăнсан пурăнма май çук. Пирĕн çумра яланах ĕмĕт, шанчăк пулмалла.

Словарь ĕçĕ    

-Малалла вара эпир сирĕн тимлĕхе тĕреслĕпĕр -5 мин .тест

Кану саманчĕ: ачасем тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ-2 мин

Атьăр-ха кăштах канса илер.

Эпир ывăннă кăштах алăсене вылятар

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă,

Пиллĕксем çине куçар.

Харăс-харăс пит хаваслăн

Пилĕксене вылятар.

Ăс пухмашкăн пуçсене те

Каллĕ-маллĕ сулкалар.

Куçăм ялан сывă пултăр,

Ун çинчен манар мар.

 Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăватă,

Малалла ларса ĕçлер.

IV. 1) Витя Кулешов пирĕн илемлĕ литературăри сăнар пулчĕ. Пурнăçра тĕл пулаççĕ-ши ун пек çынсем?

— Паллах тĕл пулаççĕ. Акă эпир урок пуçламĕшĕнче Альпăрт Канаш сăвăç çинчен пĕлтĕмĕр. У пек çынсем тата спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ.

Ирек Зарипов, Сергей Шилов, Анна Бурмистрова, Мария Иовлева

-Эсир тата пурнăçра çавăн пек çынсене камсене пĕлетĕр-? Тен вуланă вĕсем çинчен, тен курнă, илтнĕ.

1-мĕш ача: Эпĕ Зинаида Курицына парашютистка çинчен вуларăм. Пин хут ытла сикнĕ вăл çÿл тÿперен çĕр çине, анчах пĕррехинче парашют уçăлмасть. Унăн ура шăмми çĕр ăшне кĕрсе ларнă. Хуçăлман шăмă юлман темелле. Икĕ çул хушши больницăсенче сипленет. Унтан ура çине тăрсан тепĕр хут тÿпене çĕкленет тата 4 пин хут ытла сикме пултарать.Пурĕпе вăл паршютпа 7132 хутчен сикет. Вăл çеç те мар, çÿллĕ сăрт çинчен йĕлтĕрпе ярăнас спортпа туслашать. Шăммисем çĕмĕрĕлсе хуçăлса пĕтсен те хуйхăрса калаçманни тĕлĕнтерчĕ мана. Тем çÿллĕшĕнчен ÿксе амансан та вăл «Пĕтрĕм!» темест: «Жива! нет, какое счастье: жива!» – тет.

                        

2-мĕш ача: Эпĕ Николай Островский шăпипе паллашрăм. Граждан вăрçинче йывăр аманнă, вырăнпах выртма пуçланă, икĕ куçĕ те курми пулаççĕ. Чире пăхмасăр «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» роман çырнă. Николай Островский çапла калани ман асра юлчĕ: (çырнине   экран çине кăларать) «Шлепнуть себя каждый дурак сумеет. Это самый трусливый и легкий выход из положения. А ты пропобвал эту жизнь победить? Ты все сделал, чтобы вырвтаться из железного кольца? Умей жить и тогда, когда жизнь становится невыносимой. Сделай ее полезной!»

Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Чăннипех те çакăн пек  вăйлă çынсен  шăпипе паллашсан çапла калама пулать: «Чăннипех те вĕсем паттăр, нимĕнле йыварлăх умĕнче те пуçа усмĕç, шанчăка çухатмĕç»

Хамăрăн тĕллев патне çитме пирĕн вăйлă пулмалла, тĕллеве пурнăçласан эпир телейлĕ. Апла пулсан эпир телейлĕ пуласси хамăртанах килет иккен.

Телей тата Сывлăхлă пулни те терĕмĕр. Халĕ вара сирĕнпе сывлăх хаçат кăларăпăр. Кам мĕн тума пултарать

— «сывлăх» кластер(мĕн? Мĕнле? Мĕн тăвать?)

— «сывлăх» синквейн

— Сывлăх çинчен ваттисен сăмхĕсем, сăвăсем, кроссвордсем тума

  пултаратăр тата ÿкерчĕксем те тума пултаратăр

— Çакăн пек хаçат кăлартăмăр ачасем сирĕнпе 

Пурнăç пирĕн вăя, чăтăмлăха тĕрĕслени кирлех мар, анчах та çакăн пек инкек килсе тухсан пуçа усса алла та сулмалла мар.

 Пĕтĕмлетÿ:

– Ачасем, паянхи урокра кашни сăмах – эпĕ каларăм-и, эсир-и,çавах – кашнин чун-чĕринчен тухрĕç тесе шутлатăп. Апла пулсан çав сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалтăрччĕç. Кашнин чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша ятăрччĕç; пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистетĕрччĕç.çапла пулсан вара эпир хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр тесе шутлăпăр.

Ачасем хайсен ĕçне хаклани:

Доска çинче 3 тĕрлĕ смайлик

-кама урокра пĕтĕмпех ăнланмалла тата пĕтĕм ĕçсене пурнăçланă пулсан жетонсене çаванта хураççĕ

— камăн мĕнле те пулин йывăрлăхсем пулчĕç пулсан, иккеленсе татар пулсан иккĕмĕш смайлик патне хураççĕ

-кама урокра ĕçлеме йывăр тата ĕçсене пурнăçлаймарăр пулсан виççĕмĕш смайлик патне хураççĕ

  Ачасен урокри ĕçне хакласа журналпа дневниксем çине оценкăсем лартни.  

     Вăхăчĕ: 1 мин.

V. Килте пурнăçламалли ĕç:

Çак темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинении çырăр:

– «Шанчăка çухатманнисем – телейлĕ»;– «Ырри усала çĕнтеретех»;

– «Витя Кулешов сăнарĕ пире вăйлă пулма хистет».

Урок «Надежда» юрăпа вĕçленет

6 класра «Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем» темăпа ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок

Урок тĕллевĕсем:

Харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем):

1. Пурнăçра тÿрĕ чунлă, сапăр çын пулма вĕренни;

2. Чунсăрлăхран пăрас тĕллевпе текстри йĕркесемпе ĕçлесси

3. Ачасен чун илемне вăратасси, хĕрхенÿлĕхе, чăтăмлăха аталантарасси;

Предметăн пайрамлă (предмета вĕреннин) результачĕсем:

1. Çыравçă çынсен чун-чĕрине витĕмлĕн кăтартакан сăнлăхсене тупма, курма, ăнланма вĕрентесси;

2. Курни-илтни, сăнани çинчен шухăша сăмах вĕççĕн ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама хăнăхни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем): 1. Пуплеври сăмах йышне пуянлатни;

2. Тавракурăма, тавçăрулăха ÿстерме тăрăшни;

3. Пĕлÿпе тата хăнăхусемпе усă курса ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума пултарни.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, ыйту-хурав, калаçу, кирлӗ эпизодсене илемлĕ вуласа тишкересси, шырав, илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, сывлăха çирĕплетекен, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнпа, мăшăрăн, пĕччен хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Пуплев хăнăхăвĕсем: ыйтусем çине тулли предложенисемпе çыхăнуллă хуравласси

Литература теорийĕ:

Пафос-çыравçă хайлаври ĕçсене, сăнарсене, пурнăçа мӗнле шухăш-туйăмпа хакласа çырни

Курăмлăх хатĕрĕсем

Иван Лисаев фотоÿкерчĕкĕ, кĕнекесем, компьютер

Урок юхăмĕ

— Юрă ямалла (2 мин?)

— Ачасем, эсир юрă итлерĕр? Çак юрăра хăш сăмаха темиçе хут каланă?

— Надежда.

— Мĕнле куçать –ха вăл чăвашла?

— Шанчăк.

— Эсир çак сăмаха илтнĕ-и?

— Илтнĕ.

— Эсир тин çеç илтнĕ юрра Анна Герман ятлă юрăç юрларĕ.

— Анна Герман сăн ÿкерчӗкĕпе паллаштарни.

— Анна Герман 1936 çулта Узбекистанра Ургенч хулинче çуралнă.

1967 çулта водитель айăпне пула автокатастрофăна лекет. Водитель машинăна сехетре 160 км хăвăртлăхпа хăваланă. Хăй руль умĕнче çывăрса кайнă. Машина вара çул айккинчи бетон юпа çумне пырса тăрăннă.

Анна Герман кантăкран тухса сирпĕннĕ.

Унăн çурăм шăмми, икĕ ури, сулахай алли хуçăлнă, пуç мими кисреннĕ.

12 кун хушши вăл тăна кĕреймен. Темиçе операции витĕр тухма тивнĕ унён. Пĕтĕм ÿт-пĕвĕ гипс ăшĕнче пулнă. 3 çул тăраймасăр выртнă.

1970 çулта ура çине тăнă. Урисем хытса ларнă, итлемен. Кашни утăм куççуль кăларнă, анчах шăла çыртса утăм хыççăн утăм тунă вăл. Сывалас шанчăк пĕртте çухатман. Юлашкинчен 1972 çулта сцена çине тухать. Çав çулах концертпа Мускава килет. Сывалнă хыççăн юрланă пĕрремĕш юрри унăн эпир итленĕ « Надежда» юрă.

Мĕн каласшăн пулнă-ха вăл çак юрăпа?

— Анна Герман шăпи сире хăш произведенири сăнар шăпине аса илтерчĕ?

— Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлаври Витя Кулешов шăпине.

— Кам-ха вăл Витя Кулешов?

— «Чире парăнма çуралман» хайлаври тĕп сăнар.

— Эсир ун çинчен мĕн астуса юлтăр? Кĕскен йĕрлесе тухар-ха ун сăнарне.

Витя Кулешов сăн ÿкерчĕкĕпе паллаштарни

— Çак сăн ÿкерчӗк Витя Кулешов сăнарне аса илтермест-и?

Çамрăк арçын ача, икĕ хул хушшинче костыльсем, сулахай ури çине пусаймасть.

— Витя сăнарĕ.

Витя Кулешов пĕрремĕш класа кайиччен чирлесе ÿкет. Унăн сулахай урине операции тăваççĕ. Анчах операции хыççăн та вăл ури çине пусаймасть. Вара вăл костыльпе çÿреме пуçлать. Шăрăх-и, сивĕ-и, чашлаттарса çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и- Витя пур пĕрех шкула каять. Ăна юлташĕсем хĕрхенеççӗ, киле пырса вĕрентме пуçлаççĕ, ашшĕ-амăшĕ шкула лашапа леçме шутлать.Çук. Килĕшмест Витя. Шкула хăех каять.

Утмалла. Утмалла çеç мар, спортсмен пулмалла, ăмăртусенче мала тухмалла. Çакăн пек тĕллев лартать вăл хăй умне. Çак тĕллеве пурнăçлас тесе вăл тар тухиччен хусканусем тăвать, чирлĕ уринчен гантель çакса ярса антара-антара улăхтарать. Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿреме вĕренет. Йĕлтĕрпе çÿресси пулмасть пуль тесе те шухăшласа пăхать. Анчах çав вăхăтра журналта Сергей Щербаков çинчен вуланине, Алексей Петрович хирург каланине, амăшĕ каласа панă утайман каччă çинчен аса илет те – шанчăк тата та çирĕпленет.

Шанчăка çухатманнисем телейлĕ тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Витя 10-мĕш класран вĕренсе тухас умĕн костыльсĕр çÿреме пуçлать. Вăл районти шахматистсен ăмăртăвне хутшăнать, спорт разрядне илме тивĕç пулать. Юлашкинчен вара кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче 2 вырăн йышăнать.

— Витя хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕ-и? Мĕнле тĕллевччĕ-ха унăн?

— Утмалла çеç мар, спортсмен пулмалла.

— Пурнăçларĕ.

— Çак тĕллеве пурнăçлас тесен ăна мĕн кирлĕ пулчĕ?

— Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, шанчăка çухатманни.

— Çăмăл пулчĕ-и ăна йывăрлăха çĕнтерме?

— Çăмăл мар. Кашни кун тар кăларчĕ:,куçран куççуль тухрĕ-пур пĕрех парăнмарĕ.

— Апла пулсан пирĕн те, ачасем, Витя Кулешов пек йывăрлăх умĕнче пуçа усмалла мар, йывăрлăх сиксе тухсан, шанчăка çухатмасăр, пуçа усмасăр малалла ăнтăлмалла.

— Эсир сывă ачасем. Анчах та пирĕн сывлăх çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла-и?

— Тăрăшмалла

— Мĕн тумалла?

— Спортпа туслă пулмалла.

— Эсир ирсерен гимнастика тума чăтăмлăх çитерейретĕр-и?

-Çирĕп сывлăхлă пулас тесен ирсерен гимнастика тумалла,спортпа туслă пулмалла.

— Эсир чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, шанчăк çинчен калакан ваттисен сăмахӗсене пĕлетĕр-и?

1. Шанчăксăр пурăнакан этем çур çын кăна.

2. Чăтăмлăхпа ĕç пурне те çĕнтернĕ.

3. Чăтăмлăхпа тÿсӗмлĕх, шанчăкпа ĕненÿ-пурнăçра çынна вăй-хăват парса тăракансем.

4. Шанчăк чи юлашкинчен вилет.

5. Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ.

— Питĕ аван. Пурне те ăнланатăр-и?

Тĕслӗхрен «Шанчăка çухатманнисем-телейлĕ» текен ваттисем сăмахне ăнлантарăр-ха

— Витя шанчăка çухатмасăр йывăр чирпе кĕрешрĕ, юлашкинчен çăнтерчĕ. Телей мар-и ку? Чăн-чăн телей.

— Эсир мĕнле шутлатăр?Автор çак хайлавăн ятне тĕрĕс панă-ши? Килĕшетĕр-и эсир? Урăх ят памалла пулман-ши?

— Эпĕ тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен Витя, чăнах та, чире парăнма çуралман, вăл ăна хăй парăнтарчĕ.

— Хайлавра çакăн пек йӗркесем пур «Чире парăнма çуралман вӗсем. Ун йышшисем теме те тÿссе ирттерĕç.»Çак сăмахсене кам калать?

— Алексей Петрович хирург.

Витя Алексей Петрович сăмахĕсене тÿрре кăларчĕ-и?

— Çапла. Тÿрре кăларчĕ.

— Витя çак йывăрлăха пĕччен çĕнтерчĕ-и е ăна пулăшакансем пулчĕç.

— Ман шутпа, Алексей Петрович хирург, амăшĕ.

Вĕсем ăна шанаççĕ, пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ.

— Юлташӗсем те пулăшаççĕ.

«Чире парăнма çуралман» повесть пафосĕ мĕнле-ши?

Мĕн вăл пафос?

— Халĕ Витьăпа Алексей Петрович кластерне туса пăхăпăр.

Тетрадьсене уçатпăр. Число, тема çыратпăр.

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман» (Доска патне 1 ача тухать).

Витя Алексей Петрович

çирĕп кăмăллă çирĕп тĕллевлĕ

шанчăклă шанчăклă

ăслă ăслă

çирĕп тĕллевлĕ ăшă чунлă

хастар

вăйлă тавçаруллă

чăтăмлă ăнланакан

тÿсĕмлӗ ырă кăмăллă

— Çак тĕслĕхсенчен пĕрне илсе произведенири тĕслĕхпе çирĕплетĕр-ха.

Тĕслехрен. Витя чăтăмлă. Чирлĕ, ыратакан ури çине гантель çакса ярса хăпарта-хăпарта антарать. Ыратакан ура тата хытăрах ыратать, анчах вăл чăтать.

Алексей Петрович хирург

— Эсир хайлава тимлĕ вуланă-и? Халĕ сирĕн тимлĕхе тĕрĕслĕтпĕр

.

ТЕСТ. Хуравсене тетрадь çине çырмалла.

Экран çине тест ыйтăвĕсем тухаççĕ.

Сирĕн 3 хуравран пĕрне-тĕрĕссине суйласа илсе çырмалла

  1. Витьăн шкула çитме йĕркеллĕ çанталăкра миçе утăм?

1. 2500

2. 2230

3. 2000

  1. Витя мĕншĕн утаймасть?

1.Вăйĕ çук

2. Хăрах ури çук

3. Ури ыратать

  1. Витьăна мӗнле чир аптратать?

1. Шăмă туберкулезĕ

2. ўпке туберкулезĕ

3. Чĕре чирĕ

  1. Витьăна кам ялан йăпатать?

1. Лиза

2.Рита

3. Роза

  1. Пĕрле вĕренекенсем Витьăна мĕнле профессии суйласа илтересшĕн?

1.Платник

2. Художник

3. Экономист

  1. Хăш тухтăр Витьăна чун-чĕререн пулăшма тăрăшать?

1.Алексей Петрович

2. Александр Петрович

3. Алексей Николаевич

7) Чире парăнтарнă çӗрте ăна кам хавхалантарса пырать?

1. Амăшĕ

2. Асламăшĕ

3. Кукамăшĕ

  1. Журналта хăйĕнни пек шăпаллă çын çинчен вулать Витя. Кам вăл?

1. Сергей Шакмаков

2. Сергей Шатунов

3. Сергей Щербаков

  1. Шкул пĕтерсен ăçта ĕçлесшĕн Витя?

1. Колхоз ферминче

2. Тимӗрçӗ лаççинче

3. Колхоз правленийӗнче

  1. Спортăн хăш енĕпе вăл зонăра 2-мӗш вырăн йышăнать?

1. Йĕлтĕрпе чупса

2. Шашкăлла выляса

3. Кире пукане йăтса

Ачасем ĕçлесе пĕтерсен тĕрĕс хуравсен уççи экран çине тухать. Ачасем тĕрĕслеççӗ.

— Ачасем çак хайлава мĕнле стильпе çырнă?

— Илемлĕ литература стилĕпе.

— Ăна эпир ăçтан пĕлетпĕр?

— Илемлĕх мелĕсем пурринчен.

— Эсир мĕнле илемлĕх мелĕсем пĕлетĕр?

(танлаштару, эпитет, сăпатлантару)

— Хайлавра шыраса пăхăр-ха, хăшне тупайратăр?

1) Танлаштару : Çут пурнăç горизонт пек уншăн

2) Сăпатлантару: йывăр лава кÿлчӗ

3) эпитет: çутă пурнăç

4) Сăмах çавăнăшĕ: сывлăш çавăрать, кăмăл çемçелчĕ, чĕлху çаврăнмасть.

Экран çине илемлĕх мелĕсем тухаççĕ

  1. Тантăш пек, уяври евĕр, хум чупнă пек – танлаштару

  2. Йывăр чир, шурă халатлисем, йывăр лав – эпитет

  3. Чир пăтраштарчӗ, шăнкăрав йыхăрнă, шăпа кÿлчĕ – олицетворени

— Ачасем, эсир Витьăна чăн-чăн паттăр тесе калама пултаратăр-и?

— Пултаратпăр мĕншĕн тесен чирпе кĕрешни, ман шутпа, чăн-чăн паттăрлăх. Пурте Витя пек чăтăмлăх çитерсе чирпе кĕрешейместчĕç?

Проблемăллă калаçу:

— Витьăн чунне ял çыннисем, ачасем пурте ăнланаççĕ-и?

— Сусăр, хăлхасăр-чĕлхесĕр, аварие пула сусăрланнисем, чире пула сусăрланнă çынсем пирки эсир мен калама пултаратăр?

Ачасен хуравĕсем:

Иван Лисаев хайлавĕн никĕсенче этем чунĕ, тивĕçĕ, кăмăлĕ. Хăвăрпа юнашар пурăнакан, вĕренекен çынсем çинчен шухăшлама, пăшăрханма вĕрентет ку повесть. Ку хайлава пирĕнте çынлăх туйăмне вăратас тĕллевпе çырнă.

Мĕн тума вĕрентет-ха ку хайлав пире?

— Ырă чунлă пулма

— Йывăрлăха лекнӗ çынсене ăнланма, пулăшма.

— Çынлăх тенине эсир мĕнле ăнланатăр?

— Çынлăх вăл – юнашар пурăнакан тата вĕренекен-ĕçлекен çынсене, чĕрĕ чунсене хÿтĕлесси, хисеплесси, юратасси.

— Витя Кулешов сăнарĕ илемлĕ литературăра, урăхла каласассăн, искусствăра. Витя Кулешов пек çынсем пурнăçра та темĕн чухлех. Урок пуçламĕшенче Анна Герман çинчен пĕлтĕмĕр.

Чăваш Республикинче 97 пин инвалид – сусăрсем. Вĕсенчен 5 пин ытла ача.

Вĕсем сусăр пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе, чире парăнмасăр сывă çынсем пекех пурăнма тăрăшаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ.

— Ачасем, эсир сусăр çынсене асăрханă-и?

Вĕсем çинчен хăçан та пулин шухăшланă-и

Ун пек çынсене пулăшма тÿр килмен-и сире,

— Халĕ Сире сăмах партпăр. ( 3 ача калать)

-Çапла, ачасем, çынна ырă тумалла. Ырă ĕçсем тума тăрăшмалла. Ватă, сусăр çынсене ырă сăмахпа, ĕçпе пулăшма васкамалла.

— Мĕн куртăмăр-ха эпир искуссвăра тата пурнăçри сусăр çынсен сăнарĕсенче?

— Чире парăнманнине, шанчăка çухатманнине, йывăрлăха çĕнтерме пĕтĕм вăя хунине.

Апла пулсан пирĕн, сывă çынсен, вĕсенчен тĕслĕх илсе йывăрлăх сиксе тухсан та пуçа усмалла мар, пурнăçри тĕллеве пурнăçлама пĕр хăрамасăр ăнтăлмалла, мал ĕмĕтлĕ пулмалла, хамăрăн пултарулăха аталантармалла, сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла.

— Ачасем, сирĕн пурнăçра шанчăк нихăçан та ан сÿнтĕр. Çынлăх туйăмӗ яланах çуллĕ пусăмра пултăр.

Киле ĕç: Сочинени «Шанчăка çухатманнисем-телейлӗ»

Урок «Надежда»юрăпа вĕçленет.


Download

slide1 n.

Skip this Video

Loading SlideShow in 5 Seconds..

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман » PowerPoint Presentation

play prev

play next

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман »

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман ». 6- м.ш класра чёваш литературипе ирттермелли урок? Хатĕрлекенĕ Петрова Валентина Николаевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Иван Лисаев пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

Uploaded on Nov 14, 2014

valdemar-astrid

Download Presentation

Иван Лисаев «Чире парăнма çуралман »

— — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — E N D — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — — —

Presentation Transcript

  1. Иван Лисаев«Чире парăнмаçуралман» 6- м.шкласрачёвашлитературипеирттермелли урок? Хатĕрлекенĕ Петрова Валентина Николаевна чăвашчĕлхипелитературиневĕрентекенĕ

  2. Иван Лисаевпурнăçĕпепултарулăхĕ. • 1939 çултачÿкуйăхĕн 5 – мĕшĕнчеЧăвашреспукликинчиХĕрлĕчутайраонĕнчиХирлукассиялĕнчеçуралсаÿснĕ. • Пандиковăриçичĕкласлăшкултавĕреннĕ. • Етĕрнерипедогогикаучилищинчепĕлÿпухнă. • И.Н.Ульянов ячĕпехисепленекенЧăвашпатшалăхуниверсичетĕнчеисторипе филологи факулчетĕнчепĕлÿилнĕ. • Штанашра, Хĕрлĕчутайрайонĕнче физкультура учителĕпулсаĕçленĕ. • «Çентерÿçулĕ» ятлă район хаçачĕнсотрудникĕпулнă. • «ТаванАтăл», «Ялав» журналсенче редактор пулсаĕçленĕ. • Иван Лисаев – прозаик, публицист. 12 кĕнекеавторĕ.

  3. Çыравçăнĕçесем Пурĕ 12 кĕнекеавторĕ. «Çĕрчĕнет» (1966ç.), «Шанăçативĕçлисем», «Чÿречеренхурăншаккать» (1979ç), «Тивĕç» (1984ç), «Ирт, купăсçă, маларах» (1982ç.), «Халал» (1986 ç.).

  4. Кĕнекисем.

  5. Литература терминĕсем • Хавха (пафос) – çыравçахайлавриĕçсене, сăнарсенемĕнлешухăш – кăмалпахакласаçырни. • Повесть – эпикăлла проза жанрĕ, ĕç-пуçсем тĕп герой таврааталанаççĕ, геройăншăпи вара темиçе эпизодрах уçăлать. • Сюжет –хайлаврапулсаиртекенĕçсен йĕрки.

  6. Словарь ĕ=ĕ? • Сусăр — больной • Шăмăтуберкулёзĕ – чир, туберкулёз костей • Çĕмĕрле — Шумерля • Кире пуканĕ — гиря • Тимĕрçĕ — кузнец

  7. Хайлававуланине аса илни • Хайлавратĕпсăнаркам? Тĕпшухăшнепалăртăр? Теминеуçсапарăр • Ачанамĕнлесуранасаплантарать? • Шкулавăлмĕнлеçÿрет? Хăйнепулăшнине, хĕрхеннинеюратать-ивăл? • Витя пурнăçрамĕнлеĕмĕтпепурăнать? Çакĕмĕтемĕнлемайпавăлпурнăçлать? • Витя яланмĕнпекалаçсаçÿрет? Ĕмĕтпекалаçмапулать-ши? Ĕмĕчĕăнапулăшать-ши? • Кампулăшнипе тата мĕнлемайпа Витя «ура çине» тăчĕ? Алексей Петрович –врач пиркимĕн калама пултаратăр? • Витя хăйçинехăйалăсулнăпулсанмĕнпулнăпулĕччĕ-ши ? • Эсиртĕпсăнартанмĕнлетĕслĕхилтĕр ? Сиревăлмĕнлеçынпулмавĕрентет? • Эсирхăвăрпурнăçăртаçакăн пек çынсенекурнă-и, е пĕлетĕр-и ? Каласапарăр.

  8. Ырă кăмăллă Ырă кăмăллă КластермелĕпеВитьăна характеристика пани Патвар Ырăкăмăллă Чăтăмлă Витя Тÿрĕчунлă Мал ĕмĕтлĕ Шанчăклă

  9. Синквэйнтуни? • Япалаячĕ Витя • 2 паллăячĕЧăтăмлă, хастар • 3глаголĔмĕтленет, тăрăшать, йывăрлăхсенеçĕнтерет • ПредложениШанчăкаçухатмалламар • Синоним (метафора) Телейлĕ

  10. Витя Кулешов сăнарĕ

  11. Тест «Чире парăнмаçуралман» повесть тăрăх • 1. «Чире пăнмаçуралман» хайлавамĕнлежанрпаçырнă ? • а) повесть • ă) калав • б) роман • 2. Хайлавра герой мĕнлечирпечирленĕ? • а) шăмăтуберкулёзĕ • ă) ÿпкечирĕ • б) ÿслĕкчирĕ • 3. Шкула герой мĕнлеçÿренĕ? • а) ашшĕлашапалеçнĕ • ă) вĕрентекенсем киле килсевĕрентнĕ • б) хăйтĕллĕнçÿренĕ • 4. Юлташĕсем героя мĕневĕренмесунаççĕ? • а) художника • ă) спортпатуслăпулма • б) алăĕçĕпеĕçлеме

  12. 5. Камтĕпсăнарайĕкĕлтет ? • а) Таня • ă) Роза • б) Федя • 6. Тĕпсăнармĕнлемайпаутаканпулнă? • а) врачсемпулăшнипе • ă) физкультура тунипе • б) класриачасемпулăшнипе • 7. Шкултимĕнлевăйăравăл мала тухать ? • а) шашка вăййинче • ă) теннис вăййинче • б) шахмат вăййинче • 8. Ача журнал вуласакамрантĕслĕхилет? • а) Алексей Павлов • ă) Владимир Иванов • б) Сергей Щербаков • 9.Çĕмĕрлере кирепуканĕçĕклесевăйвиçекенсенăмăртăвĕнчеачамиçемĕшвырăнатухать? • а) пĕрремĕш • ă) иккĕмĕш • б) виççĕмĕш • 10. Çамрăкача район центрĕнчеçамрăксемваллимĕнуçнă? • а) ÿнерçĕсенкружокĕ • ă) ташăкружокĕ • б) спорт секцийĕ

  13. Хуравсем • 1. — а) • 2. – а) • 3. – б) • 4. – а) • 5. – ă) • 6. – а),ă) • 7. – б) • 8. – б) • 9. – ă) • 10. – б)

  14. Чăвашсенпаллăспортсменĕсем Иванова Олимпиада Владимировна • Олимпиадăра • Кĕмĕл медаль, Афина — 2004 çул, 20 км — утса

  15. Андреев Владимир Васильевич Олимп вăййинче Сиднейра Бронза 2000 çул 20 км — утса

  16. Николаева Елена Николаевна • Олимп вăййисенче • Кĕмĕл медаль — Барселона 1992 çул ,10 км- утса • Ылтăн медаль — Атланта 1996 çул — 10 км утса

  17. Универсиада 2013 çул-Хусан

  18. Пĕтĕмлетÿ Ачасемпурнăçрачихакли –сывлăх. Ăнамĕнпчĕкренупраматăрăшмалла. Пирустуртассинчен, ыттикирлĕ-кирлĕмаряпаласенченпăрăнсаçÿремелле.Спортпатуслăпулмалла. Тĕрĕсçулпаутакан, пурнăçаюратакан — телейлĕ. «Сывлăхчихаклăпуянлăх!»

  • Витиевато как пишется правильно
  • Витебская область на английском языке как пишется
  • Витебск на английском языке как пишется
  • Витас вдруг как в сказке скрипнула дверь
  • Витамин с в составе косметики как пишется